Шырав
Шырав ĕçĕ:
Халӗ ӗнтӗ, Атӑл леш еннелле инҫетелле пӑхнӑ чух, унта пушӑ вырӑн ҫуккине пӗлсе тӑраттӑм, ӗлӗк Атӑл леш еннелле пӑхаттӑм та темле ӑраснах кичем пулса каятчӗ: хура саплӑксем пек курӑнакан вӗтлӗх ӑшӗнче ҫарансем лаптакӑн выртаҫҫӗ, ҫарансем пуҫӗнче шӑллӑ хура вӑрман стена, ҫарансем тӗлӗнче сивӗ те тӗксӗм кӑвак пӗлӗт.
IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пӗрремӗшӗ — Калуга ҫынни, вӑрӑм, курпунтарахскер, хӑйне пӗтӗмпех хулӑм та ҫирӗп шӑнӑрӗнчен явса тунӑ йышшискер, пӗчӗк пуҫлӑскер, тӗксӗм куҫлӑскер.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫхи вӑйсӑр ҫил кӑвак курӑк тунисене чӳхентеретчӗ: ҫывӑхри ҫырма хыҫӗнче, курӑк тунисем пекех, мещен каччисемпе хӗрӗсен тӗксӗм кӗлеткисем тапранкалатчӗҫ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ҫинҫе, ҫирӗп аллисене тӑсса, симӗс куҫӗсене йӑлтӑртатарса, ман паталла сикрӗ; эпӗ сиксе тӑтӑм, пуҫпала ӑна хырӑмӗнчен тӗртрӗм, — старик урайнелле кайса ларчӗ те тӗксӗм ҫӑварне карса пӑрахса, тӗлӗнсе куҫӗсене мӑчлаттарса, темиҫе йывӑр секунд хушши мана пӑхса ларчӗ, унтан лӑпкӑн ыйтрӗ:
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрӗ те ҫынсене тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса кулатчӗ, тата амӑшне тӗртетчӗ.Девушка тоже смеялась, глядя на людей мутными глазами, и толкала бабу:
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрлӗрех тӗслӗ кивӗ пароход, труби ҫинче шурӑ йӑрӑмлӑскер, хӑйӗн ураписемпе кӗмӗл тӗслӗ шыв ҫийӗпе васкамасӑр шӑмпал-шампӑл шӑмпӑлтаттарса пырать, шыв ҫинелле мӗлкесем ӳкерсе, парохода хирӗҫ тӗксӗм ҫырансем хуллен ярӑнса пыраҫҫӗ, ҫырансем тӗлӗнче пӳртсен чӳречисем хӗрлӗн ҫутӑлса лараҫҫӗ, ялта юрлаҫҫӗ — хӗрсем вӑйӑ выляҫҫӗ, «ай-люли» тесе юрлани аллилуя тени пекех илтӗнет…
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ карӑм; сухаллӑ, вӑрӑм буфетчик, сӑмсасӑр хура пурҫӑн калпак тӑхӑннӑскер, мана куҫлӑх витӗр тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те: — Уйӑхне икӗ тенкӗ. Паспӑрт, — терӗ хуллен.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫав кичемле пустуй ӗҫсене те турра явӑҫтарни мана темле пусса тӑратчӗ, эпӗ вара хама такам курӑнманскер астуса тӑнине сиссе, ирӗксӗрех пӗрмай кӗтессенелле ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхкалаттӑм, ҫӗрлесерен мана хӑрасси, сивӗ пӗлӗт хупланӑ пекех, хупласа илетчӗ, — вӑл кухня кӗтессисенчен, тӗксӗм турӑшсем умӗнче сӳнтермен лампада ҫунса тӑнӑ ҫӗртен тухса килетчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӗри-тавра пурте хор юрланипе гармониллӗ пӗрлешсе тӑрать, пурте юмахри тӗлӗнмелле пурӑнӑҫпа пурӑнать, пӗтӗм чиркӳ сӑпка пек ерипен чӳхенсе тӑрать, — сӑмала пек ҫӑра, тӗксӗм пушӑ ҫӗрте чӳхенет.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чиркӳсене ҫӳресси ман кӑмӑла каятчӗ; ӑҫта та пулин ирӗклӗрех те тӗттӗмрех кӗтессе тӑрса, эпӗ инҫетрен иконостас ҫинелле пӑхма юрататтӑм — вӑл ҫурта ҫуттисемпе ирӗлсе, амвонти кӑвак чул урайнелле ҫӑра ылттӑн пек юхса аннӑн туйӑнать; иконсен тӗксӗм кӗлеткисем хуллен тапранкалаҫҫӗ; алтарь алӑкӗн ылттӑн шӑтӑклийӗ савӑнӑҫлӑн чӗтренет, ҫурта ҫуттисем кӑвакрах сывлӑша ылттӑн тӗслӗ пылхурчӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе хӗрсен пуҫӗсем чечексем пек туйӑнаҫҫӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпир мачта тума юракан хырӑн пӑхӑр тӗслӗ вулли ҫумне сӗвенсе ларатпӑр; сывлӑша сӑмала шӑрши ҫапса лартнӑ, уйран лӑпкӑ ҫил вӗрет, шӑлансем силленеҫҫӗ; кукамай тӗксӗм аллипе курӑксем татать, мана вӑл чей курӑкӗпе, буквицӑпа, чӗкеҫ курӑкӗпе мӗнле чиртен эмеллемелли ҫинчен, упа саррин тата тусанлӑ плавдина курӑкӗн тӗлӗнмелле вӑй пурри ҫинчен каласа кӑтартать.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Урасене хуллен ҫӗрелле антарса эпӗ алӑк патнелле утрӑм, ҫур алӑкӗ уҫӑ тӑрать, — коридорта, лампа айӗнче, хыҫлӑ йывӑҫ пукан ҫинче пӗр чӗрӗп пуҫӗ евӗрлӗ кӑвак пуҫ мӑкӑрланса тӑрать; вӑл ман ҫинелле тӗксӗм куҫ лупашкисемпе пӑхать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Саша кӗтесрен ҫавӑрӑнса кайса, урам енчи хӳме патне пырса, пӗр ҫӑка айӗнче чарӑнса тӑчӗ те, куҫӗсене чарса юнашар ҫуртӑн тӗксӗм чӳречисем ҫине пӑхса илчӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тавар илме хӗрарӑм пырса кӗрсен, хуҫа аллине кӗсьерен кӑларса, уссийӗсене тӗрткелесе илет те, кӑмӑллӑн кулнӑ пек тӑвать; унӑн пит ҫӑмартисем пӗркеленсе каяҫҫӗ, анчах тӗксӗм куҫӗсем улшӑнмаҫҫӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӳҫек, тӗксӗм шухӑшсем тарчӗҫ.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ял вырнаҫнӑ айлӑм тӗлӗнче тӗксӗм хӗрлӗ шуҫӑм ҫакӑнса тӑрать.Над долиной, где расположилось село, трепетала фиолетово-красная пелена.
34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Акӑ амӑшӗ вӗрет ӑна, алтупанӗсемпе ҫатлаттарать, хытса кушӑрканӑ тӗксӗм алтупанӗпе тепре ҫатлаттарать те ӑна вара сӗтел ҫине хурать.
33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Таҫтан мулкач тӳрех Павӑл умне сиксе тухрӗ, тӑп чарӑнса, ун ҫине пӑхса илчӗ те, сасартӑк сиксе ӳксе, йывӑҫсен тӗксӗм вуллисем хыҫне кӗрсе ҫухалчӗ.
32 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Урса кайнӑ пек алхасакан хумсем ҫинче тӗксӗм ҫутӑ мӗлтлетет.Тусклый рассеянный свет поблескивал сталью на бурно вздымавшихся волнах.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Хура юмансем, хӗрлӗ йывӑҫсем, платансемпе тӗксӗм гикорӑсем тӑрӑхӗ-тӑрӑхӗпе ӳссе лараҫҫӗ.Черные дубы, красное дерево, платаны и мрачные гикоры росли здесь сплошной массой.
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.