Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Тӗрӗссипе (тĕпĕ: тӗрӗсси) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗрӗссипе каласан, ҫак пралукпа тунӑ конькипе (пирӗн патӑрта вӗсене «дротянӑй» тетчӗҫ) хӑрах урапа ҫеҫ ярӑнма пулатчӗ, анчах ҫакӑ мана питех кӳрентерместчӗ.

Правда, на этих проволочных — «дротяных», как мы их называли — колодках можно было кататься лишь на одной ноге, но это меня мало смущало.

11. Вӑйӑсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Тӗрӗссипе каласан, ҫапла, — терӗ Ага-хан, — эп ун телейшӗн пӗр рупи патӑм!

— Признаться, да, — сказал Ага-хан, — я дал ему на счастье рупию.

Хаваслӑ шӳт // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

— Сире ку вӑрҫӑран ҫапла юлнӑ пек туйӑнать пуль-ха, — тӗрӗссипе — пӗр-пӗрне вӗлерсе пӗтернӗ вырӑн пек туйӑнать ӗнтӗ.

— Вам кажется, что с это остатки от войны, — по сути, — это кажется местом, где на самом деле убивают друг друга.

Саид философ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Тӗрӗссипе каласан, кунта пирӗн нимӗнле пысӑк пуху та пулса иртмерӗ.

Собственно говоря, это было не собрание.

Тусем хушшинчи сукмаксемпе // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе илсе пӑхсан, ку ыйтусем боецсен пуҫӗнче ирӗксӗрех пӑтранмалла пек туйӑнмалла: чӑнах та, мӗншӗн-ха тӳп-тӳрӗ пынӑ ҫӗртенех аяккалла пӑрӑнса каятпӑр-ха?

Хотя, казалось бы, у бойцов не раз должен был возникать вопрос: почему мы вдруг сворачиваем в сторону?

Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе каласан, эпӗ хам та тахҫанах киле каясшӑн, — илтӗнчӗ сасӑ.

— Да, собственно говоря, я и сам непрочь поехать домой, — сказал он.

Полесье сӗм вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫапах та эпӗ Сталин юлташ патӗнче пулнӑ чух нимӗнле карта та асӑрхамарӑм, тӗрӗссипе каласан, тинкерсе пӑхмарӑм; халӗ акӑ нимӗн те калама пултараймастӑп, — пулнӑ-и ун кабинетӗнче мӗнле те пулин карта, е ҫук-и?

И всё-таки я не заметил её, был у Сталина и не обратил внимания на его карту, не мог сказать даже, была ли вообще в кабинете какая-нибудь карта.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе, пире пӗрне-пӗри ӑнланма нумай сӑмах кирлӗ те мар.

Вообще, нам не надо было много слов, чтобы понять друг друга.

Кремльре // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе чирлисем ҫеҫ мар, сыввисем те пайтах килетчӗҫ: ыратать-и ун мӗн те пулин, е ҫук-и, — ҫапах кашниннех пӗр порошок та пулин Мускав эмелне туянас килет.

Каждому, хоть он и здоров, хотелось получить какой-нибудь целебный порошочек из Москвы.

Старая Гута — Мускав // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе каласан, йӗпле пралук леш енче мӗн пулса иртнине этем чӗлхи каласа пама та май ҫук.

Да и невозможно было рассказать человеческими словами то, что происходило за колючей проволокой.

Йӗплӗ пралук леш енче // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӗрӗссипе илсе пӑхсан, пирӗн штаба Сума облаҫӗн лайӑх пысӑк пайӗнчи совет центрӗ теме пулать.

И по существу штаб являлся советским центром значительной части Сумской области.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе каласан, тӑшман ури пырса пуснӑ хуласенче пуринче те ҫавӑн пек улшӑнусемех пулса пӗтнӗ: ҫуртсем, урамсем, йывӑҫсем, садсемпе пахчасем таҫта кайса кӗнӗ, пытаннӑ, совет ҫыннисемшӗн чи хаклӑ япаласене ятсӑр этемсем веҫех таҫта пытарса усраҫҫӗ…

По существу то же самое во всём городе произошло: дома, улицы, природа — всё это на своих местах осталось, а жизнь спрятана куда-то, всё дорогое, советское, где-то бережётся людьми.

Клевень шывӗ хӗрринчи лагерь // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе каласан, Старая Гутана вырӑнаҫнӑ хыҫҫӑн эпир пурсӑмӑр та ҫар ҫыннисем пулса тӑтӑмӑр.

К тому времени, когда мы расположились у Старой Гуты, все путивляне стали военными.

Партизансен столици // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе илсен, малтанхи ҫапӑҫусенче урӑхла пулма та пултарайман.

Но тут уж ничего нельзя было поделать.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Веселый салинче пулса иртес ҫапӑҫу, тӗрӗссипе, фронтри ҫапӑҫуран нимӗнпе те кая мар.

Этот бой у Весёлого предстояло провести в условиях, не отличающихся от фронтовых по существу.

Веселый ятлӑ салари ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Уншӑн, тӗрӗссипе каласан, нимӗҫсемпе пӗрле пурӑнма та начар мар!

Ей в конце концов неплохо и при немцах!

Кашук // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӗрӗссипе каласан, пирӗн ачасенчен кам кинона юратмасть-ха?

Кто из наших ребят не увлекается кино!

«Ан вӗҫсем эс, хура ҫӑхан» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӗрӗссипе каласан, малтанхи кунсенче пирӗн комиссарӑн ҫар хӑнӑхӑвӗсем, вӑл кашнин умнех ҫирӗп дисциплина лартни пирӗн пата каярахпа килсе лекнӗ юлташсенчен нумайӑшӗсене кӑмӑла каймастчӗҫ.

По правде сказать, на первых порах армейские привычки комиссара, его требовательность не очень-то по душе пришлись кое-кому из новых людей, присоединившихся к нам уже в лесу.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе каласан, вӗсем пирӗн ҫинчен нимӗн те шутлама пултараймаҫҫӗ, а эпир вӗсен кашни утӑмнех пӗлсе-курса тӑратпӑр.

Они ничего по существу не знали о нас, а мы знали о каждом их шаге.

Партизансен крепоҫӗ // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Тӗрӗссипе илсен, пирӗн юлташсен ҫапӑҫу хастарлӑхӗ начар, тесе пӗртте ӳпкелемелли ҫук.

Во всяком случае, мне, как командиру, не приходилось жаловаться на отсутствие боевого задора у людей.

Танксемпе ҫапӑҫни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех