Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Григорипе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шахтерӑн чӗререн шӑранса тухакан хӗрӳ сӑмахӗсене кӑшт итленипех Григорипе ытти казаксем ют ҫын шухӑшӗсен хӑватлӑ вӑйне туйса илчӗҫ.

С первых же слов горячей, прожженной страстью речи шахтера Григорий и остальные почувствовали силу чужого убеждения.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорипе Подтелков шӑпӑрт шарламасӑр алӑ тытрӗҫ.

Григорий и Подтелков молча пожали друг другу руки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Изварин кашни хутрах Григорипе чылайччен калаҫрӗ.

Изварин подолгу беседовал с Григорием.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл пӗрех май Григорипе пӗрле, пӗр ҫӗр пӳртре пурӑнчӗ, ӑна вӑйлӑ тискер кайӑк хӑйнешкел тепӗр вӑйлӑ тискер кайӑка хисепленӗ пек хисеплерӗ.

Он жил все время в одной землянке с Григорием, относился к нему с тем уважением, какое сильный зверь испытывает к столь же сильному.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорипе юнашар выртакан салтак пурин ҫине те тарӑхнӑ.

Сосед Григория был недоволен всем.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Темиҫе кун хушшинче вӑл никамран ытларах Григорипе ҫывӑх юлташланчӗ.

За несколько дней он особенно близко сошелся с Григорием.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорипе юнашар Михаил Кошевой махорка тӗтӗмне ҫӑтлӑхланса ҫӑта-ҫӑта мӑкӑрлантарать.

Рядом с Григорием жадно напивался махорочным дымом Мишка Кошевой.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорипе Чубатый пӗр пӳрте лекрӗҫ.

Григорий стоял с Чубатым в одной халупе.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсенчен пӗри, Казанская станица казакӗ Алексей Урюпин Григорипе пӗр взвода лекрӗ.

Один из них, казак станицы Казанской, Алексей Урюпин попал в один взвод с Григорием.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорипе танлашрӗ.

Поравнялся с Григорием.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Прохор Зыков, питҫӑмартийӗ ҫине таканлӑ ут чӗрни йӗрӗ шӑрланса юлнӑскер, халӗ кӑна лазаретран таврӑннӑ та, ун тути хӗррисем ҫинчи асаппа сехӗрленӳ ҫаплах иртсе каяйман-ха, йӑваш куҫӗсене те ӗлӗкхинчен тӑтӑшрах мӑчлаттарса уҫса хупать вӑл; Егорка Жарков кашни тӗл килмессеренех ирсӗр намӑс сӑмахсем вылятать, ӗлӗкхинчен ытларах путсӗрленет тата тӗнчере мӗн пура-ҫука пӗтӗмпех ылханать; Григорипе пӗр хутортан килнӗ Емельян Грошев, яланах ӗҫлӗ те тимлӗ, ҫӑмӑлттай мар казак, пӗтӗмпех темле пӗкӗрӗлсе кӗчӗ, хуралса кайрӗ, ухмахла ахӑлтатса кулакан пулчӗ, кулли хӑйӗн темле ӗненчӗксӗррӗн, чӑртмахла тухать.

Прохор Зыков, только что вернувшийся из лазарета, с рубцеватым следом кованого копыта на щеке, еще таил в углах губ боль и недоумение, чаще моргал ласковыми телячьими глазами; Егорка Жарков при всяком случае ругался тяжкими непристойными ругательствами, похабничал больше, чем раньше, и клял все на свете; однохуторянин Григория Емельян Грошев, серьезный и деловитый казак, весь как-то обуглился, почернел, нелепо похахакивал, смех его был непроизволен, угрюм.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Пӑхӑр-ха, ачасем, ав ҫавӑ чӑсланка, арлан шӑтӑкӗ тупнӑ йытӑ пекех чакаланать, — терӗ Григорипе юнашар тӑракан йӗкӗт, пӳрнипе округри ҫар приставӗ ҫине тӗллесе кӑтартса.

— Гля, ребята, вон энтот длинный, — говорил парень, стоявший рядом с Григорием, указывая пальцем на окружного военного пристава, — копает, как кобель хориную норю.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл Григорипе сывпуллашрӗ те, Аксинья ҫине малтанхи пекех куҫ айӗн пӑхса, алӑк патне утрӗ.

Он простился с Григорием и, так же обходя взглядом Аксинью, пошел к двери.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл, сӑмсине туртса илсе, Григорипе юнашар лӑпчӑнчӗ те, кашкӑр хырӑмӗнчен шӑлӗсемпе уртӑннӑ йытта мӑйӗнчен туртса уйӑрчӗ, кашкӑра алӑ вӗҫҫӗнех кайрипе малти уринчен тӑллантарса тытрӗ.

Он, сопя, прилег рядом с Григорием и, оттягивая кожу на шее вгрызавшегося в волчье брюхо кобеля, пятерней стреножил волка.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Именире дворовӑй ҫынсенчен, Вениаминсӑр пуҫне, кухарка Лукерья, хавшаса ҫитнӗ конюх Сашка, кӗтӳҫӗ Тихӑн тата ҫӗнӗрен кучера килсе кӗрешнӗ Григорипе Аксинья пурӑнаҫҫӗ.

В имении из дворни, кроме Вениамина, жили: кухарка Лукерья, одряхлевший конюх Сашка, пастух Тихон, поступивший на должность кучера Григорий и Аксинья.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорипе арӑмӗ акана пукравччен виҫӗ кун малтан тухса кайрӗҫ.

Григорий с женой выехали пахать за три дня до Покрова.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорипе Наталья, хӑйсем ҫине пиҫӗ хӑмлапа тулӑ кӗрпи сапнӑ хыҫҫӑн, пиллӗх илме пырса тӑчӗҫ.

Григорий с Натальей подошли под благословенье, засыпанные винным хмелем и зернами пшеницы.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро Григорипе юнашар ларса пырать.

Петро сидел рядом с Григорием.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен, кухньӑра кӑмака ани ҫывӑхне ларса тулнӑ шӑнасем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе тӗлӗрсе кайнӑ чух, Аксинья, тутисене чӗтретсе, вырӑн сарма тытӑнсанах, Степан, унӑн ҫӑварне хура та кӑштӑрка аллаппийӗпе хупласа, ӑна кӳпкеме тытӑнать, намӑсне мӗнне пӗлмесӗр Григорипе мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗтӗмпе калаттарать.

По ночам, когда в кухне над камельком засыпало мушиное стадо и Аксинья, дрожа губами, стлала постель, бил ее Степан, зажимая рот черной шершавой ладонью, выспрашивал бесстыдно подробности о связи с Гришкой.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эхер те мехер салтак арӑмӗ патне — Аксинья патне — Григорий ҫынсенчен пытарма тӑрӑшнӑ пек туса ҫӳрес пулсан, Аксинья Григорипе вӑрттӑнтарах, ыттисене те хӑйӗнчен тӗртсе ямасӑр, пурӑнас пулсан, — кунта нимӗн ытлашши куҫа ҫисе тӑраканни пулман пулӗччӗ.

Если б Григорий ходил к жалмерке Аксинье, делая вид, что скрывается от людей, если б жалмерка Аксинья жила с Григорием, блюдя это в относительной тайне, и в то же время не чуралась бы других, то в этом не было бы ничего необычного, хлещущего по глазам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех