Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрӗсем (тĕпĕ: хӗрӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗкӗтсен ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, хӗрӗсем

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Килтеш хӗрӗсем Укаслу патне шавласа пырса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнтрӗкре пур йывӑҫсем те хуран курӑнаҫҫӗ, пӗртен-пӗр хурӑнсем кӑна шурӑ шупӑрлӑ чӑваш хӗрӗсем пек.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ав, мӗнле иккен чӑваш хӗрӗсем! — ҫын илтмелле мар пӑшӑлтатрӗ унӑн тути.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӑваш хӗрӗсем мӗнлине лайӑх пӗлекен Хусанкка ҫеҫ ним пулман пек тӑчӗ, Укаслу ҫине ӑшшӑн, шеллесерех пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑхаль валли пуян хӗрӗсем те темӗн чухлех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— «Манӑн хӗр тӑнлӑ, арӑш-пирӗш мар, Ҫынсен хӗрӗсем пек тухса каяс ҫук.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Вӗсене шет асӑрхаҫҫӗ Сившу сарӑ хӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗрӗсем тата халӗ?

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Хӗрӗсем те пур хӑйсен, унтан та кунтан сӗвем ҫиппи туртса ҫыхнӑ тултармӑш пек ҫат! ҫатӑртатса тӑракан пӳ-силлӗскерсем.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Тутар хӗрӗсем, ачисем те часах чӑвашла ӑнкара пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Каччӑсем, ытларах ташлас кӑмӑллисем, куҫӗсемпе хӗрсен еннелле амур сӑннисем вӗҫтерсе, ҫуттӑн ӗмӗтленсе, савса тӑраҫҫӗ, хӗрӗсем те, тин ҫеҫ вӑраннӑ хӗрӳ туслӑхпа паллӑ мар, уҫӑмсӑр юрату туйӑмӗсене уҫҫӑнах палӑртма хӑймасӑр, вӗсене куҫ хӳрипе именчӗк, чӗнӳллӗ, «сар ҫуллӑ» кулӑ витӗр сӗртӗнкелесе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрӗсем те, каччисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Акӑ ферма хӗрӗсем алӑ ҫупса ячӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсенчен Леонид — радио механикӗ, Вадимпа Анатолий — шоферсем, Коля, чугун ҫул техникумӗ пӗтернӗскер, Совет Ҫарӗнче службӑра тӑрать, Ира ача садӗнчи аслӑ повар, Нина — бухгалтер, кӗҫӗн хӗрӗсем те вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Вӑл вирьял хӗрӗсем пек тумланнӑ: аркӑ-ҫанӑ вӗҫӗсене тӗрленӗ, чӗнтӗр тыттарнӑ шурӑ кӗпепе, симӗс пурҫӑн саппунпа, симӗс йӑпӑрка тутӑрпа; пуҫне тӳрӗ тытнӑ, илемлӗ чакӑр куҫӗсем хаваслӑн ҫиҫсе тӑраҫҫӗ, тута хӗррисем кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, хӗр кӗҫ-вӗҫ кулса ярассӑн, сӑмах хушассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пуян колхоз хӗрӗсем чухӑн ҫӗре каясшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах питӗ тиркеҫҫӗ Хурӑнвар хӗрӗсем.

Куҫарса пулӑш

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ҫӗрпӳ хӗрӗсем шурӑ кӗпе ҫийӗн кӗрен саппун ҫакнӑ, Улатӑр хӗрӗсем — сарӑ вӑрӑм сараппанпа, Елчӗк енчисем — темиҫе аркӑллӑ улача кӗпепе, Хӗрлӗ Чутай хӗрӗсем акӑш пек шап-шурӑ тӑхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑйне ӗҫрен кӑларни ҫинчен ферма хӗрӗсем палканине итлесе ларас-и?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех