Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑнарӗ (тĕпĕ: сӑнар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тимлесе сӑнарӗ те каллех йышӑнмарӗ.

Он внимательно посмотрел на мой рисунок и сказал:

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫав ӳкерчӗкри шултра тискер чӗрчуна чӗрӗллех ҫӑтса янӑ удав (ҫӗлен) сӑнарӗ халь те куҫ умӗнчех.

На картинке огромная змея — удав — глотала хищного зверя.

I // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Володя Ольӑна куҫ илмесӗр сӑнарӗ, вӑл хӗре темле питӗ кирлӗ те лайӑх сӑмах каласшӑн пулнине, анчах калама пӗлменнине Оля хӑех ӑнланса илессе шанса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл арӑмӗ шаклаттарса кайнине чылайччен сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗшкӗнсе ҫумкурӑксене тӑпӑлтарчӗ, кӑшман епле аталанса пынине сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Васса вара ҫӳл тӳпери ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑрсене сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫавӑнтах мӗншӗнне те пӗлтерет: Анка-пулеметчица — Чапаев дивизийӗнчи 50 яхӑн хӗрарӑм боецсен пӗтӗмӗшле сӑнарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Кӗнеке авторӗ Чапаев сӑнарӗ пирки калакан абзаца ҫакӑн пек вӗҫлет (ку герой сӑнарне ҫутатать):

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

(«Ленин сӑнарӗ — халӑх чӗринче» кӗнеке, 1972, 44 стр.).

Куҫарса пулӑш

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Вунҫичӗ-вунсакӑр ҫулхи поэтӑн сӑнарӗ куҫ умне тухса тӑрать-ҫке.

Куҫарса пулӑш

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Юмахӗсенче ҫав чӑн малтанхи — аннене, амана пӗтӗмлетсе тӑракан карчӑк (е хӗрсен) сӑнарӗ те тӗл пулать, вӑл тӗп героя инҫетре йывӑрлӑхра пулӑшакан япала-хатӗр кӳрсе ҫул кӑтартса ярать («Тӗнчери мӗнпур чечексенчен пуҫтарса тунӑ кӗпе»).

Изначальный облик Бабы-Яги и есть мать-прародительница. Со временем образ подвергся трансформации, начал приобретать отрицательные черты. Двойственность свойств старухи как раз говорит о древности этого образа. Она выступает и как противник, и как помощник. Этот персонаж (иногда это девушка), как правило, выручает героя в трудной ситуации, передав ему чудесный предмет, показывающий дорогу («Рубашка, сшитая из всех цветков мира»).

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

В.Я. Пропп пулӑ сӑнарӗ юмахсенче мӗне ӑнлантарнине тата та тарӑнрах курать.

В.Я. Пропп семантику образа рыбы в сказках рассматривает глубже.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Шур сухаллӑ старик сӑнарӗ I ӗмӗрӗн ҫурринче Китайра хайланӑ сказанисен ярӑмӗнчи персонажа та ҫывӑх.

Подобный седобородому старику персонаж присутствует в цикле сюжетов, созданных в Китае в середине I века.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Н.И. Егоров шухӑшӗпе, юмахри старик сӑнарӗ ӑрулӑх тапхӑрӗнчи ҫемье пуҫне калӑпласа тӑрать:

По мнению Н.И. Егорова, в данном образе могло получить воплощение представление о старейшине рода.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

«Ваҫҫилипа Иван» текстра «шыв хӗрринче ҫунакан вут тавра ҫаврӑнса выртнӑ шур сухаллӑ старик» сӑнарӗ питех те хӑйне май.

В сказке «Василий и Иван» весьма оригинален образ белобородого старичка, свернувшегося у костра на берегу реки.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Юмахсенче тата паттӑра ӑс паракан старик сӑнарӗ те тӗл пулать, вӑл яланах ырӑ енчен палӑрать.

В сказках есть и противоположный Чиге-старику герой — добрый старик, помощник, наставник, делящийся полезной информацией.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чӑннипех те, Чике старик сӑнарӗ ӑрулӑх тапхӑрӗнче йӑхсем пӗр-пӗринпе хирӗҫсеҫапӑҫса пурӑннӑ тапхӑртанах упранса ҫитнӗ-тӗр пирӗн пата.

Чиге-старик действительно мог сохраниться с тех давних времен, когда родоплеменные отношения только складывались и имели место распри и вражда между родами.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

А.К. Салмин шухӑшӗпе, Чике старик сӑнарӗ хӗрсене вӑрласа каякан ҫӗлене те, ҫав вӑхӑтрах пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ авалхи несӗле те калӑпласа тӑрать.

Как полагает А. Салмин, образ Чигестарика совмещает в себе черты и змея-похитителя, и предводителя родаплемени.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чике старик хур сухал (ытти тӗрӗк халӑхӗсен юмахӗсенче: иргаил, гифрит, ифрит т. ыт. те) сӑнарӗ вырӑс юмахӗсенчи «мужичок с ноготок, борода с локоток» текен героя ҫывӑх илтӗнет.

Образ Чиге-старика (Чике старик хур сухал, букв.: «старик в локоть, а борода в два локтя»; в сказках других тюркских народов: иргаил, гифрит, ифрит и др. ) близок в русских сказках к герою «мужичок с ноготок, а борода с локоток».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Кӗпер ҫинче пулса иртекен ҫапӑҫу вӑл тӗрӗссипе — икӗ ӑру ҫӗрӗ чиккинче пулса иртекен ҫапӑҫу, ҫӗлен сӑнарӗ вара ют йӑха-ӑрӑва, унӑн вӑйне калӑпласа тӑрать.

Мост в подобных сюжетах заключает в себе идею взаимодействия двух миров, а в змее воплощена воинственность и враждебность чужого рода-племени.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех