Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ашшӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑмлӑхӗ, ман шутпа, ҫавӑ ҫеҫ: аллӑ урлӑ каҫнӑ ашшӗн, Тихон Евдокимовичӑн, пичӗ-куҫӗ шыҫмаклана пуҫлана, ӑна шатра шӑтарса пӗтернӗ, кунсӑр пуҫне ашшӗн ҫӳҫӗ тӗксӗмрех, куҫ харшийӗсем аплах ҫуталса тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тин ҫеҫ ҫуралнӑ ача нӑйкӑшни, телейлӗ ашшӗн кулли, савӑнӑҫлӑ амӑшӗн калаҫӑвӗ, хавхалануллӑ тӑванӗсен саламӗ – сыватмӑшра темччен илтӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпӗ Чӑваш Енре ҫуралнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=UVgrbNjD1cc

Ашшӗн шухӑшӗ Таранова килӗшмерӗ:

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ара, ашшӗн сехет маларах чунӗ тухнӑ иккен, ӑна сак ҫине меллӗн вырнаҫтарса хума та ӗлкӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн нумаях та вӑхӑт иртмерӗ — Таранов «Хӑрнӑ улмуҫҫисем» повесть ҫырса пӗтерчӗ, унта вӑл ашшӗн пурнӑҫне, унӑн хуйхи-суйхине тӗпе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранов ҫамрӑкрах чух ҫивӗччӗ, хастарччӗ, ҫавӑнпа та ашшӗн сӑмахӗ унӑн хавхаланӑвне ним чухлӗ те сӳрӗклетмерӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Таранова ашшӗн шухӑшӗ килӗшмерӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Георгий ашшӗн хаярлӑхне чылай куркаланӑ, анчах паянхи пеккине — пӗрремӗш хут курать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ку ашшӗне пушшех те уртарса ячӗ, ывӑлӗн лӑпкӑлӑхӗ ашшӗн лӑпкӑлӑхне пӗтерсе лартма ҫеҫ пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ашшӗн пичӗ кӗренлене пуҫларӗ, куҫӗсем, хаярланнӑ вӑкӑр куҫӗсем евӗрлӗ, юнпа тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ашшӗн ҫакнашкал хӑтланчӑшӗсем Георгие пушшех те кӑмӑла каймаҫҫӗ, вӑл Чӗмпӗрте пачах та ун пек улпутла пурнӑҫпа пурӑнман.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Вӑл хӗрне туя пӑсма ыйтать, анчах Чӗкеҫ Еркинее вӑйлӑ юратать те ашшӗн кӑмӑлне пурнӑҫласшӑн мар.

Куҫарса пулӑш

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ашшӗн те шухӑшӗ улшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Вара, вӑл ҫӗре кӗрес пулсассӑн, ун ачине аталӑх пӑхса ӳстерет, ашшӗн ӗҫне малалла тӑсаканӗ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑхаль ҫавӑнтах хӑй ытлашши персе янине ӑнланса илчӗ, мӗншӗн тесен ун сӑмахне илтсенех ашшӗн питне шӑнӑр туртма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗн ҫилли тӑвӑнса килнине Шӑхаль ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пӗр-икӗ утӑм каялла чакрӗ, хӑй ҫапах та шухӑшне улӑштарма килӗшменнине пӗлтернӗн, куҫне тартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла сӑмах Еркиней Илчӗ ашшӗн пехилне.

Куҫарса пулӑш

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Каяс умӗн Чӗкеҫ пӗркенчӗкне уҫса Ашшӗне тав тума аллисене ҫӗклерӗ; Йӑлтӑр ҫутӑ ярӑм ылттӑн шӑрҫа Курӑнса кайрӗ те — ашшӗн куҫӗ тӗллерӗ: Пӗр самантра кунтан аса илчӗ Урха Воевотӑ патӗнче илтнӗ сӑмаха: Майра патша валли хатӗрленӗ парне Вӑрӑ хурах аллине лекнӗ, тенине.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Авкаланса, пуҫ ҫапса, алӑ парса ҫаврӑнать, Ашшӗн тач тусӗсене тӗнче пек ыр сунать.

Куҫарса пулӑш

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Килес ҫура хӑй килсен Кнеҫ Тиньяхӑн ывӑлне Ашшӗн туслӑ кӑмӑлне Пама пулчӗ килӗшсен.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех