Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акмалли (тĕпĕ: ак) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗнекесем ҫинче ҫырни пур: Египетра ҫулталӑкне икӗ хутчен тырӑ туса илеҫҫӗ имӗш, анчах Гремячий Лог хуторӗ вӑл, Давыдов юлташ, сире валли Египет мар ҫав, кунта акмалли вӑхӑтсене питӗ ҫирӗп тытса пымалла!

В книжках прописано, будто бы в Египте два раза в год сеют и урожай снимают, а Гремячий Лог вам, товарищ Давыдов, не Египта, тут надо дюже строго сроки сева выдерживать!

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗтӗмпе вӑл аллӑ тӑватӑ плуг тӗренне туптарӗ, ӗретлӗ акмалли тӗрлӗ машинӑсене вуниккӗшне юсаса халех ӗҫе тухма юрӑхлӑ турӗ, вунтӑватӑ бункер тата тӗрлӗрен ытти ӗҫхатӗрӗсем юсаса пачӗ, факт!

Всего им налажено лемехов — пятьдесят четыре, приведено в боевую готовность двенадцать разнорядных сеялок, четырнадцать буккеров и прочее, факт!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тата совет влаҫӗн ҫулӗ ҫине урлӑ выртмастӑп тесе, акмалли тырра пытармастӑп тесе, ыран, 1930 ҫулти мартӑн 3-мӗшӗнче, ҫав тырра халӑх кӗлетне турттарса кайса паратӑп тесе, сӑмах паратӑп…»

А еще обязываюсь не ложиться поперек путя Советской власти и не скрывать посев и завтра, 3 марта 1930 года, отвезть в общественный амбар…»

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Курӑк ҫулмалли машинӗ те, акмалли машинӗ те халӗ ӗнтӗ пурпӗрех — колхозӑн, хамӑн усӑ курса юлма та турӗ килмерӗ, вӗсем пирки ӳпкелесе калаҫма та кирлӗ мар!

— Все одно теперича и травокоска и садилка — колхозные, самому не довелось попользоваться, нечего и попрекать!

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акмалли тата курӑк ҫулмалли машинӑсем туянмашкӑн кивҫен илнӗ укҫапа кредит юлташлӑхне тавӑрса патӑн-и-ха?

Деньги-то, какие брал в кредит на покупку садилки и травокоски, возвернул кредитному товариществу?

24-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Манӑн аттен акмалли ҫӗрӗ кӑна пилӗк пин теҫеттина яхӑн та, сакӑрҫӗр теҫеттин патнелле вӑрман пулнӑ.

У моего отца было пахотной земли около пяти тысяч десятин да леса почти восемьсот.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ кӑна акӑ мӗн пирки калатӑп: пирӗн ҫав суха туса акмалли культурӑсем валли уйӑрса хунӑ икҫӗр теҫеттин ҫӗртен ҫуррине херсонла ҫӗртме туса хӑвармалла.

Я это к тому, чтобы из двухсот десятин, какие у нас под пропашные предназначаются, половину сработать под херсонский пар.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акмалли машинӑсене юсама ырантан тытӑнатӑп эпӗ.

К садилкам я приступаю с завтрашнего дня.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Канашласа ларакансем кулкаласа илчӗҫ, табак туртса ячӗҫ те хайхискер, акмалли норма ҫинчен тӑракан ыйтӑва тимлӗнех сӳтсе явма тытӑнчӗҫ.

Совещавшиеся посмеялись, покурили и уже серьезно взялись за обсуждение вопроса о норме высева.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Теҫеттин пуҫне ҫичшер пӑт акмалли хура тӑпраллӑ ҫӗре те пирӗн ҫерҫи сӑмси чухлӗ кӑна!

— У нас жирной земли, какая по семь на десятину требует, с воробьиный нос!

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пӗтӗм акмалли ҫӗре, тӗрлӗ тырӑсем тата ҫу ҫапмалли культурӑсем акма, ҫапла пайлама шутласа хунӑччӗ: тулӑ — 667 гектар акмалла, ыраш — 210, урпа — 103, сӗлӗ — 50, вир — 65, кукуруза — 167, хӗвелҫаврӑнӑш — 45, кантӑр — 13.

Общую посевную площадь предполагалось разбить по хлебным и масличным культурам следующим порядком: пшеницы — 667 гектаров, жита — 210, ячменя — 108, овса — 50, проса — 65, кукурузы — 167, подсолнуха — 45, конопли — 13.

21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акмалли ҫӗр питӗ нумай пулнӑ пирӗн, утмӑл-ҫитмӗл теҫеттина, ҫӗр теҫеттина та ҫитнӗ.

Посев у нас был огромный, шестьдесят-семьдесят и до ста десятин.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Эпӗ совет влаҫӗн приказне пурнӑҫлатӑп — тырӑ акмалли ҫӗр лаптӑкне ӳстеретӗп.

«Я сполняю приказ Советской власти, увеличиваю посев.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Районти «Ленин ҫулӗпе» хаҫат Стожар колхозӗ Кивӗ Пушҫӗр уҫма пуҫланине, акмалли ҫӗр лаптӑкне ӳстернине ырласа ҫырать.

Районная газета «Ленинский путь» горячо поддерживала патриотическое начинание колхоза в Стожарах — поднять Старую Пустошь и расширить посевную площадь.

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акмалли.

— Для посева.

8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унта «цензурӑра тытса ан чарӑр, акмалли вӑрлӑх» тенине вуларӗ те пакета ҫурчӗ, ывӑҫ тупанӗ ҫине те сарӑ пӗрчӗсем тухса ӳкрӗҫ.

На нем было написано «цензуру прошу не задерживать, посевной материал», она высыпала на ладонь мелкие коричневые зернышки.

1-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Дыня акмалли вырӑна кӑштах ҫӗрӗк тӑпри, компост тӑксан тухӑҫӗ чылай ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Кавӑн евӗр пахчаҫимӗҫ // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Унӑн акмалли ҫӗр лаптӑкӗ 1800 гектар йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Ҫак акмалли агрегат «Коминтерн» хуҫалӑха самай пулӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Акӑ апрелӗн 23-мӗшӗнче «Нива» ЯХПК-ан механизаторӗсем акмалли агрегата уй-хире кӑларнӑ, тӑпрана пӗрремӗш вӑрлӑх хывнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех