Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗлӗкрех Ильяс ӑна итлетчӗ, хушӑран чӗри патӗнчи шухӑшӗсене кала-кала паратчӗ, тетӗш сӑмахӗнчен тухмастчӗ.Прежде Ильяс беспрекословно слушался Тимрука, делился своими тайнами.
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тавшуйлӑ савӑнӑҫ, пулас мӑшӑрсен хӗлхем тӑкан куҫсем, чӗре патӗнчи туслӑ сӑмах та таса тупа, ӗмӗтлӗ шухӑш та ӗмӗре ҫитмелли шанчӑк — юлӗҫ-шим ҫаксем кӑҫал Тимрукран?
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хӑйне панӑ япалана вӑл пӗр-пӗр ӑслӑ канавал пек тӗпчесе пӑхрӗ, унтан хӑй патӗнчи ҫӗҫҫе тытса шалти темле карӑнтӑксене каскаларӗ, чӑмӑр япаласем кӑларса пӑрахрӗ, хутаҫ пеккине тепӗр хут силлесе тасатрӗ.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тахҫан ҫав хӑйсен патӗнчи Ярслав вӑрманӗ хӗрринче кирпӗч ҫапма пулать тенине вӑл тӑван ялӗнчех илтнӗччӗ-ха.Когда-то он и сам в своей деревне слышал, что возле Ярославки можно, мол, кирпичи делать.
V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Эппелюкӑн йышлӑ килйышӗ хӑйсен пурлӑ-ҫуклӑ анине шакла хӑварнӑ хыҫҫӑн пиллӗкӗн тан Шерккейӗн Ишлӗ патӗнчи анине вырса килчӗҫ.
IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хаклӑ-ҫке пирӗншӗн сумлӑ ҫын хамӑр йышши пин-пин ҫынна, чун патӗнчи пек ҫывӑх курса, вӑхӑтра пулӑшма ӑс ҫитерет пулсан, вӑхӑтра хута кӗрсен, вӑхӑчӗпе ӳкӗтлесен, кирлӗ чух питӗмӗре хӗретсе вӑтантарсан, вӗрентсен, таса кӑмӑлпа ырӑ сывлӑх сунать пулсан!
III. Ют хӳте ӑшӑтас ҫук // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Инҫетре, шыв кукӑрӗ патӗнчи сӑрт леш енче, темле тусем пӗлӗтпе пӗрлешсе кайнӑ та тӳпен пӗр пайӗ пек пулса тӑнӑ, вӗсем, тӗтре пек, кӑваккӑн курӑнаҫҫӗ.
1 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Вӗсем лагерьте, кӑвайт умӗнче канашланине, ялав аври патӗнчи ҫутӑ ҫӑлтӑра час-часах аса илетчӗҫ.Нет-нет и снова вспомнится лагерь, беседа у огня, звезда из светляков.
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Эпӗ Кремль стенин чӗнтӗрӗсене, революцишӗн кӗрешнӗ ҫынсен вилтӑприйӗсем патӗнчи шухӑша кайса ларакан чӑрӑшсене, мрамор ҫине ЛЕНИН тесе ҫырнине куртӑм.
Уяв // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Шерккей ҫав хӗрарӑм кӗлпе хӗвӗннӗ кӗрт ҫинче мӗн туса ҫӳренине, мӗн шыранине, чӗркине мӗн силле-силле чикнине тинех тавҫӑрса илчӗ, вара хӑй патӗнчи ҫынсене пурне те илтӗнмелле хыттӑн, ниҫтан ча-рӑна пӗлмесӗр ахӑлтатса кулса ячӗ: — А-ха-ха-ха!.. Ах-ха-ха-ха!.. — каҫӑхсах кайрӗ вӑл.
ХХХIII. Ашшӗн каламан сӑмахӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнчи лап вырӑнта пасар тейӗн.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пуху тавраш нихҫан та ҫакӑн пек ир пуҫтарӑнакан марччӗ, пухӑнсан та, таҫта тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнчи уя мар, хурал пӳрчӗ умӗнчи ҫереме пухӑнатчӗҫ.
XXXII. Кӗтмен тӗлпулу // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Селимене ҫӗкленӗ ҫынсем картишне кӗчӗҫ, пӑлтӑралла сыхланса иртрӗҫ, пӳрте кӗрсе, Селимене алӑк патӗнчи кравать ҫине вырттарчӗҫ.
XXVI. Пӳкле вилӗм // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Сыватасси, паллах ӗнтӗ, Палюкӑн чун патӗнчи ӗҫӗ-ха, анчах Элентей сывлӑхӗ пирки ыттисем те шухӑшламасӑр тӑман, пӗрле пӑшӑрханнӑ вӗсем, ыйта-ыйта пӗлнӗ, телей суннӑ.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пурте пӗр вӑхатра пуҫтаранма сӑмах пӗтернӗ тейӗн: каҫкӳлӗм пыраҫҫӗ те алӑк патӗнчи кӗтеслӗ саксем ҫине ларса тухаҫҫӗ.Приходят, будто сговорившись, все в одно и то же время и, рассевшись по лавкам, начинают разговор.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Шерккей сӗтел ҫинчи куркана тытрӗ — курки пушӑ, алӑк патӗнчи витрене пырса пӑхрӗ — вӑл та пушӑ.Шерккей схватил со стола ковш — он был пуст, сунулся к ведру возле двери — оно тоже пустое.
XXIV. Ашшӗпе хӗрӗ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тимрукпа Ильяс алӑк патӗнчи кравать ҫинче ҫывӑраҫҫӗ.Тимрук с Ильясом спали на нарах у двери, ни о чем не подозревая.
XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Алӑк урати урлӑ каҫсанах: — Элентей хӑта-а!.. — тесе татӑлнӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ, ыталаса илнӗ йыттипех алӑк патӗнчи кутник сакки ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ; халиччен нихҫан куҫҫуль кӑларманскер, пӗчӗк ача пек макӑрма тытӑнчӗ.
XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Алӑк патӗнчи кӗтесре юр курӑнать.
XX. Чӗре ҫунтармӑш кунсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӳртре ытлашши ҫын ҫук, чун патӗнчи сӑмахсенех пытармасӑр калатӑн.
XIX. Каҫхи сасӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.