Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Асӑрхануллӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Асӑрхануллӑ (тĕпĕ: асӑрхануллӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та асӑрхануллӑ пулмалла — чӗрене тӑруках уҫса пама юрамасть.

Куҫарса пулӑш

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Социаллӑ сетьсенче мӗнле асӑрхануллӑ пулмалла?

Куҫарса пулӑш

Ӑс-хакӑлпа шухӑшлав виҫесӗр пулсан... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10984-s- ... s-r-pulsan

Якӑпта халлӗхе ним ҫинчен те калаҫса татӑлаймарӑмӑр-ха, эс пире патшапа воевода грамотисене ҫеҫ вуласа патӑн тесе тавӑрасшӑнччӗ, вӑл та асӑрхануллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та элчӗсене Атӑл урлӑ каҫарнӑ чух асӑрхануллӑ пулас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ха, эс ҫамрӑк пулсан та асӑрхануллӑ! — кулчӗ хан Усеин-Сеита куҫ хӗссе.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗнӗ хула тунӑ ҫӗрте асӑрхануллӑ пулмалла, Михайло Иванович.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавӑнпа кампа та пулин хутшӑннӑ чух, уйрӑмах куҫа-куҫа курман-пӗлмен ҫынсемпе, питӗ асӑрхануллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Юрату вырӑнне... парӑм // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11518-yu ... -nne-par-m

Уйрӑмах час-часах тата вӑраха каякан чирсемпе чирлекенсен, ача кӗтекен хӗрарӑмсен асӑрхануллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Грипран вӑхӑтра сыхланӑр // Е.Егорова. http://kasalen.ru/2022/09/20/%d0%b3%d1%8 ... bda%d1%80/

Ухтер чее, асӑрхануллӑ Тата, хӑвах пӗлетӗн, муллӑ.

Куҫарса пулӑш

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ак, халӗ те тупмашкӑн кирлӗ Асӑрхануллӑ, чӑн сӑмах, Анчах пит йывӑр пуҫлама: «Чечекӗм, — тет, — кӗрен чечекӗм, Ман темшӗн ҫаврӑнмасть чӗлхеҫӗм Сана яр уҫҫӑн калама».

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Романтика туйӑмӗсемпе асӑрхануллӑ пулмалла.

Необходимо осмотрительно отнестись к проявлению романтических чувств.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Асӑрхануллӑ пулмалла, уйрӑмах - юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче.

Следует быть осмотрительными и осторожными, особенно 25 октября.

43-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Водительсем ачасене ӑнлануллӑн йышӑнчӗҫ, ҫул ҫинче ҫав тери асӑрхануллӑ пуласса шантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Уйрӑмах шкул ҫывӑхӗнче иртсе кайнӑ чухне асӑрхануллӑ пулмалла тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Ан тив, творчествӑри пӗрремӗш утӑмсем хӑюсӑр та асӑрхануллӑ пулччӑр, вӑхӑт иртнӗҫемӗн, опыт пухнӑҫемӗн ҫак утӑмсем ҫирӗпленеҫҫӗ, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума, Парнас тӑвне парӑнтарма ҫунат параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑри утӑмсем сӑвӑ ҫырассинчен те пуҫланаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Тата мӗн те пулсан ҫӗнни пӗлес, ҫав вӑхӑтсен хронологине йӗркелес тесе кивӗ хутсене асӑрхануллӑ чӑштӑртаттарса малалла вулатӑп.

Куҫарса пулӑш

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Асӑрхануллӑ пулни пӑсмӗ.

Осторожность не помешает.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах мӗн вӗренни тӗлӗшпе асӑрхануллӑ пулӑр.

Будьте осторожны с тем, что вы изучаете.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ку эрнере авантюрӑна ан хутшӑнӑр, питӗ асӑрхануллӑ пулӑр.

Положение планет на этой неделе не приветствует авантюризм и не любит риск.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫавӑнпа тимлӗ, асӑрхануллӑ пулӑр.

Поэтому будьте внимательны и осторожны.

10-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех