Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таса сăмах пирĕн базăра пур.
таса (тĕпĕ: таса) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унсӑр пуҫне, унӑн ҫӑлкуҫ шывӗ пек таса, ҫав вӑхӑтрах чӑн пурнӑҫ тапса тӑракан пултарулӑхӗ ҫыракансенчен чылайӑшне, ахӑртнех, ӑмсантарнӑ, кӗвӗҫтернӗ те пулӗ — литература пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тасамарлӑхсем пирки, пултарулӑхӗ хавшак, анчах сӗмсӗрлӗхӗпе влаҫа юраслӑхӗ ытлашшипех ҫыравҫӑсем талантлӑ, тӳрӗ чунлӑ ӗҫтешӗсене епле пӗтерсе пыни ҫинчен тӗлӗнсе каймалла тарӑннӑн ҫырса кӑтартнӑ, ҫӗршыври ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче кӑна ҫырӑнса пичетленме пултарнӑ «Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повеҫӗнчи Таранов писатель сӑнарӗ, паллах, чылай енчен автобиографиллӗ, унта Николай Мартынов хӑйӗн литература ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хуйхисуйхине, чун ыратӑвне ҫырса кӑтартни каламасӑрах паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Виталий Васильев ҫак таса вырӑна хӗлӗн-ҫӑвӗн пӑхса тирпейлесе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Таса пурӑнни илем кӳрет анчах мар, сывлӑхшӑн та усӑллӑ.

Куҫарса пулӑш

Тасалӑх — хамӑршӑн // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d1%82%d0%b ... 88a%d0%bd/

Чӑваш Ен халӑх ырлӑхӗшӗн яваплӑха туйса, таса чунпа ӗҫлесе пыма тӑрӑшатпӑр», – тенӗ хӑйӗн сӑмахӗнче «Трансэнергопром» ГК генеральнӑй директорӗ Елена Климашевская, уява пухӑннисене профессире ӳсӗм, ҫирӗп сывлӑх, телей тата кирек мӗнле пуҫарура та ҫитӗнӳсем тума суннӑ.

Куҫарса пулӑш

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Чӑваш хӗрӗ Укаслу та хӗвелшӗн кӗрешсех хӑйӗн таса юнне тӑкнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫынна кура — хисепӗ: таса чун-чӗреллине - тилӗ тӑлӑпӗ, вӑрлама-ҫаратма юратакана — мӑйҫыххи-пӑяв…

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унтан хӑй ӑшӗнче ҫынсемпе, хӗвелпе, уҫӑ та ирӗк сывлӑшпа, таса тӳпепе сывпуллашрӗ те сасартӑк юрласа ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ну, эппин, таса халӑх умӗнче хӑв мӗн-мӗн усал ӗҫ тунине каласа кӑтарт-ха!

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таса ҫынсене ҫӑлма вара унтан час-часах вӗҫе-вӗҫе тухать.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Таса чун-чӗреллӗ ҫынна вилӗм те ҫӗнтереймест, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта таса чун-чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн чун-чӗри питӗ таса, ырӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эпир ҫӗнӗ вут, таса вут тупрӑмӑр!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сире пуҫ таятпӑр, сире пуҫ ҫапатпӑр, сиртен ырлӑх ыйтатпӑр: Парӑрсам пире ҫӗнӗ вут — патька-патша ирӗкӗпе килнӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа упракан ҫӗнӗ вут, мӗнпур усал-тӗселе ҫунтарса яракан таса вут!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Парӑрсам пире ҫӗнӗ вут — патька-патша ирӗкӗпе килнӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа упракан ҫӗнӗ вут, мӗнпур усал-тӗселе ҫунтарса яракан таса вут!

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ялпа вӑрман хушшинчи таса уя икӗ юман юпа илсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Часах Килтеш ҫыннисем пурте вучахӗсене сӳнтерсе ял хӗррине, таса уя тапса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паянхи кун хӑйшӗн юлашки пулӗ тесе, Иннокентий таса атте тӗлӗкре те шутламанччӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла шухӑшласа, Килтеш пуянӗ кайса ӗлкӗреймерӗ, пӳртрен таса аттесем тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах пурте лайӑх, таса тумланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех