Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫырса (тĕпĕ: ҫыр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паян та килте ҫук, хут таврашӗ те пулин ҫырса хӑварман хӑть.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Блокночӗ ҫине ҫырса пыракан цех начальникӗ ларакансем енне пӑхса илчӗ, урӑх никам та шарлакан ҫуккине кура сӗтел хушшинчен тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Общежитирен тухсан, Любӑпа Лида тата темиҫе ҫӗре ҫитрӗҫ, ҫуккисем патне хут ҫырса хӑварчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич смена тӑршшӗпе тумалли ӗҫсен списокне ҫырса пӗтерчӗ те Ревлен Петровича персе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӗҫе тӗрӗслетӗп, нарядсем ҫырса паратӑп, ҫав кӑна.

Куҫарса пулӑш

1 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тавлашсан-тавлашсан, юлташла суд председателӗ халӑх йышӑнӑвне протокол ҫине ҫырса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫӗр-ҫӗр салтак ятне мрамор плита ҫине ҫырса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Вӑл хаҫата ку таранччен илсе тӑманнисене те малашне илӗртессе, хӑйсен шухӑшне ҫырса пӗлтерменнисене те алла ручка тыттарасса, ҫивӗч ыйтусене хускатма хистессе чунпа туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Сӑнӗ улшӑнчӗ, "чунӗ" пуянланчӗ // Ревокат МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Михаил Тимофеевич кун кӗнекине ҫырса пынӑ.

Михаил Тимофеевич вел ежедневник.

Вӑрҫӑ ветеранӗ Михаил Наташкин 102 ҫул тултарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34344.html

Ял ҫыннисем панӑ ыйтусене хуравларӗ, ҫав самантрах татса пама май ҫуккисене ҫырса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннин ыйту нумай // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%8f%d0%b ... 0%d0%b9-2/

Чӑваш ҫӗршывӗнчи ӗҫҫыннисем те В. И. Ленин патне ҫырса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускав, Совнарком, В. И. Ленина // М. Румянцев. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 90 с.

Хӑй вара чи кӑткӑс ыйтӑва та пурте ӑнланмалла ҫӑмӑл та сӑнарлӑ чӗлхепе каласа пама е ҫырса кӑтартма пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ ҫӗртен килекен ҫырусене те унӑннах вуласа йӗркене кӗртмелле, уйрӑм тетрадь ҫине ҫырса хумалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Пӗррехинче Надежда Константиновна химипе ҫырнӑ ҫыру илнӗ, унта Владимир Ильич ӑна юратни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

«Память народа» порталтах 121-мӗш танк полкӗн ҫар журналӗнче ҫак кун бригада каялла чакни ҫинчен ҫырса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Анчах Комсомольскинче вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫырса хатӗрленӗ 1939-1950-мӗш ҫулсенче ҫара илнӗ салтаксен тата ытти хӑш-пӗр документсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Бригада командованийӗ йӑмӑкӗ — Нина Тимофеева патне янӑ ҫырура А.Тимофеев аслӑ сержант ҫак ҫапӑҫура вилни, ӑна Сталинград облаҫӗнчи Городище районӗнчи «Челюскинцы» совхоз территорийӗнче пытарни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Класс ертӳҫи ҫак ҫырса хунӑ йӗркесене вуланӑ хыҫҫӑн хӑйӗнчен хӑй вӑтанса каять, шухӑша путать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Аяларахра ун пирки «Дуче» тесе ҫырса хунӑ.

«Дуче», — сообщала о нем подпись внизу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗррехинче ҫапла пире пӗр сехетлӗхе «мораль вӗрентме» (расписанире ҫаплах ҫырса хунӑ) илсе кайрӗҫ.

Вот однажды согнали- нашу роту на час «морального воспитания» (так называется он в расписании).

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех