Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сиксе (тĕпĕ: сик) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑнкӑмӑллӑха хӑвӑр патӗнчен хӑвалӑр, унсӑрӑн тӑвансемпе хутшӑннӑ чухне пӑтӑрмахсем сиксе тухӗҫ.

Гоните от себя гордыню и высокомерие, иначе это повлечёт проблемы в общении с родными.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кун пек лару-тӑру сиксе тухнӑшӑн айӑпӗ пирӗнте, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенче те, пур иккен.

Куҫарса пулӑш

Пӳлӗмре сивӗ. Парӑма татса-и? // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/pylemre-sive.-par ... tsa-i.html

Тӗрлӗ ыйтӑва татса панӑ чухне ӑнланманлӑхсем сиксе тухсан тӳлевсӗрех юридици пулӑшӑвӗ парассине те йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ыйту та тимлӗхсӗр юлмӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/per-yijtu-ta-timl ... yulme.html

Совхоз автобусӗпе, — кӑлт! сиксе илчӗ Алевтина, куҫӗсене ҫутатса илчӗ, аллине, автобус мӗнле пынине кӑтартса, вӑшт! сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ак эпӗ ыттисенчен каярах сӗт сӑватӑп-ха та халь, — ай, чӗре вӑркать, тепӗр чух сиксе тухас пек тапать!

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ишкучина сиксе тӑрать те тумланма тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Хытӑрах каланӑ сӑмах та чылаях тивет вӗсене Матюк инкерен, канма ларсан та ларнӑ-ларманах сиксе тӑмалла унпа пӗрле чух, ҫапах ялан унпа юнашар ӗҫлесшӗн вӗсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

— Ара-ҫке! — ура ҫине сиксе тӑтӑм хайхискер, ун аллине тепӗр хут тытрӑм та хытӑ чӑмӑртарӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Пахом Петрович сасартӑк сиксе тӑчӗ, унта-кунта ҫапӑнса, хыттӑн таплаттарса, пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

«Эх, карчӑк, кун пек ҫемҫе вырӑна патша та курайман пуль», — тесе, тӳшек-минтере чышкаласа-тӗрткелесе пӑхма юратать Пахом Петрович, пружинӑсем ҫинче ача пек сиксе ларать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Сиксе тӑчӗ те, пӗкӗрӗлсе, алӑк патнелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Тен, чӗнессе кӗтмелле те мар, сиксе тухмалла та кӑмӑл туличчен ташламалла?

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

— Павӑл! — сиксе тӑчӗ Чӗкеҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Илтнӗ-и: Сиккасси сиксе килет, Асанкасси асса килет, Янкасси янӑраса килет, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вӑл каллех диван ҫине пырса ларчӗ те, сылтӑм чӗркуҫҫине аллисемпе тытса, пӗтӗм кӗлеткипе сулкалана-сулкалана илчӗ, унтан каллех сиксе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Ӗнтӗ эпӗ халь Анатолий Семеновичӑн ҫӗнӗ пейзажӗсене курас килнинчен ытла ҫак шухӑшсене («инкек тавраш сиксе тухмӑн-ши, чирлемен-ши?») хӑвӑртрах сирсе ярасшӑн залран зала васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унӑн картинисем чӑнахах та выставкӑра ҫук пулсан, тем каласан та инкек сиксе тухнӑ ун.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Йытӑ ҫури вӑйлӑ юхакан пылчӑклӑ шыв тыткӑнӗнчен ҫӑлӑнасшӑн пахча хӗрринчи ҫерем еннелле пӑхать, анчах хӑй шарлак урлӑ сиксе те, ишсе те каҫма вӑй ҫитерес ҫуккине туйса, мӗскӗннӗн, такамран пулӑшу кӗтнӗн йынӑша-йынӑша илет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Унӑн сӑнӗ сасартӑк тискерленсе кайрӗ, кӗлетки сиксе чӗтрерӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл ҫапла калаҫнӑ вӑхӑтра кӗлет алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлчӗ те ҫӗре Вавил Поляков сиксе анчӗ, хӑрах аллипе кӗпе тӳмисене ҫаклатса, тепринпе ҫуҫне сӑтӑркаласа хапха еннелле утрӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех