Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Вӑйлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
Вӑйлӑ (тĕпĕ: вӑйлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку вӑл вӑйлӑ тӗреклетнӗ крепость пулмалла.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл ӑна пуҫтарӗ, унӑн ывӑлӗ патшара ларнӑ хушӑра Хусан ханлӑхӗ нихҫанхинчен вӑйлӑ та чаплӑ патшалӑх пулса тӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс халь вӑйлӑ — сан аллунта хан утлӑ ҫарӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эп пур ҫӗре те вӑйлӑ хурал тӑратнӑ, — терӗ Кучак.

Куҫарса пулӑш

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫутӑсӑр, ӑшӑсӑр ларса, ҫулсем ҫуккипе нушаланса ҫакна юлашки вӑхӑтра пушшех те вӑйлӑ туйрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Хӗлле пуҫланнӑранпа ҫутҫанталӑк пире темшӗн питӗ вӑйлӑ тӗрӗслет.

Куҫарса пулӑш

Кӑткӑс вӑхӑтра пӗрлешсе ӗҫленӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11860-k- ... eshse-clen

Кӑларӑм ҫырнӑ тӑрӑх, малтан вӑйлӑ сас тухнӑ, кайран урамалла отель фасачӗн пайӗсем сирпӗнсе тухнӑ, шыв юхса тухнӑ.

Раздался громкий шум, на улицу вылетели части фасада отеля, вылилась вода, пишет издание.

Берлинра 1 млн литр шыв калӑпӑшӗллӗ тӗнчери чи пысӑк цилиндр аквариум ҫурӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/33733.html

Эп вӑйлӑ тет пуль хӑш тӳре тепӗр чух, Ытла ан алхас, ак тулать сан шалчу.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун хыҫҫӑн пилӗк ҫул хушшинче ҫавӑн пек вӑйлӑ поход ирттереймерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эх, вӑйлӑ кисретрӗ-ҫке вӑл ун чухне вырӑс хулисене!

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Атӑл хӗрринчи мӑрсасене, нимрен ытла ҫармӑссемпе чӑвашсене, вырӑссем вӑйлӑ ҫаратаҫҫӗ, аслӑ хан.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавна пула юлашки ҫулсенче шӗкӗр хулара каллех вӑйлӑ тапӑсем ирттерме пуҫларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юрри килтинчен вӑйлӑ янрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Ҫавӑнпа пӗррехинче, таҫтан вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл килсе тухсан, ҫав ҫӗрӗк кантра татӑлса кайрӗ те, шӑнкӑрч вӗлли ҫӗре ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑрч — юрӑҫӑ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 28–31 с.

Йӑлӑмра ҫӗр ҫула яхӑн ӗлӗк вӑйлӑ пушар пулнӑ, ҫамрӑк «хырсем веҫех ҫунса-хӑрса пӗтнӗ, вӗсен вырӑнне вара ытти йывӑҫсем ӳссе ларнӑ», — терӗ Степан Лукич пӗррехинче.

Куҫарса пулӑш

Вӗлтӗрти вӗҫевҫӗсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 10–11 с.

Сана вӗрентрӗм-вӗрентрӗм те, вӑйлӑ тыр-пул туса илсе, чапа кӑлартӑм…

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Ҫавӑн пек вӑйлӑ та пултаруллӑ этем те кулянма пултарни ӑна хӑйне те самантлӑха вӑйсӑрлататчӗ, вӑл упӑшки ҫумне пырса ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Теприсем ҫирӗп чӗреллӗ, вӗсен вӑй-халӗ тинӗс пек вӑйлӑ та сарлака, вӗсем хӑйсен тӗллевӗ патне ҫитеҫҫех.

Куҫарса пулӑш

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Паянччен кӑна пӗр эрне хушши ҫумӑрсӑр ҫанталӑк тӑчӗ: кӑнтӑрла ҫӗр улмипе хӑяр ҫеҫкисем вӑйлӑ тӑм тивнӗ пек шана-шана кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Вӑйлӑ ҫын килтӗр-и уй хуралҫи патне, такама та ятлаҫма тивнӗ, вирелле шӑлни тӗк май шӑлни мар, выльӑх та ҫилленет.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех