Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран тухакан сӑмах та ҫавӑн пек: вӑл Ман патӑма усӑсӑр таврӑнмасть, Мана мӗн кирлӗ — ҫавна тӑвать, Эпӗ ӑна мӗн тума янӑ — ҫавна пурӑнӑҫа килтерет.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вӗсем пурте хӑйсемшӗн усӑсӑр халӑха пула намӑса юлӗҫ; ҫав халӑхран пулӑшу та, усси те пулмӗ, намӑс та мӑшкӑл ҫеҫ пулӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Усӑсӑр ӗҫ тӑвакан ҫав тӑмранах ниме тӑман турӑ ҫӑрса тӑвать, хӑй вара, нумаях пулмасть тӑпраран ҫуралнӑскер, хӑйне ӑҫтан илнӗ, кӗҫех ҫавӑнта кайӗ, ӗнтӗ унран чунӗн парӑмне шыраса илӗҫ.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫыннӑн ултавлӑ ӑслайӗ, ӳнерҫӗсен усӑсӑр ӗҫӗ — тӗрлӗ сӑрӑпа эрешленӗ ӳкерчӗксем — илӗртмерӗҫ пире, 5. вӗсем ҫине пӑхсассӑн, ӑссӑррисен ӳт асӑхать, чунсӑр вилӗ сӑнар вӗсене астарать.
Ӑсл 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Йӗркесӗр ҫынсене хӑйсем ӗрчевлӗ пулни те усӑ кӳмест, аскӑн арлӑ-арӑмлӑ ҫынсен хунавӗсем тарӑн тымар яраймаҫҫӗ, вӗсен никӗсӗ тӗреклӗ пулаймасть; 4. турачӗсем вӑхӑтлӑха ешерсессӗн те, тӗрекӗ ҫуккипе, ҫил вӗрнӗ-вӗрменех силленме пуҫлӗҫ, кассӑн-кассӑн ҫил килсен тымарӗпех тӑпӑлса тухӗҫ; 5. черченкӗ турачӗсем хуҫӑлса пӗтӗҫ, ҫимӗҫӗ усӑсӑр, апат валли пиҫсе ҫитейменскер, пачах юравсӑр пулӗ: 6. йӗркесӗр пурӑнса ҫуратнӑ ачасем ӗнтӗ хӑйсен ашшӗ-амӑшне тӗпченӗ чухне вӗсен аскӑнлӑхне кӑтартакан кӳнтелен пулӗҫ.
Ӑсл 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Йӗркесӗр ҫынсем вара ӑсчахланса калаҫнӑшӑн, тӳрӗ ҫынна хисеплеменшӗн, Ҫӳлхуҫаран пӑрӑннӑшӑн хаса тӳсӗҫ: 11. ӑслӑлӑхран, ӳкӗтлесе каланинчен йӗрӗнекен — телейсӗр, вӗсен шанчӑкӗ — вырӑнсӑр, ӗҫӗ-хӗлӗ усӑсӑр, вӗсем мӗн туни — юрӑхсӑр.
Ӑсл 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эппин, усӑсӑр ӳпкелешсе калаҫасран асӑрханӑр, чӗлхӗр усал сӑмах каласран сыхланӑр: вӑрттӑн сӑмах та ахаль иртмест, элеклекен чӗлхе-ҫӑвар чуна вӗлерет.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Наян ҫын чунӗ ӗмӗтленет те — анчах усӑсӑр; ӗҫчен ҫыннӑн чунӗ — тӑранӗ.4. Душа ленивого желает, но тщетно; а душа прилежных насытится.
Ытар 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Феман ҫынни Елифаз ҫапла хуравласа каланӑ: 2. ӑслӑ ҫын пушӑ сӑмаха хирӗҫ тавӑрса калӗ-и, хӑйӗн ӑшне вӗри ҫил тултарӗ-и, 3. усӑсӑр сӑмахсемпе, хевтесӗр калаҫупа тӳрре тухма хӑтланӗ-и?
Иов 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унсӑрӑн ялӑн ҫутӑ пуласлӑхӗ ҫинчен сӑмах пуҫарни усӑсӑр.
«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11