Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аран-аран вӑтам пӗлӳ илсе, вӑл, тӑванӗсем ӳкӗтленӗ пулин те, института е колледжа вӗренме кӗмен, вӑйӑ бизнесӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
Аслӑ шкулта Тадзири вӗренме пӑрахнӑ тесен те йӑнӑш мар.
Сатоси Тадзири // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... 1%80%D0%B8
1953 ҫулта вӑл Америкӑри Сара Лоуренс колледжне вӗренме кӗнӗ, унта вӑл малашнехи ҫулсенче, опера юрӑҫи пулма ӗметленсе, литературӑпа мусӑка вӗреннӗ.
Йоко Оно // Макар Силиванов. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%99%D0%BE%D ... 0%BD%D0%BE
1919 ҫулта Альберт принц Тринити-колледжа вӗренме кӗнӗ.
VI Георг // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/VI_%D0%93%D0%B ... 1%80%D0%B3
Нина Ивановна Лидӑна тахҫанах хӗрхеннӗччӗ: «Хӑвӑнтан вуникӗ ҫул аслӑрах ҫынна качча тухрӑн та вӗренме те, ҫынсем хушшинче пулма та, тантӑшусемпе курнӑҫма та пӑрахрӑн», — тенӗччӗ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
— Хӑвӑнтан вуникӗ ҫул аслӑрах ҫынна качча тухрӑн та вӗренме те, ҫынсем хушшинче пулма та, тантӑшусемпе курнӑҫма та пӑрахрӑн.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Лида пединститутра вӗреннӗ, анчах, качча тухсан мана учитель ӗҫӗ кӑмӑла каймасть тесе, вӗренме пӑрахнӑ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Куратӑр ӗнтӗ, вырӑсла вӗренме майсем пулнӑ манӑн…
Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.
Ун хыҫҫӑн эпӗ, вунсаккӑрта тесе суйса, сестрасен курсне вӗренме кӗтӗм, тепӗр виҫӗ уйӑхран фронта тухса кайрӑм, тата виҫӗ ҫултан, — ҫирӗммӗш ҫулне ӗнтӗ, Петрограда таврӑнтӑм.
Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.
Ыттисем ҫамрӑксене халлӗхе лайӑхрах вӗренме тӑрӑшмаллине, ҫырусем ҫырма вӑтам шкул хыҫҫӑн та ӗлкӗрме май пуррине кӑна асӑрхаттарчӗҫ.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Кайран ӑна Атӑл хӑйӗн хитре ҫыранӗ ҫинчи хӗвеллӗ хулана — Сӗнтӗрвӑррине вӗренме янӑ.
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Зина урӑх вӗренме пултарайман — тепӗр кунне вӑрҫа ӑсаннӑ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Унӑн ӗҫлеме те, вӗренме те, канма та, юратма та, ӗмӗтленме те вӑхӑт пур.
Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Пире партипе Аслӑ Ленин нумай вӗренме хушнӑ, пирӗн халӑх ҫавӑнпа пысӑк ӑслӑ-тӑнлӑ.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Манӑн слон шӑммисем ҫукчӗ; ҫавӑнпа эпӗ йывӑҫ ҫине ӳкерме вӗренме пуҫларӑм.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Светлана текех правленине кайман, вӑл института вӗренме кӗме экзаменсене хатӗрленме пуҫланӑ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Унӑн тантӑшӗсем телейлӗ пулнӑ, тӗрлӗ ҫӗре ӗҫлеме е вӗренме кайнӑ, каҫсерен шавлӑ вӑйӑсене тухнӑ, юрланӑ, юратнӑ…
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Ҫак кӗске сӑмахсен пӗлтерӗшне пӗтӗм чӗрепе ӑнланӑр, вӑл учитель пӑхмасӑр вӗренме парса янӑ пӗчӗк сӑвӑ кӑна мар.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Уншӑн вӑл чӑннипех хавасланчӗ пулмалла; пур ӗҫе те пысӑк сестрасем пекех тума, хусканӑвӗсемпе уттине те вӗсенчен вӗренме тӑрӑшрӗ…
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.
Хӗрӗх саккӑрмӗшӗнче Мускаври инженерсен институтне вӗренме кӗтӗм.
II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.