Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сасса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лав ҫине ҫыхса пӑрахнӑ ҫын, ку сасса илтсессӗн, ялт!

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Аван-и, Алюн? — илтех кайрӗ вӑл сасартӑк палланӑ сасса.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Иккӗмӗш сасса та Укапи палланӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑр кӗтӗвӗн пуҫлӑхӗ, ҫак сасса ҫеҫ кӗтнӗн, йывӑррӑн ури ҫине ҫӗкленчӗ, уласа ячӗ те…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашкӑр амисенчен пӗри, кӗтӳ пуҫлӑхӗнчен сылтӑмарах пыраканни, ҫак сасса илтсе, ачасем еннелле ҫаврӑнчӗ те шухӑша кайнӑн вӗсем ҫинелле пӑха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Йывӑррӑн ахлатнӑ сасса илтсе, Янеев хытӑ аманнӑ юлташӗ патне васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл чупнӑ сасса илтсе темле кайӑк, хӑй йӑвинчен вӗҫсе тухса, ун сӑмси умӗнченех пӑрр! туса вӗҫсе иртет.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сасса хӑй шӳтлени килӗшрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

— Левой, Танечка, левой, — терӗ асли «е» сасса тӑсса.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӑвара хупас пулать те «н» сасса икӗ хут калас пулать.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ман сасса илтсе Шурик чупса килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Мӗншӗнни те паллӑ ӗнтӗ: уйрӑлнӑ самантсенче ҫепӗҫрех сӑмах тупаймасӑр, чӗлхене шуйттан салтса янине пула, унпа сасса хӑпартса, кӑнттамрах калаҫни те пулкаларӗ ҫав.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫак сасса илтсе, Павӑл самант уҫӑлса кайрӗ — «вӑрӑмтунана» куҫ хупӑмрах хӑй ҫине ҫемҫен туртса ҫупӑрласа илчӗ те, чуптуса «наказани» парасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Сасса ҫухатма, татӑлса юлма юрамасть!» — пуля хӑвӑртлӑхне пама пикенчӗ Пурис хӑйне шалтан.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак тата чарӑнса тӑчӗ: «качтаки» куҫӑмне палӑртакан сасса хӑлхине чанк тӑратсах тӑна хывасшӑн пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

…Ҫак вӑхӑтра Ула Тимӗр, аллинче ҫунакан зажигалкине тытса, инҫех те мар хӑйне тепӗр арҫын сӑнаса пӑшт пулса тӑнине сисмесӗр, чӗрине элексир пек сип кӳрекен «охо-хо-хо» сасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑчӗ, хӑй те «эхе-хелесе» илчӗ, сӑмахпа та чӗнсе пӑхрӗ — хирӗҫ чӗв те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасса тӳрех, пӗр вӑхӑтламасӑр хуравласшӑнччӗ, анчах пур-ҫук вӑй-халне кӑкӑрне капланса хӑпарнӑ ни ҫынла мар, ни тискер кайӑкла мар палламан савӑнӑҫ хумӗ хупласа хучӗ, ҫавна пула вӑл урӑх ниме те тимлемерӗ, нимӗнле шухӑш та сӳтсе аппаланмарӗ — хыпалансах ҫул урлӑ талкӑшса каҫрӗ те вӑрман сӗмлӗхнелле, ҫын сасси илтӗннӗ еннелле, ҫамрӑк выҫӑ кашкӑр пек тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр утма чарӑнчӗ те, йывӑррӑн ҫаврӑнса, хӑйӑклатсах сывлакаласа, хӑйне шалтан пуҫтаркаласа, сасса мӗнпур тимӗпе тӑнласа итлерӗ, анчах ӑна хуравламарӗ: сасӑ хӑйне ӗнентерсе тепӗр хут палӑртасса кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Чи малтанах Люба ҫухӑрса янӑ сасса илтрӗ йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сасса илтсе, стройкӑри ик-виҫӗ хӗр тата Ваня чӗпӗсен ҫуртне чупса ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех