Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тахҫан сăмах пирĕн базăра пур.
Тахҫан (тĕпĕ: тахҫан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсӗ ытла та тахҫан килес пурнӑҫ ҫинчен калаҫатӑн…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл тахҫан таврӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тахҫан авал, тимӗр тупма ҫав тери кансӗр пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пшик» ҫыртӑм // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 25–26 с.

Раман, ачине хӑй аллине илсе, тахҫан лартса хӑварнӑ йывӑҫсем патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раманпа Тамарӑна тахҫан кӗрхи пӗвере ярӑннӑ чух уйӑх ҫутинче илемлӗн те илӗртӳллӗн курӑнса ларнӑ чӑрӑшсем самантрах ҫулӑмпа ҫатӑртатса хыпса илчӗҫ, лӑссисем кӗлленсе шыва тӑкӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫуртне тахҫан туса пӗтереҫҫӗ-ха?..

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫан шавлӑ поселок пулнӑ вырӑнта халӗ салху та тӳлек.

Куҫарса пулӑш

32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫан касмасӑр хӑварнӑ хурӑнсемпе ҫӑкасем, чӑрӑшсем авӑксӑр ҫилпе пӗр ӗнерӳллӗн кашласа лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

28 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тахҫан йӑлӑнтарнӑ хӗрача ӗнтӗ ҫине тӑрсах ҫыпҫӑнма тытӑнни каччӑ чунне тепӗр хут хумхантарса янӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫапла тахҫан ӗлӗк, эсир, ачапча, урамра чӑхсемпе пӗрле тусан ӑшӗнче шыва кӗрсе чаваланнӑ ҫулсенче, хырӑм выҫса хӑваланипе кӑмака туса ҫӳреме тивнӗччӗ манӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Егор Силыч чӗнмерӗ, ҫӑварӗнчен хӗрлӗ юн юхрӗ — Семен Буденнӑйӗн Пӗрремӗш утлӑ ҫарӗн, тахҫан Подоприхин хӗсметре тӑнӑ ҫар ялавӗн тӗсӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав минутсенчех тахҫан купса ҫурчӗ пулнӑ пӑрлӑ, ҫутӑпа сасӑ кӗмен путвал тӗпӗнче Егор Подоприхинпа пачах урӑх сасӑпа калаҫусем ирттерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫан ытлашшипех тулса кайнӑ ҫуртра арҫынсем юлмарӗҫ — хӗрарӑмсемпе лавкка тулли ачи-пӑчи ҫеҫ куҫҫулӗсемпе манкисене юхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпӗ вара тахҫан сухан хуппи шывӗпе кӑлараттӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫамрӑк учительница Фелицата Канашева тахҫан ҫак паллӑсене хитре ҫыракан Ваҫиле Земляковӑна астуса юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫаксем пурте тӗрӗс е тӗрӗсех пек туйӑнӗччӗҫ пулӗ те кӗпи, тахҫан шап-шурӑ пулнӑскер, тӗсӗ кайиччен нумай хутчен ҫунӑскер, паян сӑлтав тӗлне ятарласа тӑхӑннӑскер тата уҫҫӑн чӗтреме пуҫланӑ сасси сутман пулсан.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Резина мечӗксем пек», — аса илчӗ вӑл амӑшӗ тахҫан ҫамрӑк Ваҫиле ҫине пӑхса савӑнса каланӑ сӑмахсене.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫан чикан тапӑрӗ ял хӗрринче темиҫе кун тӑнӑ тет, вӗсен ертӳҫи, ял ҫыннисем ӑна темиҫе хут та курнӑ, Нюҫҫа амӑшӗ патне кӗркелесе тухнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак пӑру чӑмланӑ пек лӳчӗркенсе пӗтнӗ хут тахҫан шурӑ пулнине ӗненме те йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тахҫан авал ирсӗр, кӗвӗҫӳллӗ француз, саранча пек, вӑрҫӑпа килсе тухнӑ кунта, Мускав таран ҫитнӗ, хулана ҫунтарса янӑ, унтан, выҫса ҫитсен, Кутузовран тарма тытӑннӑ, кунта ӑна вырӑс сивви ҫитсе кутран ҫапнӑ та ҫур миллионлӑ «Аслӑ ҫарне» ҫухатса ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех