Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Гелли (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ну… ку инкек-и вара! — Гелли кулса ячӗ.

— Ну, что за беда! — Гелли засмеялась.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Трумвик, парӑр мана кӗсменсене, канӑр… — терӗ Гелли.

— Передайте мне весла, Трумвик, вы отдохнете.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӗсем кимме ларчӗҫ; каллех шыв шавлама пуҫларӗ, пӗр сехете яхӑн калаҫмасӑр ишрӗҫ; унтан Гелли Нок ҫине-ҫинех, хӑрӑлтатса сывланине илтрӗ (хирӗҫле авӑк ҫил вӗрнипе шыв пӑлханать).

Они сели в лодку; снова зашумела вода; около часа они плыли не разговаривая; затем, слыша, как Нок часто и хрипло дышит (подул порывистый встречный ветер, и вода взволновалась), Гелли сказала:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Каҫарсамӑр, эпӗ сире вӑратрӑм, — терӗ Гелли, — пирӗн хускалма вӑхӑт.

— Простите, я разбудила вас, — сказала Гелли, — нам пора ехать.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Паллах, ҫывӑрӑр, — терӗ Гелли, — хӗвел ҫӳлте-ха.

— Да, засните, — сказала Гелли, — солнце высоко.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Нок шӑтарасла пӑхнипе Гелли куҫӗсене тартрӗ.

Нок смотрел на нее так пристально, что Гелли опустила глаза.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Эпӗ те шеллетӗп, — васкавлӑн хушса хучӗ Гелли.

И мне жалко, — поспешно прибавила Гелии.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Вӑл халӗ те унта-и? — ирӗксӗртен пек ыйтрӗ Гелли.

— Он и теперь там? — принужденно спросила Гелли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Анчах Гелли сӑмах мӗн ҫинчен пынине ӑнкарса илеймерӗ пулас.

Но Гелли, казалось, не сообразила в чем дело.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

«Тӑватӑ ҫул каялла вилсе выртман тӑк эпӗ сире хамӑн аннепе паллаштараттӑм», — Гелли чутах ҫапла каласа хуратчӗ, анчах чӗлхине ҫыртса ӗлкӗрчӗ; хӑйӗншӗн хаклӑ ҫын сӑнарне «амапа» танлаштарнӑ вӗчӗллӗ ярлӑкран ҫӑлса хӑварнӑшӑн ӑраскалне тав турӗ.

Гелли прикусила язык, она чуть было не сказала: «я познакомила бы вас с мамой, не умри она четыре года назад», и теперь благодарила судьбу, что злобный ярлык «самок» миновал дорогой образ.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Шекспирӑн, чӑн та, Макбет леди пур, — хирӗҫлерӗ Гелли, — анчах, ҫавӑн пекех, Офелипе Юлия та…

— У Шекспира есть, правда, леди Макбет, — возразила она, — но есть также Юлия и Офелия…

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Вӑл, Гелли, хӑйӗн кӑмӑлне хирӗҫлесех ҫӗлен, ехидна, тӗнче усалӗн ҫӑл куҫӗ те йӑтавҫи пулса тӑрать.

Она, Гелли, против воли сделается змеей, ехидной, носительницей мирового зла.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Гелли эрленсе ассӑн сывларӗ.

Гелли вздохнула.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Эсир, Гелли, — терӗ Нок, — хальлӗхе ҫамрӑк, анчах сирӗнте хӗрарӑм вӑрансассӑн вӑл сирӗн ӑратри ытти кӗрен ҫӑтӑхсенчен, арҫыннӑн пуҫ мимипе юнне, чӗрине ӗмсе пӗтерекенсенчен тата ӑна тӑтӑшах усал, тискер ӗҫ тума хистекенсенчен нимӗнпе те лайӑхрах пулмӗ.

— Вы, Гелли, — сказал он, — еще молоды, но когда в вас проснется женщина, она будет ничем не лучше остальных розовых хищников вашей породы, высасывающих мозг, кровь, сердце мужчины и часто доводящих его до преступления.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Ҫакна Гелли лайӑх пӗлсе тӑрать, мӗншӗн тесен сӑпӑлӑхпа тиркевлӗх унра чӗптӗм чухлӗ те ҫук.

Это Гелли хорошо знала, потому просто, что эти черты отсутствовали в ее характере.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Гелли пуҫне айккинелле пӑрчӗ, хӑй вӑтаннине ӑнлантармашкӑн уҫӑмлӑ хурав шырарӗ.

Гелли отвернулась, смотря в сторону, ища понятного объяснения своему смущению.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Кун пирки эпӗ калаҫмастӑп та, — янӑравлӑн хуравларӗ Гелли, — эпӗ кунашкал япаласене хак параймастӑп.

— Об этом я говорить не буду, — звонко сказала Гелли, — я не судья в этом.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Эсир, ахӑртнех, хальлӗхе хӗр, — хумханнӑран ҫак самантра Гелли хӗремесленсех кайрӗ, — апла пулин те, — Нок кӑштах чӗнмесӗр тӑрсан малалла тӑсрӗ, — эпӗ сире… арлӑх вӑйӗ… мӗне пӗлтернине ӑнлантарса параятӑп.

— Хоть вы, по-видимому, еще девушка, — Гелли побагровела от волнения, — я могу вам сказать, — продолжал, помолчав, Нок, — что… значит… половая стихия.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Итлӗр-ха, Трумвик! — Нок ун йышши, Гелли йышши, ҫынсен чӗлхипе калаҫма пикеннине кура хӗр хӑй те малтанхинчен ҫӑмӑллӑнрах та ирӗклӗнрех пуплерӗ.

Послушайте, Трумвик! — Нок заговорил языком людей ее круга, и она сама стала выражаться более легко и свободно, чем до этой минуты.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Хӗрарӑмсем? — кӑштах аптӑраса, анчах лӑпланса пырса ыйтрӗ Гелли.

— Женщины? — несколько оторопев, но успокаиваясь, спросила Гелли.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех