Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каялла хӑпарнӑ чухне илтетпӗр: Вова темле юрӑ ӗнӗрлесе пырать.
Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.
Хулӑн ҫуртан ҫулӑмӗ витӗр ҫил пырса тивсен те хисеплесе пуҫ тайнӑ пек кӑна кӑшт авӑнса илет, унтан каялла тӳрленет.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Ҫурта варринчи ҫиппи ҫеҫ «лӗпӗше» тытса чарса каялла тавӑрать.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Илме патнех ҫитсеттӗм — пӗр паллаканни мана: «Кеша, атя тухса кӗрер, пуплемелли пур», — тесе алӑран ҫавӑтса илсе тухса пите юрпа сӑтӑрчӗ те: — Ҫухал, тасал кунтан счетчик ҫине ларас килмесен. Урӑх ан выля! Сан валли мар вӑл укҫалла картла вылясси, — терӗ те каялла кӗрсе кайрӗ.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Такси ҫине ларнӑ-ларманах вӑхӑт вӑчӑрине каялла турта пуҫларӑм.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Тӑна кӗрсе ҫитсенех ҫиччӗри имшеркке ача тарнӑ панулмисене каялла кутамккана пуҫтарма пикенчӗ, лӑпчӑннисене айккине пемерӗ, ҫанӑ вӗҫӗпе малтан куҫне, унтан панулмисене шӑлкаласа илсе пуҫтарнисем ҫине хучӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Ҫапларах шухӑшласа утса-утса пынӑ чухне, апӑрша, иртнӗ пурнӑҫ яланах ӑшра капланнине каялла аса илӳпе тавӑрать.
Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.
Яла ҫитсенех пӗр мучирен килте лартса ӳстернӗ махорка илет те — каялла вӑрмана.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.
Тулли лавпа каялла килнӗ чух ҫак Махорка мӑкпа витӗннӗ кӳлленчӗке тулли лавпах кӗрсе каять.
Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.
…Венюк савнийӗн амӑшӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хӗрӗ чӑнахах килте ҫуккине пӗлсен пӗр ҫур сехетрен каялла ҫула тухмалла пуль тесе шутлаттӑм.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Лора тӳрех каялла каясшӑнччӗ, анчах Венюк хӗрӗн амӑшӗпе паллашас терӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Милици сотрудникӗ мегафонпа пире каялла килме чӗнет, машини тӑрринчи ҫутӑсем мӗлт-мӗлт тӑваҫҫӗ…
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Эпир вара кӑшт шӑхӑркаласа тӑрсан каялла ҫул тытрӑмӑр.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
«Тепӗр сехет ҫурӑран Ҫӗньял укӑлчи умӗнче сире кӗтӗпӗр», — терӗҫ те каялла тӗрлеттерчӗҫ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Амӑшӗ уйӑх каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Каялла таврӑннӑ чухне хӗрсем хӑйсен ачалӑхӗ, шкулта мӗнле вӗренни, ҫав ҫулсенче пӗр класри мӗнле арҫын ачана килӗштерни пирки калаҫса пычӗҫ.
III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Каялла кӑлармарӗҫ ватӑ ҫынна.
II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Ашшӗ-амӑш ирӗкӗсӗр качча тухса каялла таврӑнман вӗт-ха вӑл.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Пӗр сехет-сехет ҫурӑ каялла ҫеҫ паттӑр пулнӑ ҫынсем халӗ пуҫӗсене пӗксе, пӗр-пӗрне сӑмах хушмасӑр, пӗр-пӗринчен вӑтанса та именсе автомашина хыҫҫӑн утаҫҫӗ.
Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.
Михаҫ сассине илтсе вӗсем тӑна кӗчӗҫ тейӗн, пӗри те тепри каялла таврӑнчӗҫ, инкеке лекнине туртса кӑларма пулӑшрӗҫ.
Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.