Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хамӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Хамӑр (тĕпĕ: хамӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир хамӑр хушӑра сӑмах татса ачана унта памастпӑр терӗмӗр, пирӗн пӳлӗмре ҫуралнӑ, хамӑр пӑхса ӳстеретпӗр.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӑш чух хамӑр урасене хамӑр шыраса тупайманни те пулкалатчӗ…

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Хамӑр ялсем-и эс, хамӑр ялсем мар-и?

Куҫарса пулӑш

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хамӑра хамӑр пӗр-пӗринчен вӗренсемпе ҫыхатпӑр.

Связываемся друг с другом веревкой.

Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Анчах лару-тӑру йывӑр пулни эпир ҫав ответлӑха туйнинче, хамӑра хамӑр тӗрӗслесси питӗ ҫивӗч пулнинче те мар.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах эпир, унран кӑшт ҫеҫ кӗҫӗнтерехскерсем, Ӗҫхӗлӗн сӑввисене ялсенчи клубсен сцени ҫинчен пӑхмасӑр калаттӑмӑр, — такам хистесе вӗрентесшӗн пулнипе мар, хамӑр кӑмӑлпа, хамӑр чуппа, екки ярса, ҫӗкленсе кайса.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Пӗрне-пӗри ҫӗнӗ япаласем вуласа кӑтартрӑмӑр, плансемпе паллаштартӑмӑр, хамӑра хамӑр тишкертӗмӗр, мухтарӑмӑр, хурларӑмӑр, хавхалантартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Каларӑм-ҫке, халлӗхе ҫынсем шанмасан, хамӑра хамӑр шанар, пӗрне-пӗри шанар!..

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Пире шансах каймаҫҫӗ те… халлӗхе хамӑра хамӑр шанар.

Куҫарса пулӑш

«Мерчен тумлам» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Малтанхи каҫсенчех хамӑра хамӑр ютшӑнса, тытма пӑрахрӑмӑр, туслашса кайрӑмӑр та — тепӗр чухне пуҫа мӗн пырса кӗнӗ, ҫавна пакӑлтататпӑр, сӑмах ҫукран сӑмах тупса тем те пуплетпӗр.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хамӑр тӑвакан япаласем хамӑр кӑмӑлӑмӑра тивӗҫтерсех пӗтерейменни ҫинчен ялан тенӗ пекех калаҫатпӑр…

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хамӑр хушӑмӑрти апла-капларан хӑтӑлма хамӑрӑнах ӑс ҫитермеллеччӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпир, Думитру Георгиевич, хамӑра хамӑр Брянцева хирӗҫ те тӑратма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Эпир хамӑра хамӑр намӑса яманнине шанатпӑр».

Куҫарса пулӑш

«Добровидение» фестивале Чӑваш Енрен «Уяв» хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=_1zfDt63nGo

Майлӑ самантпа усӑ курса манӑн халӑха ҫапла сӗнес килет: «Хамӑр пурӑнакан территорие, тархасшӑн, варалар мар. Тасалӑхра тата тирпейлӗхре пурӑнни хамӑршӑн, пирӗн ачасемшӗн лайӑх», — пӑшӑрханӑвне пытармасть ертӳҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Хӗрлӗ Ҫарӑн, Хӗрлӗ Флотӑн тата Совет Союзӗнчи мӗнпур граждансен Совет ҫӗрӗн кашни пусӑмне хӳтӗлемелле, хамӑр хуласемпе ялсемшӗн юлашки юн тумламӗ юлмиччен ҫапӑҫмалла, хамӑр халӑха тивӗҫлӗ хӑюлӑха, пуҫарулӑха тата тавҫӑрулӑха кӑтартмалла.

Красная Армия, Красный Флот и все граждане Советского Союза должны отстаивать каждую пядь Советской земли, драться до последней капли крови за наши города и села, проявлять смелость, инициативу и сметку, свойственные нашему народу.

Оборонӑн государственный комитечӗн председателӗ И. В. Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланӑ сӑмах // Илемлӗ литература. Илемлӗ литература, 1941, 7-мӗш кӗнеке. — 5–11 с.

Хамӑра хамӑр юратмастпӑр вӗт эпир, чӑвашсем.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эпир хамӑра хамӑр «атеистсем» тетпӗр пулсан, пӗр-пӗр ҫынран Турӑ туни килӗшӳсӗр, ан тив, ҫав ҫын хуть гений пултӑр.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хамӑр хамӑра лайӑх туятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫпе юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60570

Яланах ӗҫлемелле тетпӗр хамӑра хамӑр.

Куҫарса пулӑш

«Нарспи историйӗ» балета куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60610

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех