Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шут сăмах пирĕн базăра пур.
шут (тĕпĕ: шут) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лю Дэ-шань кунти ҫӗрсене пуринчен те лайӑх пӗлет, ҫитменнине вӑл шут йӗркине те чухлать.

Лю Дэ-шань лучше многих знает здешние земли, да к тому же и считать умеет.

XXVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Лешӗ ҫийӗнчех персе ҫитрӗ, аллине шут тытнӑ: вӑл председателе каллех мӗн те пулин шутласа памалла пулӗ тесе шутланӑ.

Тот немедленно явился. В руках оспопрививателя были счеты. Он захватил их, полагая, что председателю вновь понадобятся его бухгалтерские услуги.

IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Пурте шут шӑрҫисем ҫине пӑхаҫҫӗ, ҫав шӑрҫасем вӗсене помещик ҫӗрӗ ҫинче асапланса вилнӗ ҫынсен шӑммисене аса илтереҫҫӗ.

Все впились глазами в счеты, точно перед людьми лежали косточки, которые предсказывали судьбу.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шут йӗркине лайӑх пӗлекен Ду, ытла та пысӑк хисеп пулнине курса, хуралса, тарласа кайрӗ.

Добряк Ду, который хорошо разбирался в счете, видя, что получается огромная сумма, весь побагровел и покрылся потом.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хуа куҫлӑхне тӳрлетрӗ, ҫаннине тавӑрчӗ, шут шӑрҫисене шакӑлтаттарма пуҫларӗ.

Хуа поправил очки, засучил рукава и проворно защелкал на счетах.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

— Хӑйпе пӗрле шут та илтӗр! — кӑшкӑрчӗ ӑна Го Цюань-хай.

— Пусть обязательно захватит счеты! — бросил вдогонку Го Цюань-хай.

VI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Хул касакан Хуана вӗсене пулӑшма хушрӗҫ: вӑл ҫырма та, шут ҫинче шутлама та лайӑх пӗлет.

В помощь пригласили деревенского оспопрививателя Хуа, который умел писать и ловко считал на счетах.

V // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ҫуланса пӗтнӗ халат тӑхӑннӑ, аллисене шут тытнӑ Маякин сӑран кресло ҫинче вӗтеленсе илнӗ, унтан хӑпартланса калаҫма пикеннӗ.

Маякин в засаленном халатике и со счетами в руках нетерпеливо заерзал в своем кожаном кресле и оживленно заговорил:

VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Паллах ӗнтӗ, ман пирки мӗн кирлӗ таранах шут та турӑр пуль…

И, конечно, осудили меня, как и следовало…

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫапах, хӑйӗн шухӑшӗ ҫинче ҫирӗп тӑма шут тытнӑскер, вӑл хӗрарӑм сӑмахӗсене итлессе — итленӗ, анчах вӗсен тупсӑмне ӑнланасшӑн ҫунман.

Но, твердый в своем решении, он вслушивался в ее слова, не понимая их содержания:

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Каяс та, хам унран мӗн кӗтнине тӳррӗнех каласа хурас, — тесе, хӑй сиссе иличченех шут тытнӑ Фома.

Незаметно для себя Фома решил, что ему следует пойти к ней и прямо, просто сказать ей, чего он хочет от нее, — вот и всё!

VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Правительство монумента сӳтсе урӑх вырӑна куҫарма шут тытнӑ — ӑна унчченхи вырӑнтан 8 ҫухрӑма, туристсемпе вырӑнти халӑх сахалтарах пурӑнакан района, куҫарӗҫ.

Правительство решило демонтировать и переместить монумент — его передвинут на 8 км от прежнего места, в менее популярный у туристов и местных жителей район.

Китайра пысӑк скульптурӑна куҫарса лартма 24 миллион доллар тӑкаклӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/29635.html

Маякинӑн хулари хисеплӗ вырӑнне пула тата Атӑл ҫинче ун пӗлӗшӗсем нумаййине кура, ӗҫ питӗ шеплӗ пынӑ, анчах Маякин ӗҫ ҫине ҫавӑн пек ытла та вӗчӗрхенсе пӑхни — хреснашшӗ хӑйӗн хӗрне чӑнах та Фомана качча пама татӑклӑнах шут тытнӑ иккенне тата ытларах ҫирӗплетнӗ.

Благодаря значению Маякина в городе и широким знакомствам на Волге дело шло блестяще, но ревностное отношение Маякина к делу усиливало уверенность Фомы в том, что крестный твердо решил женить его на Любе.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫавӑнпа та халь эпир ҫакӑн пек шут тытрӑмӑр: уйрӑм ҫуртсем тӑвас та, ҫав ыйткалакансене питӗрсе лартас, терӗмӗр: ан ҫӳреччӗр вӗсем урам тӑрӑх, ан хуйхатчӑр пирӗн намӑса.

И вот ныне придумали мы: запереть нищих в дома такие особые и чтоб не ходили они по улицам, не будили бы нашей совести.

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Фома Пӑлакине хӑйӗнчен уйӑрасшӑн мар, вӗриленнӗҫем вӗриленсе, ӳкӗтленӗ, юлашкинчен ӑна хӑй авланса яма шут тытни ҫинчен те пӗлтернӗ.

Но Фома всё с большим жаром уговаривал Палагею не покидать его и наконец заявил, что хочет жениться на ней.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унтан ҫав кунах, чиркӗве кайса, панихида тутарнӑ, ҫӗре кӗнӗ Акилина чунӗ канлӗхӗшӗн ӳксе пуҫҫапнӑ, вара, вӑраха ямасӑр, тепре авланма шут тытнӑ.

Потом он пошел в церковь служить панихиду и, помолившись о упокоении души новопреставленной Акилины, решил поскорее жениться.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл старике йӑпатма шут тытнӑччӗ, анчах сасартӑках ку темӑна путарса лартрӗ.

Он хотел было утешить старика, но затем решил лучше вовсе не касаться этой темы.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Шут тӑрӑх улттӑмӗш Хань кӑҫал хӗрӗх ҫичӗ ҫул тултарнӑ, анчах сӑнтан вӑл чылай ватӑ пек курӑнать.

Ему, шестому по счету, в нынешнем году исполнилось сорок семь лет, но выглядел он значительно старше.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Экспедици ертӳҫисем кунта Мандан форта хывма шут тытнӑ.

Руководители экспедиции решили заложить здесь Форт Мандан.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Анчах Беби хӑй курайман циркран тухса каймах шут тытнӑ.

Но Бэби твёрдо решил покинуть ненавистный цирк.

Беби шӑпӑртан хӑрать… // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех