Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗнеке сăмах пирĕн базăра пур.
Кӗнеке (тĕпĕ: кӗнеке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫич-сакӑр ҫулхи арҫын ача кӗнеке патнелле кармашать-кармашать, анчах алли ҫитеймест, кӗнекене илеймест.

Куҫарса пулӑш

Тавҫӑрулӑх // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 35–36 с.

Кӗнеке Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.

Книга вышла в Чувашском книжном издательстве.

«Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем» кӗнекене хӑтлӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36780.html

Вара вӑл, хӑйӗн совеҫӗпе канашласа илес вырӑнне, кашнинчех «святцы» текен кӗнекене пӑхсан, ҫав кӗнеке вӗрентнӗ пек ҫеҫ туса пырсан, юлашкинчен чунсӑр чул юпа кӑна пулса тӑрать те, хӑйне те, ҫынсене те сиен кӳрет ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Литературӑра 10-12 ҫул ӗҫлесех хӗрӳ чӗреллӗ сӑвӑҫ чӑваш халӑх кӑмӑлне тивӗҫтерекен нумай кӗнеке кӑларма ӗлкӗрнӗ: «Павлик Морозов» (1934), «Ҫуркунне» (сӑвӑсемпе позмӑсем, 1937), «Ҫӗнӗ сӑвӑсем» (1938), «Телей ҫулӗ» (сӑвӑлла юмах, 1938), «Пирӗн телей» (сӑвӑ-юрӑ, 1939), «Ӑшӑ ҫил» (сӑвӑсем, 1939), «Лирика» (сӑвӑсем, 1939), «Сӑвӑ кӗнеки» (1940) т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

Ачасем, ман кӗнеке те ман кӗнеке тесе чӗрре кӗрсе хирӗлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Петӗр сисрӗ, мана пӗр тӑваткал кӗнеке тыттарчӗ те: — Юнашарах холл пур. Ҫавӑнта кӑшт кӗтсе лар-ха, эп пӗр-ик минутран тухӑп. Ман юлашки кӗнекене пӑхкала, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова пӗлтернӗ тӑрӑх, маларах авторӑн «Хамӑркка» (2011), «Чӑваш» (2013), «Его звали Чуваш» (2015), «Курак тӑманӗ» (2016), «Мӑшӑр ҫунат» (2019), «Хутлӑ-хутлӑ хут кермен. Волшебный дворец» (2021), «Ҫураҫми кӳршӗсем. Недружные соседи» (2023) кӗнекисем кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Галина Антонован черетлӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35741.html

Чӑваш кӗнеке издательствинче Галина Матвееван (Антонован) «Ҫил ҫинчи турат» кӗнеки пичетленсе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Галина Антонован черетлӗ кӗнеки пичетленсе тухнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35741.html

Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем хӑйсен ӗҫӗсенче тӗрлӗ авторсен кӗнекисемпе усӑ курнӑ пулсан (вӗсен истори тӗлӗшӗпе хӑйсен шухӑшӗсем пулнӑ), халӗ вара пӗрлӗхлӗ патшалӑх учебникӗ статуса тивӗҫнӗ пӗрремӗш кӗнеке кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сентябрь уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Пушкӑртстан шкулӗсенче мӗн улшӑнӗ? // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/v-ren/2023-0 ... -n-3389073

Кӗнекесене инспектор памасть, а кӗнеке параканӗ велосипед ҫинчен анмасӑрах киле кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Велосипед // Сӳпенкке Илли. «Капкӑн», 1934. — 8№ — 3 с.

Кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Ҫав пур ӗҫсене тунӑ хушӑрах, 1930 ҫултан пуҫласа шутласан, 52 кӗнеке ҫырса кӑларнӑ, вӗсенчен саккӑрӑшӗ — кулӑшла калавсемпе фельетонсен кӗнекисем.

Куҫарса пулӑш

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Алла кӗнеке тытнӑ та эпӗ, Энтри калаҫнине хӑлхана та чикмен пек пуҫа кӗнеке тӗлне усса, хускалмасӑр ларатӑп.

Куҫарса пулӑш

XXII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Темиҫе ҫул каялла Чӑваш кӗнеке издательстви ҫӳлерех асӑннӑ аса илӳ кӗнекине «Ростки жизни» ятпа вырӑсла пичетлесе кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Вӑл тӑрӑшнипех 1963 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче Кӗҫтук Кольцовӑн «Сӑвӑсем» кӗнеки кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Кайӑк юрлани ҫинчен ҫырни редакторсене те килӗшет, ҫавна май Мерчен Мишши чиперех пурӑнать, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке кӑларать.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тата акӑ мӗн каламалла: Сулагаевӑн техникумпа институтра вӗренсе тата кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке вуласа кулленхи пурнӑҫа сӑнаса пухнӑ пӗлӗвӗсӗр пуҫне урӑххи те пур.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Манӑн ун чухне пӗр пӗчӗк кӗнеке — калавсен кӗнеки хатӗрлемеллеччӗ, ҫавӑнпа эпӗ мӗн-пур пушӑ вӑхӑта ҫырса ирттертӗм.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

1964 ҫулта кӗнеке издательстви, вӗсен чи лайӑх сӑввисене пухса, «Ҫеҫпӗл ҫеҫкисем» ятлӑ кӗнеке кӑларать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Чӑваш кӗнеке издательстви 1964 ҫулта ҫавӑн пек произведенисенчен чи лайӑххисене суйласа илсе уйрӑм кӗнеке кӑларма палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех