Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Папа ак… ниепле те ҫавна ӑнкарса илме пултараймасть.

Вот папа, например… он не может себе этого представить.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Чӗп-чӗр юн пуличчен хӗнесе пӗтернӗ Валет ҫавӑн хыҫҫӑнах расчет илме пычӗ.

И после, жестоко избитый им, Валет приходил просить расчет.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Аслӑ император 1916 ҫулхи октябрӗн 27-мӗшӗнче кӑларнӑ Указра кӑтартнине пурнӑҫласа, эпӗ, Донецк округӗнчи 7-мӗш участокри Мировой судья, япала сутса тӳлемелле килӗшнӗ ҫыру тӑрӑх, Пантелеймон Мелехов урядникран Сергей Мохов мещанин 100 тенкӗ укҫа шыраса илме пуҫарнӑ гражданла ӗҫе итлерӗм.

По Указу его императорского величества 1916 года октября 27 дня, я, Донецкого округа Мировой судья 7-го участка, слушал гражданское дело по иску мещанина Сергея Мохова с урядника Пантелеймона Мелехова 100 руб. по запродажному письму.

VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӑл, суранланнӑ аллине ҫыхас тесе, подсумкӑран бинт илме хӑтланчӗ, анчах чавсаран ҫанӑ ӑшне вӗри юн вӑйлӑн лӑкӑртатса тухнине туйнипеле ҫавӑнтах вӑйран кайрӗ.

Он хотел было перевязать раненую руку, потянулся к подсумку, где лежал бинт, но ощущение горячей крови, шибко плескавшей от локтя внутри рукава, обессилило его.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Виҫҫӗмӗш взвод валли апат илме Мишка Кошевой кайрӗ.

Для третьего взвода за пищей ходил Мишка Кошевой.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем васкаса, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, окопсемпе ҫӗр пӳртсем хушшинчи траншейӑсем тӑрӑх апат илме чупрӗҫ.

К ней по ходам сообщения, обгоняя друг друга, заторопились казаки.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ахӑртнех наганне вӗҫертсе илме те хӑтланса пӑхнӑ пулас — сарӑхса кайнӑ сарлака ал лаппи ҫинче этем чӗрни касса кӗнӗ шурӑ йӗрсем палӑраҫҫӗ, — анчах наган хурҫи алӑ ҫумне нихӑҫан уйрӑлмаслах ҫыпҫӑнса ларнӑ-тӑр — вӗҫертсе илеймен.

Наган, видимо, пытались вынуть, — желтая широкая кисть руки белела царапинами, но, знать, плотно вкипела сталь, — не расстаться.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫавсем ҫине ытараймасӑр пӑхнипе Чубов кулас килмен ҫӗртен кулса выртрӗ, ҫав тери хӳхӗм тунӑ ӳкерчӗк ҫинчен куҫне илме те пӗлмерӗ.

Чубов, непроизвольно улыбаясь, залюбовался мастерским рисунком.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эпӗ сана илме машина яма тӑнӑччӗ.

— Я уже хотел посылать за тобой машину.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сентябрь вӗҫӗнче Кубань тӑрӑхӗнче ҫанталӑк аван тӑрать, темле уйӑрса илме ҫук вӑхӑт пуҫланать — ҫу та иртмен-ха, кӗркунне те ҫитсе ӗлкӗреймен.

Обычно в конце сентября на Кубани устанавливается хорошая погода: наступает период безвременья, когда и лето еще не ушло и осень не вступила в свои права.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Танкист-герой хӑй ҫине тинкерсе пӑхнӑран, унӑн ҫемҫе пӗчӗк аллине вӑл ҫирӗп те хытӑ аллипе тытса чарнӑран, хӗр вӑтаннипе хӗрелсе кайрӗ те ҫӗре сиксе анчӗ, текех Сергей ҫине пӑхса илме те хӑяймарӗ.

А девушка, смущенная пристальным взглядом танкиста-героя, и еще более тем, что он задержал ее маленькую руку в своей крепкой, твердой ладони, покраснела и спрыгнула на землю.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Танк гусеници йӗррине курсан, моторсем кӗрленине илтсен, палаткӑсене, сире курсан… манӑн сиртен хӑвӑр пата илме тилмӗрес килчӗ… — терӗ Сергей.

— А я вот увидел следы гусениц, — заговорил Сергей, — услышал гул моторов, увидел палатки, вас… и хочется проситься снова в дивизию.

XXIX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӗсем вокзала япалисене илме кӗчӗҫ, вара «Мускав» гостиници патнелле кайрӗҫ.

Они заехали на вокзал за вещами и затем повернули к гостинице.

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл вӑйпах хӑйне аса илме хушрӗ, сасартӑк уй-хирсем, хӑмӑшлӑ лимансем, вагонӗ, хӑй выртакан полка та таҫта ҫухалчӗҫ…

Он напрягал воображение, и тогда вдруг куда-то исчезали и степь, и лиманы в камышах, и вагон, и полка, на которой он лежал…

XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Чӑнах ӗнтӗ вӑл, хӗрарӑм ӗҫӗ, — хӑвӑрт килӗшрӗ Савва, хӑй ӑшӗнче, арӑмӗ сӑмахне итлесе, Сергее ӗмкӗч илме каланӑшӑн вӑрҫса илчӗ.

— Да, это верно, бабское дело, — охотно согласился Савва, мысленно ругая себя, что послушался жены и заговорил об этом с Сергеем.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

— Сережа, тата эпӗ сантан хам валли пӗр япала илме ыйтасшӑн.

— Сережа, еще есть к тебе личная просьба.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Часах цемент илме наряд килӗ.

Скоро придут наряды на цемент.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тимофей Ильич юри ӑна хӑйма илме ячӗ, Ниловна пӳртрен тухсан, вӑл тӗкӗр умӗнче тӑракан Сергей патне пычӗ.

Тимофей Ильич нарочно послал ее за сметаной, и, когда Ниловна вышла из хаты, подошел к Сергею, все еще стоявшему возле зеркала.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Унтах ҫул ҫине илме хатӗрленӗ виҫӗ арбуз тата икӗ дыня выртнӑ.

Отдельно лежали тоже приготовленные в дорогу арбуз и две дыни.

XXVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пурте куҫа илӗртет, пурте илемӗпе тӗлӗнтерет, хӑшӗ чи илемлине суйласа илме те ҫук.

Все здесь радует глаз, все удивляет, и трудно сказать, какой из этих видов самый красивый.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех