Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйсене (тĕпĕ: хӑйсем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку юрра юрланӑ чухне Урасметпа амӑшӗ темле хӑпартланса, ҫӗкленсе, ҫунатланса кайнӑ, вӗсем ҫак вӑхӑтра ӑшра хӑйсене чӑнах та мӑрса тӑванӗсем пек туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

7. Мӑн кӑмӑллӑ хӗр ача // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тутарсем шавлӑн калаҫса тата хӑйсене пасарти пек ирӗклӗн тытса ӑҫта килнӗ унта вырнаҫса ларчӗҫ те кунти пурӑнмалли ҫуртсене, ҫар ҫыннисен шлемӗ пек тӑрӑллӑ чиркӳсемпе соборсене сӑнаса пӑхкалама, ҫав хушӑрах кӗсьере юлнӑ иҫӗм ҫырлипе урюка чӑмлама пикенчӗҫ; вӗсен элчисем вӑрӑм аркӑллӑ тумтир тӑхӑннӑ дьяксем хыҫҫӑн палатӑсене кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс купсисен лавккисене йӑлтах аркатса тӑкрӗҫ, таварӗсемпе укҫисене туртса илчӗҫ, хӑйсене вӗлермеллине вӗлерчӗҫ, нумайӑшне крепоҫе илсе кайса хупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑҫтан манӑн-ха Мускав элчисем, вырӑс купсисем кунта, Хусанта, хӑйсене килти пек тыткаланине, ханлӑхри пӗтӗм ӗҫе хутшӑнса пур ҫӗрте те вӗрентме тӑнине?

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алманчӑ ҫыннисем хӑйсене чарма тӑнӑ Иштереке тӗртсе хӑварса картишнелле кӗрсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Булат Ширин, хӑйсене кайма вӑхӑт ҫитнине систерсе хуҫапа арӑмне ӗҫкӗ-ҫикӗшӗн тав тӑвать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫуртсен ҫывӑхӗнчи картасенче кун каҫа сӗтеклӗ апат ҫинӗ ӗне-сурӑх кавленине илтме пулать, теплере пӗрре тата ҫӗр хута ҫывӑрма пӗлмен кушакпа е хӑйсене сыхлакан йытӑпа тавлашса хурсем шуйханса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет тутар мӑрсисене хӑналаман мар, вӑл лайӑх пӗлет: хан эшкерне илсе ҫӳрекен улансене юрама питех те кансӗр, ялан тенӗ пекех вӗсем ҫӑткӑн та ҫав тери мӑн кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, хӑйсене хӑналанӑшӑн вӗсем тепӗр чух тухса каяс умӗн хуҫана кӳрентернипе е сӗтел ҫинчи ӗҫме-ҫимене урайне шӑлса тӑкнипе тав тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ырӑ сунни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупайпа Иливан хӑйсене уйӑрса панӑ мунчана ҫитнӗ-ҫитменех тӑсӑлса ӳксе вилнӗ ҫынсем пекех ҫывӑрса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйсене хӑйсем ӗненмесӗр, кашни пӗрер булка илсе ҫирӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ялта халӗ хресченсен хӑйсене ҫимелӗх те ҫӑкӑр ҫук.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах ӗҫсем-хӗлсем кунсерен улшӑнчӗҫ: ӗнер ҫеҫ хӑйсене ертсе пынӑ Михайлов, Брешко-Брешковская тата ыттисем те, Хӗрлӗ Ҫартан хӑраса ӳксе, Колчак енне куҫрӗҫ, унӑн правительствин ушкӑнне кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Большевиксем хӑйсене кирлӗ пек ӑнлантараҫҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Фронтра пулнӑ лекӗрсем хӑйсене ыттисенчен танлӑрах тытаҫҫӗ, малти рете вырнаҫса ларма тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пирӗн салтаксем сывлӑш пӳлӗниччен, юлашки юн тумламӗ юлмиччен ют патшалӑх интервенчӗсене хирӗҫ кӗрешрӗҫ пулсан та, хӑйсене валли ним ырлӑх та тупаймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Рабочисемпе хресченсенчен хӑйсене кирлӗ пек ҫирӗп ҫар тумасан, большевиксен влаҫӗ вӑрахах тытӑнса тӑраймӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хитре сӑмахсемпе хӑйсене хӑйсем мухтанисем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку сӑмахсене илтсен, Павлуш та, Костя та хӑйсене хӑйсем чӗлхесӗр пулса ларнӑ пекех туйрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пӗр сӑмахпа каласан — чуниллисем вӗсем, хӑйсене большевик текеннисем, — сура-сура мӑкӑртатнӑ усал ят сарма юратакан мещенсем.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав вӑрра пӗтермен пулсан, халӑх хӗрлӗ гвардеецсене хӑйсене хупӑрланӑ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех