Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Масар сăмах пирĕн базăра пур.
Масар (тĕпĕ: масар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле таврӑнсан пурте пушмакӗсене, масар тӑпри киле ан кӗтӗр тесе, тӗплӗн тасатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Масар ҫинчен тухнӑ чухне ҫавӑн пекех ҫаврӑнса пӑхма юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та масар ҫине ҫитиччен кӑшт юлсан тепре чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Масар ҫине кайма тухнӑ ушкӑна ҫур яла яхӑн ҫын хутшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Авалтан чӑвашсем масар ҫинче хӗрес мар — юпа лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ванюкӑн тӑван ялӗнче те, Мижерте, ун пек масар пулнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ваҫкаҫырминчи масар ҫинче сахал мар ӗҫ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтлӑ вырӑнта пурӑнма та лайӑх // Н.МИДАКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1108- ... -ta-laj-kh

Пурнӑҫра, чӑнах та, ниепле ӗненмелле мар ӗҫсем пулса иртнӗ: салтаксем хӑйсен амӑшӗсемпе ашшӗсене шыраса тупма масар шӑтӑкӗсенчен тухса тӑнӑ, ашшӗсем вара, хӑйсем вилнине куҫ кӗрет курнисем каласа кӑтартнисене сирсе ярса, шурлӑх шывӗпе тулнӑ фугас шӑтӑкӗсенчен, лачакасенчен, ҫуртсен ишӗлчӗкӗсем айӗнчен, вут-ҫулӑмпа ҫунса кӗлленнӗ, снарядсен осколкӗсемпе сухаласа пӗтернӗ ҫӗр айӗнчен, ҫӗрелле пусӑрӑнса анакан тар тӗтӗмӗ ӑшӗнчен тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Акӑ лаша масар ҫырми те ҫывӑхра.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Капсулӑна Асхва ялӗнчи масар ҫинче вырнаҫтарма Василий Павловичӑн ҫывӑх тӑванӗсене Светлана Шишкинӑпа унӑн ывӑлне Антона ирӗк панӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/09/08/%d0%bf%d0% ... %d0%b0cce/

Тӑван вырӑнсенчен аякра пурӑнакансен масар ҫине килме, тӑванӗсен вил тӑприсем умӗнче пуҫ тайма май пултӑр текен шухӑш ялан пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Зилаир районӗнчи Васильевка ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ масар ҫумӗнче часавай «ӳссе ларнӑ».

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Малтан Кӑтаймасра масар картисене ҫӗнетрӗмӗр, каярах курӑк ҫулакан агрегатлӑ трактор туянтӑмӑр, шкулти чӳречесен пӗр пайне улӑштартӑмӑр, кӑҫал та конкурсра ҫӗнтернӗ май ҫак ӗҫе пурнӑҫлама палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑтаймассен алли ҫӑмӑл пулчӗ» // Юрий МИХАЙЛОВ. https://ursassi.ru/articles/t-van-k-tes/ ... ch-3412044

Ял ҫыннисем масар ҫинчи вилтӑприсене тасатма ҫулсеренех хутшӑннипе пӗрлех унта пыракан ҫула юсама, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрма, кӗнӗ ҫӗре брусчатка сарма, пӳрте тимӗр кӑмака лартма та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗпе те усӑ курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫавӑн чухне асламӑшӗ ҫӑлса хӑварман пулсассӑн ҫӗрмеллеччӗ масар ҫинче Кирилӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Матӗрне те, мур, масар ҫулне маннӑ катан карчӑк, аллине йӑлтах аймакласа янӑ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халӗ масар ҫине пырса кӗме кӑмӑллӑ, унта тирпейлӗх хуҫаланать.

Куҫарса пулӑш

Масарсене тирпейлерӗҫ // Галина Новикова. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bc%d0%b ... %97%d2%ab/

Аслӑ Таяпа ялӗнчи Школьная урамран пуҫласа масар патне ҫитичченех ҫула юсама (проект хакӗ — 1117320 тенкӗ) ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Шуршу ялӗнче масар ҫинче пӗчӗк пӳрт лартма 599880 тенкӗ тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Ҫавӑн пекех Шуршу ялӗнче масар ҫинчи картасене юсама 281465 тенкӗ расхутланӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех