Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитичченех (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паганель, пӑшӑрханса та пулин, Элен кӑтартса панисемпе килӗшрӗ, вара пӗччен пурӑнӑҫӑн тивӗҫлӗхӗсемпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен калаҫу Амстердам утравӗсем патне «Дункан» пӗр миль ҫывӑхне ҫитичченех тӑсӑлса пычӗ.

Паганель не без сожаления согласился с доводами Элен, и разговор о достоинствах и недостатках одиночества продолжался до тех пор, пока «Дункан» не очутился в миле расстояния от Амстердамских островов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫапла уҫӑлса ҫӳреме тухса ҫулҫӳревҫӗсем сӑрт айне ҫитичченех анчӗҫ, унта пур ҫӗрте те нимӗне мая килмен чул ванчӑкӗсем, шлак, хура лава татӑкӗсем тата ытти ҫавӑн пек вулканпа сирпӗннӗ япаласем сапаланса выртаҫҫӗ.

Во время этой прогулки путешественники спустились к самому подножью горы, где вся земля была усеяна бесформенными обломками скал, шлаком, кусками чёрной пористой лавы и прочими продуктами вулканического извержения.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫил пӗлӗтсене хӗвеланӑҫ еннелле хӑвалать, хумсен ҫийӗсенчен шыв тусанне ҫулса илсе, ӑна хӑйӑр кӗрчӗсем тӑррисене ҫитичченех пӗрӗхтерсе илет.

Ветер гнал облака на запад и доносил до самых верхушек дюн водяную пыль с гребней волн.

Ҫирӗм улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Шыв юххине хирӗҫ йывӑҫ чӑтать те пулмалла, анчах шывӗ пӗрмай тулса пырать, ҫавӑнпа ӗнтӗ капланнӑ шыв унӑн тӑррине ҫитичченех улӑхасран хӑрушӑ.

Дерево, вероятно, устоит против потока, но прилив воды всё продолжался, и наводнение могло затопить его до самой верхушки.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Унӑн тӑрринчен пӗтӗм тавралӑх таҫта ҫитичченех курӑнать.

С этого возвышенного места взгляд охватывал огромное пространство.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Йывӑҫа аялти тураттисене ҫитичченех шыв тулнӑ.

Вода заливала дерево до нижних ветвей.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кӑнтӑрла ҫитерехпе ту ҫинчен анса ҫулҫӳревҫӗсем тинӗс хӗррине ҫитичченех тӑсӑлакан сӑртлӑ тӳремлӗхпе пыма пуҫларӗҫ.

Около полудня путешественники опустились с горы и очутились на холмистой равнине, тянущейся до самого моря.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирӗн Независимость текен форта ҫитичченех хӗвелтухӑҫнелле каймалла — пире вӑл ҫула май пулать.

Мы должны ехать на восток до форта Независимости — это нам по пути.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

вӑл Тапельквемпа Тандиль сьерри патне ҫитичченех тип-тикӗс тӑсӑлса пырать.

тянущуюся до самого подножья сьерры Тандиль и Тапальквем.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Апла хӗвелтухӑҫнелле кайӑпӑр, кирлӗ пулсан — хӗвел патне ҫитичченех! — тесе пӗтерчӗ Талькав.

— В таком случае, идём на восток, если понадобится — до самого солнца! — просто закончил Талькав.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Кунти тӗттем кӗтессене пӗччен пуҫпа килсе кӗрекенсемшӗн кашниншӗнех ҫак отряд шанӑҫлӑ мар туйӑнмалла: пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех хӗҫпӑшалсемпе авӑрланнӑ сакӑр ҫынна курсан, бандит хӑй те сехӗрленсе ӳкӗ; тӳрӗ шухӑшпа ҫӳрекен ҫӳревҫӗ вӗсене хӑйсене бандит теме пултарӗ.

Отряд должен был казаться подозрительным каждому, кто решил в одиночестве забраться в эту глушь: бандита должен был вспугнуть вид восьми хорошо вооружённых людей; честный путешественник вправе был заподозрить в них бандитов.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Вӗсен хӑйӑрӗсем мамӑклансах кайнӑ, ҫавӑнпа ҫил вӗсене ҫӑп-ҫӑмӑлах ҫӗклесе илсе пӗлӗчӗ-пӗлӗчӗпе вӗҫтерсе каять те, тепӗр чухне таҫта ҫитичченех ҫӳле хӑпартса ярать.

Песок их необычайно тонок, и ветер легко поднимает его в воздух целыми тучами, взлетающие на большую высоту.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫакӑнтан пуҫласа вара ҫулҫӳревҫӗсем океана ҫитичченех вӗҫӗ-хӗррисӗр таллӑ пиҫенсемпе люцерна хушшипе пыраҫҫӗ.

Отсюда до самого океана путешественник ступает по бескрайней поросли люцерны и чертополоха.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Хӗрӗх иккӗпе ҫирӗм икӗ градуслӑ широтасен хушшинче Аргентинӑн тӳрем тинӗс пек ҫӗре хӗвеланӑҫӗнчен хӗвел тухӑҫнелле хӑяккӑнланса выртать; ҫапла вара ҫул ҫинчи ҫынсен тинӗс хӗррине ҫитичченех анаталла каймалла пулать.

Аргентинская равнина между двадцать вторым и сорок вторым градусами широты имеет уклон с запада на восток; путешественникам предстояло, таким образом, проехать по отлогому спуску до самого моря.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эдуард таҫта ҫитичченех хӑпарчӗ; хӑй час-часах чарӑнса тӑчӗ, кӑшт ҫеҫ пулнӑ сасӑсене те чӗри таппине чарса итлерӗ, ӳкӗнӳллӗ сассипе кӑшкӑрса ярса, пушӑ тайлӑмсене те янтӑратса илчӗ.

Он забрался очень высоко: часто останавливаясь, он то вслушивался в малейшие шумы, сдерживая биение сердца, то оглашал пустынный склон криками отчаяния.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Пирӗн кашни хушӑках, кашни ҫӗр ҫурӑкне тӗпне ҫитичченех анса пӑхмалла!

Мы должны осмотреть всё ущелья, все трещины до самого дна!

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Паганель ним тума пӗлмест: туземецсем вӑл каланӑ сӑмахсене пӗрне те ӑнланмаҫҫӗ; вӗсем пурте Магеллан проливне ҫитичченех сарӑлнӑ арауканецсен чӗлхипе ҫеҫ калаҫаҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунти вырӑнсенче, калас пулать, еврейсен тахҫанхи чӗлхи пекех, Паганелӗн испанилле чӗлхи те усӑсӑр.

Паганель был в отчаянии: туземцы не понимали ни слова из того, что он говорил; но так как они говорили только на арауканском языке, распространённом повсеместно до самого Магелланова пролива, то испанский язык Паганеля оказался здесь в такой же мере бесполезным, как, скажем, древнееврейский.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Акӑ, пӑхӑр, ҫип ҫапнӑ пек тӳп-тӳрӗ йӗр, ӑна эпӗ карттӑ ҫинче чӗрнепе паллӑ турӑм, ҫав йӗр тӑрӑхӗпе пырса, пирӗн ҫак ҫӗршывӑн тепӗр енне ҫитичченех каҫса каймашкӑн тивӗҫ пур.

Мы обязаны пересечь эту страну вот по этой прямой линии, которую начертил на карте мой ноготь?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Манӑн шухӑшпа, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Америка ҫӗрне Лӑпкӑ океанӑн ҫыранӗнчен пуҫласа кӗрсе кайнӑ вырӑнтан тытӑнмалла та, Атланти океанне ҫитичченех ҫак параллельрен ниҫта та пӑрӑнмасӑр пӗтӗм материк урлӑшӗпе каҫса каймалла.

— Я думаю, что надо начать с места, где тридцать седьмая параллель пересекает американский материк на берегу Тихого океана, и пройти весь материк, не уклоняясь ни на полградуса от этой параллели, до того самого места, где она доходит до берега Атлантического океана.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

— Ан тив, хӗн-хурлӑ ҫынсене индеецсем таҫта ҫитичченех илсе кӗрсе кайнӑ пултӑр, вара вӗсем хӑйсем тыткӑнри ҫинчен пӗтӗм тӗнчене пӗлтерме шутланӑ тейӗпӗр.

— Потерпевшие крушение были отведены индейцами вглубь страны и уже оттуда пытались сообщить миру о своём пленении?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех