Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳкрӗ (тĕпĕ: ӳк) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ухтиван пӗрре ҫех тытрӗ — хӗр ҫӗре тӑсӑлса ӳкрӗ, йӗкӗте мӑйӗнчен ыталаса илчӗ…

Ухтиван только пошевелился, как девчонка соскользнула на землю и, обвив парня за шею, вдруг притянула его к себе, нашла его губы.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ухтиван леш хӗррине тухса ӳкрӗ — кӗпер шатӑртатса ҫырмана тӳнчӗ.

Не помня себя, Ухтиван успел добежать до противоположного берега, и мост тут же рухнул в реку.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Унтан, чул пӑрахнӑ пек, шыва йывӑр япала шампӑртатса ӳкрӗ.

Потом в воду упало что-то тяжелое, как камень.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кавруҫ сасартӑк вӑйсӑрланчӗ, Ҫӗре вӑл ӳкрӗ хуҫӑлса.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ун пичӗ ҫине анма пуҫланӑ хӗвел шевли ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешӗ ӑна кӗтменччӗ курӑнать, такӑнчӗ те тӗрекне ҫухатрӗ, Мӗтри айне кӗрсе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кабир кунта шикленсе ӳкрӗ — ӗҫ черре кӗмест-и?

Куҫарса пулӑш

XVIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан хӗр ӑна ӗненмерӗ, анчах, леш тӗрӗс каланине туйса илсен аптраса ӳкрӗ, пӗтӗм чун-чӗререн тарӑхса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Анушка сасартӑк Карачӑм сулахай аллине ним хускатмасӑр кӗсьере тытса тӑнине асӑрхарӗ те хыпӑнса ӳкрӗ:

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ӗнтӗркенӗ пӗчӗк ача пӑрлӑ кӑҫаттисемпе шакӑртаттарса киле васкаса кӗнӗ пек, пӳрте кӗчӗ, амӑшӗ пӗр сӑмах калама ӗлкӗриччен ун кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ

Куҫарса пулӑш

VI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эп ӑна хамшӑн илмен вӗт-ха? — чӑннипех хӑраса ӳкрӗ Зейнаб.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Кабир ҫара каять, вӗсем мана кунта тытса тӑраҫҫӗ! — хыпӑнса ӳкрӗ Ятман, хӑй хӗрсем мӗн калассине кӗтмесӗрех хапха патне утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малти танк кустӑрмисем ҫинчи гусеница, шуса килекен ҫӗлен ҫинчен тирӗ сӗвӗнсе аннӑ евӗр, ҫӗрелле ӳкрӗ, танк, хӑрах гусеница ҫинче ҫеҫ юлнӑ май, хӑяккӑн ҫавӑрӑна пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Амӑшӗ ҫавӑнтах хыпаланса ӳкрӗ, унӑн пӗтӗм ӑшчиккине, чунне-чӗрине сӑмахпа каласа памалла мар савӑнӑҫ тулчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл та пымасть пулӗ те? — хыпӑнса ӳкрӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тепӗр кун Ятман кӗтмен ҫӗртен чирлесе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл хыпӑнса ӳкрӗ, ун пичӗ ача куллипе ҫуталчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку юри тӗртсе каланӑ сӑмахсене илтсен, Кӗтерне вӗри шывпа сапнӑ чухнехи пек сиксе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эх, нимӗн те пӗлместӗп вӗт-ха эп ун ҫинчен! — хыпӑнса ӳкрӗ Марине…

Куҫарса пулӑш

XVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Ак тата тепӗр савӑнӑҫ маншӑн! — хӗпӗртесе ӳкрӗ амӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех