Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫил сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫил (тĕпĕ: ҫил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑйлӑ ҫил тухрӗ, ав, мӑнукӑм, кӗҫӗр панулмисене сӑптӑрать ӗнтӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Хӗл каҫипех шартлама сивӗ вӗсен яштака вуллисене, ҫинҫе турачӗсене пӗрре мар шӑнтса хӗстернӗ, хаяр ҫил тухсан, хуҫса антарасла силленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Акӑ кӗҫех кӗр ҫитет, каскӑн сивӗ ҫил вӗрет, шукӑль Шурӑ Кӑвакал симӗс мӑйлӑ ҫамрӑкпа вӗҫеҫҫӗ те каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Урҫа кӑвакал // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 17–18 с.

Эпир, самантрах хыҫҫӑн тухса чупрӑмӑр пулин те, машина ҫил пек ыткӑннине ҫеҫ курса юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Хӗллехи ҫула юр хӳсе ҫил шӑлса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вара ҫил хускалса каять те ҫумӑр пӗлӗтне салатать иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Акӑ сивӗ шатӑртатать, Мӑрьере ҫил улать, Арӑм йӗрсе сӑмахлать, Ачине ҫывӑрттарать.

Куҫарса пулӑш

А — Я // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫил вӑйлӑ, чечексем сулланса тайӑлаҫҫӗ, тӗкӗлтура ҫапах та чечек варрине тупать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Икерчӗ татӑкӗсене ҫил часах юр ҫине сапаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Икерчӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пӳртре ҫурхи ӑшӑ ҫил вӑшӑл-л! вӑшӑлтатса иртрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Сӑмсана ҫил майлӑ ҫавӑрма, тӑшман чунне кӗрсе ун майлӑ шӑлма, екки кустарма, ҫуса калаҫма ҫеҫ ан ман…

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫил хӑш май — вӑл та ҫав май.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Йытӑ пек те вӑл вӗрет, Пӑтӑ пек те вӑл вӗрет, Пуринчен те меллӗрех Ҫил манерлӗ вӑл вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Пуҫне кӑркка аҫи пек каҫӑртса, урӑм-сурӑм ҫил лӑскакан юман тураттисем пек каркаланса, пӑсӑрланса, лӑх-лӑх кулса илчӗ пӳлӗм хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Вӑрман хутлӑхне кӗрсен, пӑртак сулхӑн ҫапрӗ, ҫил, таруках пусӑрӑнса, лаш пулса, майӗпен пачах ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Кӗркури адресне пӗлтерсен, телефон кӗпҫинчен хӑнкӑр-ханкӑр арҫын сасси кӑра ҫил пек тӳнкӗртетсе, ҫуйланса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Юлашки ҫулсенче вара, Ҫтаппан мучие «ури тӑрантарма» пӑрахсан, ватӑсен укҫа кӗсйисем самаях ҫӳхелсе юлсан (иккӗшӗн те ватлӑх укҫисем чи пӗчӗк виҫеллисем), юрату шерпечӗпе тивӗҫтерекен ҫӑлкуҫӗсем самаях типшӗрсен, вӗсен хушшинче час-часах сулхӑн ҫил вичкӗнленме, кӑраланма, хура кушак урлӑ-пирлӗ, каллӗ-маллӗ чупкалама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тӳпе хӗвелтухӑҫ енчен уҫӑлса, тасалса килет: юмах-халапри старикӗн шур сухалӗ е купалансах ҫитӗннӗ ватӑ шурӑ сурӑх ҫӑмӗ пек пӗлӗт таткисене туйи кӗскелсех ҫитнӗ кинемин халсӑр сывлавӗ евӗр палӑри-палӑрми ҫил хӗвеланӑҫнелле ҫемҫен вӑшлата-вӑшлата хӳтерет, уфла-уфла вайкӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Ҫил ачисем ҫеҫ, кунӗпех пуҫсӑрланса ваш-ваш вашлаттарса, у-у-у! ш-ш-ш! вашкӑрса ҫӳренӗскерсем, халӗ самаях йӑвашланнӑ (паспортсӑр-мӗнсӗрскерсем, каҫ выртма пӗр-пӗр тӳлевсӗр ҫурӑк шыраса хӑшкӑлнӑ пулинех?).

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫиҫми ҫил кӗрхи чалланнӑ вӑрмана урма-сурма туланӑ пек ҫӗмӗрӗлет, ӗрлешет ҫынсен самаях йышлӑ ушкӑнӗ шӗкӗр хулари пӗр тӑватӑ хутлӑ капмар ҫуртра вырнаҫнӑ офисӑн кӗмсӗркке алӑкӗ умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех