Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килти сăмах пирĕн базăра пур.
килти (тĕпĕ: килти) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Килти мӗн пур ӗҫсене халлӗхе кӳрше юри пулӑшма килнӗ Пинеҫ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килти арӑмне вӑл маннӑ пек пулчӗ, ҫамрӑк чунӗ кунӗн-ҫӗрӗн Чураппа патне туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Килти пекех, — ырларӗ хӑйӗн хваттерне Эльгеев.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑл килти хыпарсем ҫинчен пӗлтерсе ҫырать, Хӗветӗре салтака илсе кайнӑранпа (ӑна обоза илнӗ, тет) уй-хир ӗҫӗ пӗтӗмпех Кӗпӗрьян ҫине куҫрӗ, тет.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӗпе-йӗм тавраш Ухтеркке ролӗ валли нумаях шырама тивмерӗ: кивӗ кӗпе тата килти пиртен ҫӗлене шурӑ йӗм, ҫичӗ пушӑт ҫӑпати, пир тӑла тата ҫӗтӗк сӑхман — ҫапла тумланчӗ Павӑл Эльгеев, Ухтеркке пек пулас тесе.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Мӗскӗн карчӑк хӗвелпе тан вӑранать, хӗвел анмасӑр выртмасть — яра кун килти ӗҫпе тӑрмашать.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Ӑҫта-ха, ӗмсе пӑхам: мӗн тути калать килти табак? — сӑмаха урӑх еннелле ҫавӑрасшӑн пулса, юриех кулкаларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑйӗн сывлӑхӗ тата килти хыпарсем ҫинчен кӗскен пӗлтернӗ хыҫҫӑн, вӑл Кӗпӗрьян пуҫтахланарах пани ҫинчен пӑшӑрханса ҫыртарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫав хушӑра Павлуш, гимназист тумне хывса, килти кӗпе-йӗм тӑхӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Килти тулӑ ҫӑнӑхӗ крупчаткӑран ирттерет тенӗ чӑвашсем: те чӑнах ҫапла — ҫӑмарта кукли шӑрши мунча патнех ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫав кунах Кутемере кайса Мишӑн тӑванӗсене каласа панӑ, килти хыпарсем ҫинчен каялла ҫырса пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тупӑк ӑшне килти пирпе капӑрлатма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Остен-Сакен барон хӑй патӗнче килти концертсем ирттерме юрататчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Центрта мана килти пекех лайӑх. Кунта туссем нумай. Хора пула эпӗ нумай ҫӗнӗ юрӑ вӗрентӗм», – тет хастар хӗрарӑм.

«Мне в центре также хорошо, как и дома. Есть с кем общаться и куда ходить. Благодаря хору я выучила много новых песен», — говорит энергичная женщина.

90 ҫулти ватӑ хорта юрлать // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32117.html

Чирлӗ пулсан та, Укҫине килти ӗҫе туса пынӑ, сывлӑх ҫуккишӗн ӳпкелешмен.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аннӳ ватӑлнӑ, пиччӳсем уйрӑлнӑ, аппусем — качча кайса пӗтнӗ, килти ӗҫе туса пыракан та ҫук.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫо-ок, майралла пулма кирлӗ мар — хамӑрӑн пек, чӑвашӑн пек пултӑр йӑли: килти сӑмах — яла ан тухтӑр, харкашу тавраш — урамра ан илтӗнтӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Килти пиртен ҫӗленӗ шур кӗпепе шур йӗм тӑхӑнтарнӑскер, урине хӑй тунӑ ҫӑпатине сырса вил тупа ҫыхса вырттарнӑскер — чиркӗве кайма хатӗрленнӗ ҫын пекех туйӑнать Уҫӑп Тимахвейч.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тупӑкне тума чӑрмав пулман: хӑй ӗлӗкех хатӗрленӗ тип урай хӑминчен тӑрӑхла ещӗк ӑсталанӑ, йывӑҫне ҫиелтен саваласа шуратнӑ, тӗпне сава ҫункавӗ хунӑ, ҫиелтен килти пир сарнӑ, пуҫелӗкне сава ҫункавӗнченех минтер пек тунӑ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл пире юратать, эпир те ӑна хамӑр ҫемьери ҫын пекех шутлатпӑр, анчах — ман ачасем шӑлаварпа ҫӳреҫҫӗ, унӑн ачисем — ашшӗ пекех — килти пиртен ҫӗленӗ кӑвак йӗмпе.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех