Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хайхи сăмах пирĕн базăра пур.
Хайхи (тĕпĕ: хайхи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вӑт, шутларӑм хайхи: мӗншӗн-ха ҫак ҫыннӑн, манӑн упӑшкана вӗлернӗскерӗн, манӑн аттепе аннене ялтан хӑваласа янӑскерӗн, манӑн чӗр тӑшманӑн тата мана тытмалла?

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӑх хайхи самай вӑрӑм коридора та шӑнӑҫаймарӗ, вара пухӑва картишӗнчех ирттерме йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи нумай ҫӗрте кулаксем патшалӑха тырӑ та парасшӑн пулман…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан хайхи каччӑ ушкӑн варрине тухса тӑчӗ те хуша пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи хӗр турткаланса тӑчӗ-тӑчӗ те, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек ярт тӳрленсе, Хӗлимун умне тухрӗ, сулахай ал тупанне пилӗк ҫине хурса, акӑш евӗр тикӗссӗн пӗр ҫаврӑм турӗ, унтан, аллисене ылмаштарса, пӗр вырӑнта каллӗ-маллӗ ҫаврӑнчӗ те ҫамрӑксем хушшине вӗлт кӗрсе пытанчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи, хӑйсене каччӑсем тимлеме пӑрахнине курсан, хӗрсем юрӑ картинчен саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Гитлер хайхи хӑй портретӗнчен ыйтать:

Гитлер обратился к своему портрету:

Вӑрттӑн кулӑш // Г. Рыклин. Ҫӗлен-калтасем. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви. 1941 — 52 с. — 48–52 c.

Хура кӑмака чулӗн ӑшшине пара-пара халран кайиччен ҫапӑнса таврӑнсан, Калюковӑн хайхи мӑшӑрне ӑс парасси те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милици ҫынни те ку ушкӑна ним мар ҫӳренине курсан, Телегин пирвай тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ (ара, хурахсен алли ытла вӑрӑм-ҫке!), кайран хайхи Калюков кунта килеспе каланӑ ӗҫ пирки сӑмах пуҫланасса тавҫӑрса илчӗ, ҫавӑнпа, ӳсӗрӗлсе каяс мар тесе, май килнӗ таран сахалтарах ӗҫме, ҫав вӑхӑтрах ыттисен умӗнче куҫран ӳкмесӗр сыпкалама тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Вӑт, Иван тусӑм, сан кӑмӑл ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӑхмалли май тупӑнчӗ хайхи, — лӑх-лӑх кулчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи картишӗнче арҫын такама ӳкӗтлесе тем калани илтӗнчӗ, унччен те пулмарӗ — хӗрарӑм шари! ҫухӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегинӑн ирӗксӗрех хаклӑ ыйтма тиврӗ, унсӑрӑн сутса пӗтерӗн те, пасарта ҫӳремешкӗн сӑлтав та юлмӗ хайхи.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сана кирлӗ ҫын хайхи шӑпах лавкка япалине асӑрхама пултарать.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫавна май Мӗтри хайхи Вӗлтрен Хӗлимунне те аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑт, шутларӑм хайхи: Пуслӑх Мишшин мӗншӗн нушаланмалла унта терӗм…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хайхи, чӑнах та, пурӑнма капла ҫӑмӑлрах пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑша эсир — чӑвашсене, теприсем ытти халӑхсене ӗнентерсен, хайхи влаҫ ҫирӗплӗхӗ пушшех йӑшма тытӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лавҫи хайхи шетнике ҫӳп-ҫаппа витет те тӗрме картишӗнчен ним мар тухса каять…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗҫрӗҫ-ӗҫрӗҫ те каҫ енне хайхи эрех пӗтсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех