Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
А.С. Грин: XXI ӗмӗр куҫӗпе) ӑслӑлӑх конференцийӗнче панӑ.

Прошло во время научной конференции.

Алексей Леонтьев Грин хайлавӗсен пуххине парнеленӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/26487.html

Дессау обер-бургомистрӗ Петер Курас палӑка уҫнӑ май, ӑна «хӑйӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫӗнетӳпе уҫҫӑнлӑх валли майсем тунӑ, вӗсене пулах 1989 ҫулта мирлӗ пӑлхавӑр ирттерме, 1990 ҫулта Германи халӑхне пӗрлештерме май туса панӑ политика асра тытса» хатӗрлени пирки каланӑ.

Обер-бургомистр Дессау Петер Курас открыл памятник с формулировкой «в память о политике, создавшем своей деятельностью условия для перестройки и гласности, которые затем позволили осуществиться мирной революции 1989 года и германскому единству в 1990 году».

Германири хулара Горбачева халалласа палӑк вырнаҫтарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/26503.html

Вандея хӑй ҫине ыттисемшӗн алӑ хунӑ, хӑй интересӗсене общество интересӗсенчен мала тӑратнӑ, хӑйӗн паттӑрлӑхне ахалех, пӗр тӗллевсӗр, пӗр ӗмӗтсӗр, пӗр стратегипе тактикӑсӑр хӑравҫӑсен аллине усӑ курма панӑ.

Это была колоссальная свалка, ссора титанов, бесполезный бунт, все то, от чего в истории осталось только одно слово Вандея — слово громкое, но мрачное.

VI. Вандея Бретане тӗп туни // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хресченсенчен хӑш-пӗрисем ывӑлӗсене ҫара хавассӑн панӑ, анчах лашине ыйтма тӑрсан — калаҫасшӑн та пулман.

Иной охотно отдавал мне обоих своих сыновей, но бледнел, когда я требовал у него одного из его коней.

V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫав туппа вӗсем «Мари-Анна» тесе ят панӑ.

Эту пушку назвали «Марией-Анной».

V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Вӗсен туртса илнӗ пӗрремӗш хӗҫпӑшал питӗ лайӑх бронза тупӑ пулнӑ, ӑна вӗсем «Проповедник» тесе ят панӑ.

Первую красивую бронзовую пушку, которую они взяли, они назвали «миссионером».

V. Вӗсен вӑрҫӑри пурнӑҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ман атте ҫав вӑрҫӑра пулнӑ, ҫавӑнпа та эпӗ ун ҫинчен курнӑ-илтнӗ ҫын каласа панӑ тӑрӑх ҫырма пултаратӑп.

Мой отец участвовал в этой войне, и поэтому я могу кое-что рассказать о ней.

IV. Ҫӗр айӗнчи пурнӑҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫав сутӑнчӑк этем ун пек паспортсене ҫыххи-ҫыххипех усранӑ, вӑл панӑ паспортлӑ ҫынсем пӗтӗм Бретань тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ.

Для передвижения по всей Бретани республиканские паспорта, которых у него были целые пачки.

IV. Ҫӗр айӗнчи пурнӑҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Учредительнӑй собранин членӗ пулнӑ Боэтиду ҫав ӗҫе тӑвакан ҫынсене республика паспорчӗсем панӑ, ҫак ҫӗнӗ паспортсене малтанах хатӗрлесе хунӑ, ун ҫине ҫын ятне кӑна хушмалла пулнӑ.

Бывало, член Учредительного собрания, Боэтиду, доставлял им паспорта нового образца, в которых оставалось только проставить имя.

IV. Ҫӗр айӗнчи пурнӑҫ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Мидон вӑрманӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗсем тата ҫӗр айӗнчи ҫулсем туса пӗтернӗ тӗксӗм уҫланкӑсенчен пӗрне «Пысӑк хула» тесе ят панӑ; ҫӗр айӗнчи ҫав ҫулсем тӑрӑх питӗ нумай ҫын хӗвӗшсе ҫӳренӗ.

Одна из самых глухих прогалин Миздонского леса, вся изрытая пещерами и галереями, в которых сновали взад и вперед какие-то таинственные люди, называлась «Большим городом».

II. Ҫынсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Бретань аристокрачӗсенчен пӗрне «ҫичӗ вӑрман пуҫлӑхӗ» тесе ят панӑ.

Один из аристократов Бретани носил титул «помещика семи лесов».

I. Вӑрмансем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

— Хама сӑнаса тӑма панӑ республика ҫарӗн начальникне пӗрремӗш йӑнӑш ӗҫ тусанах асаплантарса вӗлеретӗп, — терӗ вӑл хаяр сасӑпа.

Проговорил строгим голосом: — Если республиканский военачальник, за которым я должен наблюдать, сделает хоть один сомнительный шаг — смертный приговор ему обеспечен!

III. Чи вӑрттӑн шухӑшсем хускални // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫемйинчен ыйтса пӗлмесӗрех вӑл — тепӗр тесен, ачана ӑс пама, тӳрӗ шухӑш-кӑмӑл пама вӗсенчен ыйтса тӑни кирлӗ-ши! — ҫамрӑк виконта, хӑй пӑхса ӳстерекен ачана, хӑйӗнче мӗн пуррине пӗтӗмпех панӑ.

Без ведома семейства, — да разве и нужно позволение для того, чтобы развить ум, волю, характер? — он передал молодому виконту, своему ученику, все свои мысли.

III. Ача пӑхса ӳстерекен // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Симурден та хӑй чӗринчи мӗнпур пек ачашлӑха ҫав ачана панӑ.

Все, что в Симурдэне было способно любить, сосредоточилось на этом ребенке.

III. Ача пӑхса ӳстерекен // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Симурден ҫав алла халӑхран ыйтса илнӗ те Бастили тӗрминче вӑтӑр ҫичӗ ҫул ларнӑ Латюда чаплӑ депутаципе кайса панӑ.

Симурден запросил у народа эту руку и отдал ее знаменитой депутацией Латюду, просидевшему тридцать семь лет в тюрьме Бастилии.

II. Симурден // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Хурав та вӑрах кӗттермен – аслӑ шкултан йышӑну правилисене ярса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑртасран – Арктика таран // Светлана Чикмякова. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2017.09.13

Ҫав хушӑрах вӑл Мускаври, Угличри, Смоленскри, Звенигородри, Аслӑ Ростоври, Калугӑри, Владимирти, Александроври, Истрӑри, Новгородри, Архангельскри паллӑ нумай сооружение «иккӗмӗш пурнӑҫ» панӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Старик чӗннине хирӗҫ пирвай ответ панӑ хресчен чӗтрекен сассипе ҫапла каласа пачӗ:

На ответ старика крестьянин, что первым подал голос, рассказал дрожащим голосом:

VII. Хӗрхенмелле мар! // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ҫак пушар та хушнине илтменшӗн, пӑхӑнманшӑн панӑ наказани мар-ши?

Не был ли этот пожар наказанием за неповиновение?

V. «Говэн» тесе алӑ пуснӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ту ҫивӗч тӑрӑпа вӗҫленет, кунта пурӑнакансем ӑна «Сысна пуҫӗ» тесе ят панӑ.

Возвышенность оканчивалась так называемой на местном наречии «кабаньей головой».

V. «Говэн» тесе алӑ пуснӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех