Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирттернӗ (тĕпĕ: ирттер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана сывлӑха упрас тӗлӗшпе ирттернӗ съезд материалӗсене ярса пачӗҫ Шупашкартан.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вунпилӗк ҫул пурӑнса ирттернӗ (ачалӑх та, яшлӑх та ҫавӑнтах иртрӗ-ҫке!) хваттерпе сывпуллашни тӑван кил-ҫуртран уйрӑлса кайнӑнах туйӑнчӗ Эльгеева.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Даниловпа иксӗмӗр столовӑйран таврӑннӑ чухне те, концертсенчен е театртан килнӗ чухне те, экзаменсем панӑ хыҫҫӑн та сахал мар вӑхӑт ирттернӗ кунта…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Шӑп ҫӗнӗ хӑта ӗҫки ирттернӗ кун телейсӗр Кӗтерукӑн Макартан ывӑл ҫуралать.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫав кӳлӗрен тухакан юханшыв хӗрринче, ватӑ йӑмрасем айӗнче, пӗр пӗчӗк ял хӑй ӗмӗрне ирттернӗ

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Сифилис пирки пӗр курс туса ирттернӗ, эппин, ӑна сулемапа, хӑйне пӗлтермен…

Куҫарса пулӑш

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлашкинчен хӑй туса ирттернӗ ӗҫсем ҫинчен кӗскен чарӑнса тӑчӗ те: — Ялсенче таса ҫӑлкуҫ чашлатӑр, Шупашкарта — водопровод! — тесе черккине ҫӗклерӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Лекцисене юлса ҫӳрени халиччен те пулкаланӑ-ха, хӑш чух каймасӑр та ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Юрӗ ӗнтӗ, лӑплан, эп ӑна тӳссе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

23. Вӑрманти ҫӗр пӳртре // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кӗтнӗ пекех, мӑрса учӗсем иккӗшӗ те (хуҫа Юмансар ака туйне икӗ утне ҫеҫ илсе тухма хушрӗ) пилӗк ялпа ирттернӗ ӑмӑртура пӗрремӗшпе иккӗмӗш парнесене илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лайӑх пӗлет Иштерек пичче сунарҫӑсем урана мӗнле ыраттарнине, вӑл хӑй те пӗтӗм пурнӑҫне сунара ҫӳресе ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эрнепи аппӑшӗсене ҫулталӑк хушшинче пурӑнса ирттернӗ тамӑк пек пурнӑҫӗ ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Старик Шигалее престола лартнӑ чух туса ирттернӗ чаплӑ церемони ҫинчен тата ҫак эрнере кӑна пулса иртнӗ туй ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Миҫе ҫул пӗрле пурӑнать вӑл Чураппапа, унпа пӗрле мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ вӑхӑт, мӗн чухлӗ инкеклӗ кун пурӑнса ирттернӗ, иккӗшӗнчен пулнӑ хӗр ачана вун ултта ҫити пӑхса ӳстернӗ, пурнӑҫ юратусӑр та пулман темелле, ҫапах та вӗсем ку таранччен чун-чӗре, шухӑш-кӑмӑл тӗлӗшӗнчен пӗр пек ҫынсем пулса тӑраймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Комиссие кӗрсе тухнӑ пек туймарӗ Эльгеев, тухтӑр патӗнче черетре тӑрса вӑхӑта ирттернӗ хыҫҫӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӗмпӗрте выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн, Самарти пурнӑҫ чӑваш артисчӗсене ҫӑтмахри пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсемпе пӗрле Савандеев та пулнӑ, вӑл унта митинг туса ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Выҫӑллӑ-тутӑллӑ пӗр талӑка яхӑн «ӑшӑ» вакунра пурӑнкаласа ирттернӗ хыҫҫӑн Ундрицовпа Эльгеев типех вырӑнтан тапранчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Иртнӗ ҫулсенче ҫак куна пит чаплӑ ирттернӗ: лайӑх вӗренсе тухнисене ылтӑн-кӗмӗл медальсем панӑ; чаплӑ лару хыҫҫӑн вечерсем туса ирттернӗ, хӗрарӑм гимназийӗсенчен хӗрачасене чӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ку ҫуртра ӗлӗк мул хуҫисем ӗҫсе-иртӗхсе вӑхӑта ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех