Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

панӑ (тĕпĕ: пар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑтӑмлӑхшӑн, паттӑрлӑхшӑн, пархатарлӑхшӑн ветерансене пурне те пуҫ тайса тав тӑватпӑр! - каласа панӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Уфари 98 ҫулти ветеран Мускаври Ҫӗнтерӳ парадне хутшӑнать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3758599

Автор повеҫре пушкӑрт ялӗнчи пысӑк та туслӑ ҫемьене кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ситекпуҫӗнче "Ачасене вӑрҫӑ ҫинчен вулатпӑр" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3758615

Радий Фаритович инаугурацин уйрӑм чаплӑ атмосферине палӑртнӑ та залра пирӗн аслӑ ҫӗршыв представителӗсем – наци тӗсӗ пуҫтарӑнни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн инаугурацийӗн церемонине хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3758619

Инаугураци хыҫҫӑн Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров журналистсене церемонинче мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн инаугурацийӗн церемонине хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3758619

Раҫҫей Конституцийӗн 82 статйипе килӗшӳллӗн Федераци Канашӗн членӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсем тата Раҫҫей Федерацийӗн Конституци сучӗн судйисем умӗнче Владимир Путин Раҫҫей халӑхне присяга панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн инаугурацийӗн церемонине хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... nn-3758619

Вӗсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн райцентр урамӗсем тӑрӑх Ҫӗнтерӳ ялавӗпе чупса тухрӗҫ, ӑна эстафетӑри чи лайӑххисене шанса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре майӑн 9-мӗшне халалланӑ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3760906

Кун ҫинчен Пишпӳлек район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов хӑйӗн социаллӑ сетӗнчи страницинче каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре майӑн 9-мӗшне халалланӑ ҫӑмӑл атлетика эстафети иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3760906

Пирӗн Тӑван ҫӗршывӑн чылай ывӑлӗсемпе хӗрӗсем хӑйсен аслӑ ҫӗрӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Пӗр ӗҫе тунӑ чухне явапӗ пурне те пырса тивнине ку юмахра питӗ те вӗрентӳллӗн те питӗ сӑнарлӑ каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Спектакльсенче ӑна тӗп рольсене выляма шанса панӑ.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Выставка-форумри пирӗн регион экспозицине ҫитсе курнӑ ҫынсене 160 пин сувенир панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑнасене кӗтеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d1%85%d3%9 ... %ab%d3%97/

«Церемоние хутшӑнакансене хӑйсен Салтак-Ҫӗнтерӳҫӗ тата Георги ленти ҫакнӑ бейдж фотографине тӑхӑнтартма, ӑна хисеплесе тата асра тытса, таврари гражданла позицине тата Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫине мӗнле пӑхнине кӑтартса пама сӗнеҫҫӗ», - каласа панӑ «Республики Башкортостан» хаҫата «Вилӗмсӗр Раҫҫей полкӗ» юхӑмӑн регионти штабӗнче.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Республикинче фашизмпа кӗрешсе вилнисене асӑнса пӗр минут чӗнмесӗр тӑнипе чыслаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3755168

Радий Хабиров Ишимбайри кадетсен корпусне арҫын ачасене ҫеҫ илни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Геройӗ Достовалов ячӗллӗ кадет корпусне ҫитсе курнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3755153

Арҫын ачасене чыслӑ та тивӗҫлӗ служит тума сунса, вӗсем асӑнмалӑх сувенирсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекре Призывник кунӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3755469

Регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗрремӗш кольпоскоп шухӑшласа кӑларнӑранпа 100 ҫула яхӑн иртнӗ, анчах прибор хӑй те, ун ҫинче диагностика та пӗрмаях лайӑхланса пыни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Краснокама районӗнчи ял поликлиникинче нацпроект енӗпе ҫӗнӗ кольпоскоп илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3755482

Мирлӗ пӗлӗтшӗн пурнӑҫне панӑ ҫынсене ҫутӑ ӑс-хакӑлпа тавтапуҫ!

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри "Улыбка" ача сачӗ "Вилӗмсӗр полк" акцие хутшӑннӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... nn-3755506

- Эпир ҫак акци халӑх сывлӑхне упраса хӑварас енӗпе пӗлӳ шайне ӳстерессе тата ҫынсене кулленхи пурнӑҫӗнче сывлӑх тата ырлӑх уссипе улшӑнусем тума хавхалантарасса шанатпӑр, - каласа панӑ Республикӑри общество сывлӑхӗпе медицина профилактикин тӗп врачӗ Алиса Мамаева.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен халӗ автобусра та пӗлме пулать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3756695

Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Нумаях пулмасть Пишпӳлекри Культура керменӗн сцени ҫинче 2023 ҫулхи ҫурхи призывниксен ятӗнчен Антон Тимофеев Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса хӳтӗлеме ҫирӗп сӑмах панӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022

Хаҫата ҫар чаҫне районти типографирен (колхоз правленийӗ ыйтнипе пулас, эпӗ ӑна пӗлместӗп) ярса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех