Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫийӗн сăмах пирĕн базăра пур.
ҫийӗн (тĕпĕ: ҫийӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кимӗ аялалла чӑмрӗ, Соам кӳлли ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ те — тӗпсӗр ҫыр ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан анлӑ тӳреме анса ларчӗ.

Лодка пошла вниз, пролетела над озером Соам и опустилась на просторную площадку, висящую над пропастью.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кимӗ Марс ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте ишет.

Лодка плыла на огромной высоте над марсом.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита тӑна кӗчӗ, кӗрӗкне хывма пикенчӗ, анчах унӑн пӳрнисем мӑн тӳмесен кайӑкла пуҫӗсем ҫийӗн шӑваҫҫӗ.

Аэлита очнулась, стала расстёгивать шубку, но пальцы её скользили по птичьим головкам на больших пуговицах.

Ӑрӑм-сурӑм (тухату) // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ — ҫунаттисене кӑтартса ҫиҫрӗ те вӗҫсе ҫавра турӗ, — аяларах та аяларах, Лось пуҫӗ ҫийӗн шуҫса иртрӗ, анса ларчӗ.

Вот — сверкнула, показав крылья, описала круг, — всё ниже, ниже, скользнула над головой и села.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Вӗсен хыҫҫӑн, хура-хӑмӑр пӗлӗтсем ҫийӗн, тискер вӗҫен кайӑксем ишеҫҫӗ.

За ними, над коричневыми облаками плыли хищные птицы.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тӗкӗр-куполран, — сӗтел ҫийӗн, — апат вӑхӑтӗнчи яланхи пекех тӳлек кӗвӗ юхма пуҫларӗ.

С зеркального купола, — над столом, — раздалась, как обычно во время обеда, слабая музыка.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Пухӑннисем ҫийӗн ҫил ахӑрса иртрӗ тейӗн.

По толпе пошёл будто рёв ветра.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Кун варринче хула ҫийӗн правительство киммисем вӗҫсе иртрӗҫ, тӳперен урамсене шурӑ пӗчӗк афишӑсем тӑкӑнаҫҫӗ.

В середине дня над городом пролетели правительственные лодки, и дождь белых афишек посыпался с неба на улицы.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Хула ҫийӗн сив чирӗн курӑни-курӑнми пӗлӗчӗ йӑтӑнса шӑвать.

Неуловимая тревога облаком лихорадки легла на город.

Тускуб // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Анчах акӑ Атлантида ҫийӗн хӗвел тухӑҫӗнчен килнӗ пӗлӗт йӑтӑнса тӑрать.

И вот, над Атлантидой нависла туча с востока.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӗр ҫуллӑхсем иртеҫҫӗ, ӗмӗрхи хула ҫийӗн куҫса ҫӳрекен халӑхсем хура пӗлӗтле каллех йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ.

Проходили столетия и снова орды кочевников нависали тучей над вечным городом.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Старик картах сикрӗ, шуса аннӑ куҫлӑхне тӳрлетрӗ, кӗленче ҫийӗн экран ҫине пӑхать, шӑлсӑррӑн кулать.

Старичок вздрогнул, поправил сползшие очки, взглянул поверх стёкол на экран, и улыбнулся беззубо.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Цифрӑллӑ хӑма ҫийӗн ӳпӗнсе вӑл хурсӑна пӑрчӗ.

Медленно нагнувшись над цифровой дощечкой, она воткнула стерженьки.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

— Плита ҫийӗн калпак хурӑр.

— Колпак над плитой устройте.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ун вӗҫӗнче, плита ҫинче, ҫатмасем ҫийӗн ҫуллӑ ҫулӑм сиккелесе вылять.

В глубине её, на плите, вспыхивало масляное пламя над сковородами.

Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Ҫӑлтӑрсен сӑнарлавӗсем сарӑлаҫҫӗ, — шыв ҫийӗн ҫӳхе-ҫӳхе тӗтре йӑсӑрланать.

Отражения звёзд расплывались, — над водою закурился тончайший туман.

Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Акӑ Исаакий соборӗн колоннадипе сивлек куполӗ тухса тӑчӗҫ, кӗҫех ун вырӑнне шыв хӗрринчи гранит пусма йышӑнчӗ, акӑ — тенкелӗн ҫур унки, сунчӑклӑ, хурлӑхлӑн ларакан темӗнле хӗрарӑм, ун ҫийӗн вара — тиараллӑ икӗ сфинкс.

Выдвинулась колонада и тусклый купол Исаакиевского собора, и уже на месте его поступала гранитная лестница у воды, полукруг скамьи, печально сидящая какая-то барышня с зонтиком, а над нею — два сфинкса в тиарах.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Чӑтлӑх ҫийӗн колоннӑсен ванчӑкӗсем, циклопла стенасен юлашкисем ҫӗкленнӗ.

Над зарослями поднимались обломки колонн, остатки циклопической стены.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Шыв тусанӗ, вырӑнтан вырӑна куҫаракан пӑрӑхсен айккинчи шӑтӑксенчен тапса сирпӗнекенскер, асамат кӗперӗпе ҫиҫсе вылякан кӑтра ҫерем ҫийӗн вылять.

Водяная пыль, бьющая из боковых отверстий переносных труб, играла радугами над сверкающей влагою, кудрявой травой.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Карап тӳремлӗх ҫийӗн вӗҫет.

Корабль летел над равниной.

Сенкер ӗшнере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех