Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫре (тĕпĕ: ӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫре хастар пулнине кура ертӳҫлӗх хавхалантарӗ.

Активность на работе будет вознаграждена руководством.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре кирек мӗнле задание те пурнӑҫлатӑр.

В профессиональной сфере деятельности вы справитесь с любым делом.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫре тӑрӑшнине тинех асӑрхӗҫ, ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр.

Также ваши старания на работе, наконец, будут вознаграждены, и вы сможете получить заслуженное продвижение по службе.

13-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Наци библиотеки хӑйӗн культурӑпа ҫутӗҫ тивӗҫӗсене пурнӑҫласа кӗнеке вулассине анлӑ сарас ӗҫре ӑслӑлӑхпа культура учрежденийӗсен, творчествӑлла союзсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен вӑйӗсене пӗрлештерет.

Куҫарса пулӑш

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

Ҫук, пирӗн ӗҫре ҫилле хӑваласа ҫӳренипе май килмест…

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кун пек ӗҫре халӑх сурӑх пек чӗмсӗр пуласса пупсем пит шансах пӗтермен пулас.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑв пӗлетӗн, пирӗн ӗҫре ҫирӗп чунлӑ, харсӑр, хушу сӑмахлӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пӗртен-пӗр йӑнӑш турӑм эпӗ хам ӗҫре, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Иннокентий.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эппин ку сана кирлӗ ӗҫре пулӑшаканӗ пултӑр, тыт, акӑ! — терӗ те Шӑхаль тусӗ тенӗскере укҫа енчӗкне ывӑтса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, ку ӗҫре эпӗ сана пулӑшма пултараймастӑп, — каллех ик аллине ик еннелле сарчӗ Карлай.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗҫре хуйхӑ та манӑҫать, ӗҫре чун та канать.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Агропромышленноҫ комплексӗнче вӑй хуракансен тӗп тӗллевӗсенчен пӗри – хӑмла лартса ҫитӗнтерес ӗҫре паянхи технологисен витӗмлӗхӗпе усӑ курса тавар туянакансем патне лайӑх пахалӑхлӑ продукци илсе ҫитересси.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев Чӑваш Енре хӑмла ӗрчетессине интенсификацилесси ҫинчен калакан килӗшӗве алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/06/oleg ... ssine-inte

Шуртан та, Шуршӑл та, Макаҫ та, Тутар касси те ярать ҫынсене — Ӗҫре пиҫсе ҫитнӗ чӑвашсене Пурмиссӑр пухнӑ халӑх пуххине.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ентимӗрӗн виҫ ывӑл, виҫҫӗшӗ те маттур: Ӗҫре те, ӗҫкӗре те, вӑйра та сатур, Ҫуркуннепе шурта никамран та малта Кӗтеҫҫӗ кӗсменлӗ кимӗсем Атӑлта.

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хӗр ӳсет хӳтлӗхре пукане пурнӑҫпе, Ыр курать ашамӗшӗн ячӗпе: Пурнӑҫ йӳҫлӗхне хальччен тутанман Йывӑр ӗҫре те пӗртте тарламан: Пир-арне тӗртеҫҫӗ ялти тӑлӑхсем.

Куҫарса пулӑш

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Малашне те халӑх сывлӑхӗн хуралӗнче пархатарлӑ ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Ҫак чӑнлӑха 30 ҫул ытла сывлӑха сыхлас ӗҫре тӑрӑшакан Г.Кольцова лайӑх ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Теориллӗ пӗлӳ пӗрре, кулленхи ӗҫре урӑхларах.

Куҫарса пулӑш

Эмелпе те, ӑшӑ сӑмахпа та сиплет // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8d%d0%b ... %b5%d1%82/

Сире тӑшмана хирӗҫ кӗрешес ӗҫре пысӑккисем ертсе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Фашистсемпе кӗрешес ӗҫре сире пысӑккисем ертсе пымалла.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех