Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пултаратӑн (тĕпĕ: пултар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле ӗҫ тума пултаратӑн эсӗ?

Куҫарса пулӑш

IV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пултаратӑн, Васса.

Куҫарса пулӑш

III сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Калавна юсама тытӑнсан, эс ӑна йӑлт пӑсса пӑрахма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ху пымасан та пултаратӑн, — терӗ хӗр.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Пултаратӑн та-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

— Эс, Тихӑн, ҫынна туясӑрах тӗнче хӗррине ҫити хӑваласа яма пултаратӑн, — кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑн мӑкӑртатса илчӗ Пруткин.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эсӗ ман куҫӑм умне сӗм аваллӑха кӑларса тӑрататӑн, эсӗ пулас ӗмӗрсене ҫывхартатӑн, этем ӗмӗр тӑршшӗнче курни-илтнине ик-виҫ сехетре кӑтартма пултаратӑн

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ман алӑра укҫа парса туянмасӑрах темиҫе машина, ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кайма пултаратӑн», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫав виҫҫӗр тенкӗпе ачасене канихвет илсе парса савӑнтарма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

Пахалӑхлӑ вӑрлӑхпа ӗҫлени вара уйрӑмах вырӑнлӑ, пӗрре — пысӑк тухӑҫ илетӗн, тепре — тӑкаксен 80 процентне патшалӑх шучӗпе саплаштарма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

«Пирӗн ялта ҫак кунсенче радиора ӗҫлекен ҫамрӑк журналист пулчӗ. Кермӑн хуйхи-суйхине магнитофон ҫине ҫырса илчӗ. Лешӗ хӑйне валли ҫӗр илесшӗн… Эс халь ху институтра пӗрле вӗреннӗ мӑн пуҫлӑх патне Кермӑн пирки калаҫма каймасан та пултаратӑн», — терӗ те Сулагаев лифт кабинине кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов: «Ку пысӑк ыйту. Васкамӑпӑр. Капла эс ӗҫрен те юлма пултаратӑн», — текелесе хӗрарӑм ытамӗнчен аранаран хӑтӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑш-пӗр вырӑнсем хӑйне ҫав тери килӗшрӗҫ те, хутран-ситрен: «Ай, маттур-ҫке эс, Микихвер, ай, маттур-ҫке — пӑх-халӗ, еплерех ҫырма пултаратӑн!» — тесе йӑл-йӑл кулкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Чи телейлӗ вӑхӑт — паянхи кун, мӗншӗн тесен эсӗ паян ыранхи ҫинчен чи уҫӑмлӑн шухӑшлама пултаратӑн», — терӗм эпӗ хам ӑшӑмра, ҫав вӑхӑтрах юлташа та, ун кӑмӑл-туйӑмне те ӑнлантӑм…

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Анчах хӑвна пӗрре те унран аялта тесе ан шутла, мӗншӗн тесен вӑхӑт иртнӗ май эсӗ унран ҫӳллӗрех пусӑмра тӑма та пултаратӑн…»

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ху умӑнти йывӑрлӑха мӗнле ирттересси ҫинчен малтанах уҫҫӑн палӑртса хума пултаратӑн пулсан, йывӑрлӑхне ирттерсе яма та вара сана ҫӑмӑлрах пулать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

— Кам ҫине шутлама пултаратӑн? — тесе ыйтатӑп ҫакӑнтан.

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӗсем пассажиршӑн питех те меллӗ: рычак пеккине ҫавӑрса кресло хыҫне тайӑлтаратӑн та пуҫа ун ҫине хурса вырӑн ҫинчи пекех канлӗн ҫывӑрма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

— Шупашкара куҫса килес пулсан эс унта сумлӑ ӗҫех вырнаҫма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех