Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑш вӑхӑтра кӗтсе илес сире?
27 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем пӗр-пӗрне нумайранпа курман пулмалла — ку вӗсем пӗр-пӗрне хирӗҫ мӗнлерех утса пынинчен те, ҫав вӑхӑтра таврари ҫынсене никама та асӑрхаманнинчен те аван палӑрчӗ.
25 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Кунта питӗ йывӑр та начар пулнӑ вӑхӑтра вӑл пире пурсӑмӑра та пулӑшрӗ.Он помог всем нам, когда здесь было очень трудно и очень плохо.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Каярахпа, шӑрӑх вӑхӑтра, ачасем вӗҫӗмсӗрех ыр куратчӗҫ унта, пӗр-пӗрне йӗп-йӗпе те ҫап-ҫутӑ ҫурӑмӗсем тӑрӑх ҫатлаттара-ҫатлаттара киленетчӗҫ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тен, малтанхи вӑхӑтра вӑл чӑнах та тулӑ пучахне ырашран уйӑрса илеймен пулӗ, анчах ҫынсене уйӑрса илме пӗлнӗ курӑнать, вӗренме те пӗлнӗ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл хаш вӑхӑтра кайнине эпӗ асӑрхаманччӗ те.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пулӑшас килнине алӑсем кӗҫтенӗ вӑхӑтра аякран пӑхса тӑма питӗ йывӑр.Трудно стоять и смотреть со стороны, когда так и чешутся руки помочь.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫавӑнтах Петька, Павлуша тата пӗчӗккисенчен тахӑшӗ аслисене чӗнме тухса вӑркӑнчӗҫ, — лешсем ҫав вӑхӑтра мастерскойӗнче халь ҫеҫ илсе килнӗ япаласене ещӗксенчен кӑларса майлаштарса хунӑ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав вӑхӑтра хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашӑннӑ Петька каллех килхушшине сиксе тухрӗ.Тем временем Петька, весь красный и взъерошенный, выскочил снова во двор.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав вӑхӑтра килхушшинче халиччен пулман йӗркелӗх турӗҫ.Тем временем во дворе спешно наводился какой-то совсем уже сверхъестественный порядок.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑнасем тавра ыттисем ҫав тери тӑрмашнӑ вӑхӑтра вӑл кӑна хӑйне ирӗккӗн, ним пулман пекех тыткаларӗ; Петька кашни минутра тенӗ пекех килхушшине чупа-чупа тухрӗ, унтан каллех, тем тума пӗлмесӗр, столовӑя ыткӑнса кӗчӗ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав вӑхӑтра вожатӑй хӑй ачисене хуллен кӑна команда пачӗ, лешсем самантранах пичӗсемпе пирӗн линейка еннелле пулса, пӗр шеренгӑпа тӑчӗҫ.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав вӑхӑтра эпӗ параппан тӑнкӑртатнӑ сасса илтех кайрӑм.
23 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав вӑхӑтра мана сасартӑк тӗрме начальникӗ патне чӗнтерчӗҫ.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав вӑхӑтра алӑкран шаккарӗҫ.
22 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
— Семен Афанасьевич, — терӗ ҫав вӑхӑтра Стеклов, ывӑҫ тупанӗпе ҫамкине шӑлса илсе, — хулана кайма эсир ӑна ирӗк паратӑр-и, ҫук-и, ку кайран паллӑ пулӗ, анчах халлӗхе вӑл протокол ҫыртӑр.
21 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫак тавлашу — вӑл вӑхӑтра ачасем Алексей Саввич ҫинчен те, Екатерина Ивановна ҫинчен те, ман ҫинчен те манса кайрӗҫ — эпир тахҫанах тавҫӑрса илме пуҫланӑ япалана уҫса пачӗ.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Панина эпӗ хамӑн адтьютант пекки турӑм: мастерскойӗнче ӗҫленӗ тата апат ҫинӗ вӑхӑтра кӑна вӑл манран уйрӑм пулчӗ, ытти чух эпӗ ӑна пӗрмай хам патра тытрӑм, пӗр минутлӑха та ниҫта ямарӑм.
20 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫакна ахаль ирттерсе яма юраман, вӑхӑтра астуса пулӑшмалла пулнӑ ӑна.
19 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Король, Разумов тата Плетнев чӳрече витӗр тухса кайнӑ пулмалла, — Петька хӑй дежурнӑй пулнӑ вӑхӑтра коридор тӑрӑх никам та иртменни ҫинчен тупа тусах каларӗ.
18 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.