Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эсир, тен, нефтепровода сывлӑшран тӑваҫҫӗ, тесе шутлатӑр пулӗ, сирӗн складӑрсем вара тем тӗрлӗ пурлӑхпа питӗрӗнсе тӑраҫҫӗ.

Вам, наверное, снится, что нефтепровод строится из воздуха, а ваши склады стоят под замком, заполненные добром.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫавна ыйтасчӗ сирӗн.

Вы бы спросили об этом.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Е манӑн сирӗн ҫинчен элеклеме Беридзе патне каймалла-и?

Или мне снова идти к Беридзе жаловаться на вас?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн распоряжени пур.

У вас есть распоряжение.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпӗ хамӑн кӑмӑла ыйту ҫумне ҫӗлесе ямастӑп, сирӗн унпа интересленме те кирлех мар.

— Мои качества не прикладываются к заявкам и вас не должны интересовать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Халех кӗме пултаратӑр, сирӗн ыйтӑва ырана хӑварма юрамасть…

Заходите хоть сейчас, ваши вопросы откладывать нельзя…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эсир унӑн проектне хурлатӑр, вӑл сирӗн ҫӗнӗ ӗҫӗрсене критиклет.

Вы ревизуете его проект, он критикует ваши новшества.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах, закон тӑрӑх, Мускав килӗшнипе ӑна Рубежанскра ҫирӗплетсен ҫеҫ сирӗн проект ӗҫе кӗме пултарать.

Но официально наш проект войдет в полную силу лишь с той минуты, когда его утвердят в Рубежанске при согласии Москвы.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн проекта хирӗҫ пулни ҫинчен вӑл тахҫанах пӗлтерчӗ.

Свое мнение против ваших манипуляций с проектом он давно заявил.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эсир ман пата ҫыратӑр пулсан, эпӗ вара сирӗн ҫырӑва Государство Оборона комитечӗн уполномоченнӑйне е крайком секретарьне ярса пама сӑмах паратӑп.

Поскольку вы ко мне обратились, я обещаю направить вашу докладную записку Уполномоченному Государственного Комитета Обороны или секретарю крайкома.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ хам хирӗҫленисене тӗплӗн шухӑшласа, сирӗн ятпа ҫыру ҫыртӑм.

Я тщательно продумал свои возражения и выразил их в докладной записке на ваше имя.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпӗ каллех сирӗн пата парти руководителӗ патне тесе килтӗм.

— Я опять пришел к вам как к партийному руководителю.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Унпа лайӑххӑн калаҫса пӑхма пикентӗм — нимӗн те тухмарӗ; хӑтӑрса пӑрахрӗ ҫеҫ: «Эпӗ пурнӑҫра хама тивӗҫлӗ плана тултарнӑ. Сирӗн мӗнле пулса тухассине пӑхам-ха», — терӗ.

Пытался с ним поговорить серьезно — не вышло, он оборвал меня и высказался в таком роде: «Я свой план в жизни выполнил. Посмотрю, какой показатель будет у вас…»

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Чӗрӗ чӑрмав ларать сирӗн кабинетра.

— Живая помеха сидит в вашем же кабинете.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ҫапла, ҫапла, хамӑр ӗҫпе ҫыхӑнса тӑман занятисем сирӗн нумай.

— Вот-вот, у вас много занятий, не имеющих отношения к делу.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпӗ сирӗн пата сакӑр сехет ҫурӑра кӗрсе пӑхрӑм, эсир ӗҫре ҫукчӗ.

— Я заходил к вам в половине девятого, вас не было и в помине.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн шутпа Тополев та мӗнпур вӑйпа ӗҫлет-и? — кӑшкӑрчӗ Беридзе.

— Тополев, на ваш взгляд, работает много и добросовестно? — крикнул Беридзе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пролив тӗлӗшпе сирӗн ӗҫ нимӗн чухлӗ те малалла шумасть.

С проливом у вас полная остановка.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн шутпа ҫеҫ ҫапла! — тулхӑрчӗ Беридзе.

— Только по-вашему! — фыркнул Беридзе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Генеральный проект вара сирӗн пачах вырӑнтан тапранмасть.

Генеральный проект у вас совсем не двигается.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех