Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫумӑр сăмах пирĕн базăра пур.
Ҫумӑр (тĕпĕ: ҫумӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫумӑр вӑраха пымарӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫак вӑхӑтра кашни Сурӑм пуххинчех ҫӑвакан ҫумӑр йӑтӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Кайран вара сасартӑк ҫумӑр йӑтӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анчах малтанах ҫумӑр ҫукчӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ун витӗр — кӑвак тӳпене шултра куҫлӑ марлӗпе карса хунӑ пек — ҫумӑр хӗвелӗн пайӑркисем ним чӑрмавсӑрах кӗреҫҫӗ те ҫав тери пӗҫертеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня чӑматан йӑтса уй хапхине ҫитсен, каллех ҫумӑр тӑкса ярать.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Саня каялла кӗрсенех ҫумӑр витӗрех хӗвел пӑхса кулса ярать.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫумӑр пӗрре чарӑннӑ пек пулчӗ, унтан каллех капланса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Таҫтан хуп-хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем тапса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Те ыран-паян ҫумӑр пуласса, — терӗ карчӑк, ӑна сӑра курки тыттарнӑ май.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫтаппан кӑҫал малтанхи аслати сасси анӑҫалла авӑтса кайни ҫинчен, ҫавӑнпа, вӑл шутланӑ тӑрӑх, Микул кунӗ иртмесӗр ҫумӑр ҫӑвас ҫукки тӗрӗс пулни ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ҫумӑр ҫунӑ тет.

Три дня и три ночи шел дождь.

Шӑмашпа Вӑтанпи // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/4

— Ҫӑвӑпе ҫумӑр ҫурӗ, уяр кун сахал пулчӗ, — пӗлтӗрхи ӗҫсем ҫинчен малалла каласа парать Николай.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Общежитире вӗсем иккӗн анчахчӗ, ҫутта сӳнтернӗччӗ, тулта ҫумӑр шапӑртатса ҫӑватчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Ҫумӑр ҫапса ӳкернӗ, ҫил лӑскаса тӑкнӑ тырӑ ҫӗр ҫумне айсарӑм улӑм пек выртсан, комбайнерсен помощникӗсем ӑна, ураран ӳкнӗ тырра, сенӗкпе хӑпартса пынӑ, комбайнсем вара хӗвел пек хуллен шуса, хушӑран каялла та чакса, метр хыҫҫӑн метр вырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Комбайнерсем талӑкра ик-виҫ бункерлӑх ҫеҫ тырӑ вырни те нумай пулнӑ, ҫапах та — вырнӑ, лайӑххӑн уяртасса кӗтмесӗр ӗҫе пикеннӗ те каллех ҫумӑр лӳшкеме пуҫласан та вырнӑ, комбайн кустӑрмисем ҫӗре путса кӗрсен тин алла штурвал ҫинчен илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

«Вӗҫӗмсӗр ҫумӑр лӳшкени халӑх кӑмӑлне сӗврӗлтерсе ямарӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Е уйӑхӗ-уйӑхӗпе ҫумӑр пӗрчи кӑтартмасӑр ҫӗре типӗтсе, ӳсен-тӑрана ӗнтсе ямалла сан, е тӗнчене шыв айне тӑвас тенӗ пек ҫумӑр тӑкмалла та тӑкмалла.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

…Татти-сыпписӗр ҫумӑр ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Тутлӑ ҫӑкӑр // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 380–385 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ уйӑха яхӑн иртрӗ кӑна — ҫырма леш енчи ҫӗнӗ урамра Микка ачисен ҫӗнӗ пӳрчӗсем ҫумӑр хыҫҫӑнхи карта кӑмпи пек ӳссе ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех