Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

мӗнпур сăмах пирĕн базăра пур.
мӗнпур (тĕпĕ: мӗнпур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗнпур хатӗр-хӗтӗрсем тупнӑ даннӑйсене лаборатори ҫӗр ҫине ярать, ҫакӑн валли вӑл 42 километр тӑршшӗ электрооптикӑллӑ кабельпе усӑ курать.

Данные со всех приборов лаборатория передает на поверхность по электрооптическому кабелю длиной 42 километра.

Вӑтаҫӗр тинӗсӗн тӗпӗнче тӗпчев лабораторийӗ ӗҫлеме пуҫланӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34343.html

Эпир хамӑрӑн юратнӑ ҫӗршывӑмӑрӑн хӳтӗлевҫисене, Раҫҫей ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ мӗнпур ҫынсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра чыслӑн упратпӑр.

Мы свято бережем память о всех защитниках нашей страны, о тех, кто отдал жизнь за свободу и независимость России.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/02/21/ole ... tnika-otec

Унта регионӑн мӗнпур влаҫ органӗсен представителӗсем ҫума-ҫумӑн тӑрса тупӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спартакиада пуҫланчӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%81%d0%b ... %87%d3%97/

Оборонӑпа промышленноҫ комплексне мӗнпур майпа аталантарма, унта ӗҫлекенсене пурӑнмалли кӗтесшӗн тӳлеме ҫӑмӑллӑхсем кӗртмеллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Вилнӗ салтаксемпе СВО ветеранӗсен ҫемйисене адреслӑ пулӑшу парас тӗллевпе В.В.Путин ятарлӑ патшалӑх фончӗ йӗркелеме, унӑн тытӑмне Раҫҫейри мӗнпур регионта кӑҫалах ӗҫлеттерсе яма хушу пачӗ.

Куҫарса пулӑш

В.Путин «Утӑм хыҫҫӑн утӑм туса тӗллевсене пурнӑҫлӑпӑр» // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%b2-%d0% ... %b5%d0%b2/

Унӑн мӗнпур пичетленсе тухакан сӑввисене те, статйисене те эпӗ вуласах тӑнӑ (унӑнне ҫеҫ те мар).

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

В. И. Ленин юбилейне пирӗн республикӑри ӗҫҫыннисем коммунизм строительствин мӗнпур участокӗсенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунипе кӗтсе илессишӗн кӗрешеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Чӑваш халӑхӗ, ытти мӗнпур совет халӑхӗпе малта пыракан этемлӗх пекех, В. И. Ленин ятне сума суса асӑнать.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

«Эпир, уесри совдеппа Етӗрне хулинчи мӗнпур учрежденисенчи совет работникӗсем, Сирӗн пурнӑҫа контрреволюционерсем сӗмсӗррӗн татма тӑнине тарӑхса питлетпӗр, вырӑс пролетариачӗн ҫулпуҫӗ хаяр хӑрушлӑхран ҫӑлӑннӑшӑн чун-чӗререн хӗпӗртетпӗр, Сире хӗрӳллӗ салам яратпӑр, революцин шанчӑклӑ ывӑлӗсем Сире чунтан-чӗререн парӑнса тӑни Сире хӑвӑртрах сывалма, революциллӗ халӑх влаҫне ертсе пырас ӗҫе хӑвӑртрах тӑма вӑй хушасса шанса тӑратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Мӗнпур йывӑр ӗҫе туса тӑрӑп!

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Марине, Арҫук амӑшне мӗнле курайманнине пӗлтерес тесе, мӗнпур вӑйран куҫне чарса пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 85-86 с.

Хӗрлӗ, сарӑ е симӗс шлепкеллӗ яка кӑмпасем вара, таҫтанах курӑнса, мӗнпур иртен-ҫӳрене хӑйсем патне йыхӑрса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Василий Суслов, Пӗрлешнӗ Араб Республикин чи пысӑк строительствинче ӗҫлесе, тӗнчери мӗнпур ӗҫҫыннисем Ленин ҫӗршывне, унтан пынӑ ҫынсене тӑвансем пек хисепленине хӑй куҫӗпе курнӑ, чун-чӗрипе туйнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Эсӗ мар, фабиансем, хородничанусем, мӗнпур шурӑгвардеецсем аллисене ҫӗклени кирлӗ мана.

Мне нужно, чтобы подняли руки фабианы, хородничану и вся белогвардейщина.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Бессараби пирки: мӗнпур капиталистсем… пш-ик пулаҫҫӗ, — терӗ, — автор пӗтӗм «географие» алтупанӗпе сулса аяккалла ывӑтрӗ те хаваслӑн сулса ячӗ.

Сказал про Бессарабию — и все капиталисты… фьюить! — Оратор смахнул всю «географию» с ладони и засмеялся раскатисто и заразительно.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӗнпур хӳмесем ҫинче вӑрҫа хирӗҫ ҫырнӑ хӗрлӗ лозунгсем.

Заборы красны от лозунгов против войны.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл мӗнпур вӑйне пухса, конструктор патне шуса пычӗ те ӑна аллинчен силлеме пуҫларӗ:

Напрягая все свои силы, он подполз к конструктору и принялся трясти его за руку:

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пирӗн патра ав мӗнпур гагаузсем ҫавӑн пек пиҫиххисемпе ҫӳреҫҫӗ!

А у нас все гагаузы такие кушаки носят!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Коммунистсен партийӗ хӑйӗн членӗсем умне ҫакӑн пек задача лартрӗ; ӗҫсӗр ҫынсем йышланса пыни промышленноҫри мӗнпур отраҫлӗсем, вӑрҫӑ хатӗрӗсем тӑвакан промышленнӑҫсӑр пуҫне пурте, вӑйсӑрланса юлнинчен килнине, Совет Союзне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухмалли хӗҫпӑшалсене халӑх шучӗпе кӑларнине, ку халӑх интересӗсене хирӗҫле тунӑ ӗҫ пулнине ӑнлантарса памалла.

Коммунистическая партия поставила перед своими членами задачу: разъяснять массам, что рост безработицы — это следствие прежде всего упадка всех отраслей промышленности, кроме военной, что гонка вооружений для антисоветской войны ведется за счет народа и направлена против его интересов.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӗсем хӑйсен мӗнпур пултарулӑхне ҫав ырлӑха кашни кун илсе тӑрасшӑн, май килсен вара кунне икшер хут та ӑна ҫаклатса тухасшӑн кӑна параҫҫӗ.

Вся изобретательность их уходила на то, чтобы добиваться этих благ ежедневно, а кто мог — даже два раза на день.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех