Шырав
Шырав ĕçĕ:
Икӗ аллипе туратсене вӑйлӑн, тӳррӗн уҫа-уҫа пырса ҫак вӑхӑтра вӑрмантан ҫул ҫине ҫын тухса тӑчӗ: така тирӗнчен ҫӗленӗ жилеткӑпа, — ӑна чӑпар сатин кӗпе ҫине сӑранӗпе пиччӗн тӑхӑннӑ; сӑрӑ шлепкепе; ту ҫинче ҫӳремелли ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑпа; хырӑнман, куҫӗсем вичкӗн-йӑрӑ, имшер те сӳрӗк питлӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Кӗпе пулнӑскерӗн шӑтӑкӗсенчен хура ӳчӗ тухса тӑрать; пичӗпе алли ҫинче сурансем, хытса ларнӑ юнпа витӗннӗскерсем, хӑрушла татуировка евӗр курӑнаҫҫӗ; ҫара урисем шыҫӑннӑ, пӗр куҫне ҫыхса хунӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 49–57 с.
Ҫурма уҫӑ кӑкӑрӗ ҫинче аялти кӗпе хӗрри чӗтрекелет, чӗри таппине лӑпкӑ хусканупа евӗрлет, ҫакна курсан, кӑмӑл-туйӑмӗн вӑрттӑн пӗлтерӗшӗн вӑйӗпе, — ҫывӑракан ҫак чун тӗлӗшпе Шамполион ҫепӗҫ ҫывӑхлӑх тата унпа пӗрле пулнин савӑнӑҫне туйса илчӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Стаканне сӗтел ҫине лартса вӑл фуфайкине янах ай таран ҫӗклерӗ те кӗпе тӳмине вӗҫертрӗ.Поставив на стол стакан, он завернул к подбородку фуфайку и расстегнул рубашку.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Сарӑ чул, сенкер мӗлке, кивӗ стенасен капӑр ҫурӑкӗсем; тӗмеске пек таҫти картишӗнче чӗлӗмне паклаттарса мӑкӑрлантаракан ҫара уран, никрес этем пысӑк кимӗ юсать; инҫетри юрӑ тата унӑн ахрӑмӗ — ҫырмара; сӑвай ҫинчи, капмар шӑналӑкпа тата капмар сунчӑкпа витнӗ пасар; хӗҫ-пӑшал йӑлтӑртатӑвӗ, капӑр кӗпе, уҫӑмсӑр тунсӑх ҫуратакан чечексемпе йывӑҫ-курӑк шӑрши-техӗмӗ, — юратупа тӗл пулусене кӑтартакан тӗлӗкре тейӗн; гавань — мӑрье тасатуҫӑ ҫамрӑк пек вараланчӑк; парӑссен тӗркемӗ, вӗсен ыйхи тата ҫунатлӑ ир, симӗс шыв, чакӑл тусем, океан инҫӗшӗ; ҫӗрле — ҫӑлтӑрсен магнитла пушарӗ, кулакан сасӑллӑ кимӗсем — акӑ Лисс.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.
Кӗпе пурҫӑнӗ витӗр чӗр куҫҫисен ҫепӗҫ, ачаш ӑшши Гнорӑн пит ҫӑмартисем ҫумне ҫыпӑҫать; вӑл ҫак ӑшӑра рехетленет — пуҫне тачӑрах чӑмӑртаса тата тилӗрӳ куҫҫулӗ шӑваракан сӑн-питпе; ыттисемшӗн ҫухалнӑскер — нимӗн те чӗнмест.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
— Ыйхӑ ҫӗтрӗ, — Кармен Гнорпа юнашар хӑяккӑн тӑрать; унӑн алли, ҫамрӑк ҫын ҫепӗҫҫӗн тытнӑскер, каччӑн ҫанни ӑшне шанса-ӗненсе йӑпшӑнчӗ, пуставпа кӗпе хушшине самантлӑх ачашланӑвӗн ҫепӗҫ сисӗмне хӑварчӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Вӑл булавкине вӗҫертрӗ те — кофти кӑштах уҫӑлчӗ, шурӑ кӗпе хӗрри курӑнса кайрӗ.Она вынула булавку, и края кофточки слегка разошлись, приоткрыв край белой рубашки.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Кӑвак чечеклӗ сӑрӑ шлепке, ҫула тухмашкӑн тӑхӑнмалли йӳнӗ пальто, хупӑ ҫухаваллӑ ҫавнашкалах кӗпе, хул пуҫҫинчен ҫакса янӑ кивӗ сумкка ҫамрӑк хӗре ӗҫченлӗх сӗмӗ кӗртеҫҫӗ, хӑй вӑл ҫакна, паллах, асӑрхамасть.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Вӗриленсе кайнӑ мӑйне пӑвакан кӗпе ҫухавине аллипе туртса ҫемҫетрӗ.Оттягивая рукой душивший его разгоряченную шею воротник блузы.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Фуль кӗпе ҫухавине ҫурсах пӑрахрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 181–185 с.
Тӑнлавӗ ҫинчи тарне кӗпе ҫаннипе сӑтӑрса типӗтрӗ, ун ҫине боцман кӑмӑлсӑррӑн, шӑтарасла пӑхнине туйрӗ.Он вытер рукавом блузы пот, выступивший на висках, и поймал угрюмый, пристальный взгляд боцмана.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Нимех те туман пек: суха сухаламан, кӗпе ҫуман, сунара ҫӳремен, ҫапах ывӑннӑ вӑл паян, ҫав тери ывӑннӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тинтерех йӑлана кӗрсе пыракан вырӑс фуфайки, хура тӗслӗскер, хӑмӑр аркӑллӑ сатин кӗпе айне арҫын шӑлаварӗ, урана кирза атӑ тӑхӑннӑ, пуҫа, хӑлха лайӑх илттӗр тесе каялла ҫавӑрса, пысӑках мар ҫӑм тутӑр ҫыхнӑ Сӑпани, тепӗр тесен, кашкӑр ҫемйи вырӑнта пулмасан та ҫырлахатчӗ-и, тен.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Леш енче, ҫыранран шыва хӑлаҫа тӑсӑлакан хӑма пусма ҫинче, вӑтам ҫулсенчи хӗрарӑм кӗпе ухать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мамӑк утиял айӗнче юнашар выртакан Санюкӑн ачаш ӳт-пӗвне пир кӗпе витӗрех таччӑн туйрӗ, туйрӗ кӑна мар, паҫӑр ҫурӑм ҫума пынӑ чухнехи пекех, куҫпа та курчӗ темелле.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Калюков ҫенӗк картлашкипе хӑпарма кӑна тытӑннӑччӗ — алӑк уҫӑлчӗ те — шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑм ӗмӗлки курӑнса кайрӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗрлӗ йӑрӑмлӑ кӑвак шевиот костюм, ҫутӑ симӗс кӗпе, хура пушмак тӑхӑннӑ вӑл, мӑйне пӑнчӑ-пӑнчӑ сарӑллӑ тӗксӗм кӑвак галстук ҫыхнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Иккӗ кӑна пек туйӑнчӗ мана, — кӗпе ҫаннине ниепле тӑхӑнаймасӑр нушаланнӑ хушӑрах калаҫрӗ Валет.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӗсем мӑн урама пӑрӑнса кӗрсен те чӗрӗк сехет картишӗнчех тӑчӗ, унтан пуҫне калинккерен кӑларса унталла-кунталла пӑхкаларӗ те, пысӑках мар хутаҫа кӗпе айне пытарса тухрӗ, килне йӑпӑрт кӑна чупса каҫрӗ, пӳрте кӗмесӗрех, сарайне кайса алла кӗреҫе тытрӗ те пахчана, ун вӗҫӗнчи ҫырмана анчӗ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.