Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илме (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑна тусӗ пӗр эрнере миллион ӗҫлесе илме пултарассипе илӗртнӗ.

Друг его соблазнил тем, что он сможет заработать миллион в неделю.

Финанс пирамидине лекнӗ ҫамрӑка телевизорпа кӑтартнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35832.html

Эсир унӑн сӗнӗвӗсене тахҫанах шута илме пӑрахнӑ.

Кажется, вы давно перестали обращать внимание на желания своего партнёра.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юратнӑ ҫыннӑн интересӗсене шута илме тӑрӑшӑр.

Постарайтесь учесть интересы вашей половинки.

34-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Вӑл уйрӑмах нумай ҫул хушши журналистикӑра вӑй хуракан, анчах халӗ тин билет илме тивӗҫнисене палӑртса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

Журфест – тӑван кӗтесе юратса // Ирида МАТНИЯЗОВА. https://ursassi.ru/articles/forum/2023-0 ... sa-3398077

«Биржӑна хывнӑ» укҫана каялла илме май килменрен хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

Поскольку вывести обратно деньги, вложенные в биржу, не удалось, женщина обратилась за помощью в правоохранительные органы.

Ача сачӗн ӗҫченӗ улталаннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35796.html

Пуҫ кӑшӑлӗ ҫинче ҫиччӗ хисеп чупма пуҫлани сире чӗре ҫумӗнчи чун хавалӗ темле ачашшӑн сӗртӗнсе, ку таранччен мӗнле пурӑннине лайӑхрах ӑнланса илме пулӑшать пек.

Куҫарса пулӑш

«Салам пултӑр, хисеплӗ Николай Егорович!!!...» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/65

Украина завочӗ Шупашкарта пысӑк вӑй илчӗ, ҫамрӑк промышленноҫа ура ҫине тӑма, чӑвашран тухнӑ рабочисене кӑткӑс техникӑна алла илме, инженерсем ӳстерме пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Сӑмах май, Пушкӑртстанри хушма хуҫалӑха аталантарма кирлӗ чи пӗчӗк минимумран сахалрах ҫемье тупӑшӗ 200 пин тенкӗ таран илме пулать.

Кстати, на развитие личного подсобного хозяйства в Башкортостане можно получить до 200 тыс. рублей, если доход семьи ниже прожиточного минимума.

Пушкӑртстанри хушма хуҫалӑха мӗнле йӗркелемелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3374631

Республикӑра пурӑнакан кирек хӑш ҫын та саккун тӑрӑх хушма хуҫалӑх валли ҫӗр лаптӑкӗ (ЛПХ) илме е арендӑлама пултарать.

Любой житель республики может приобрести или арендовать земельный участок для личного подсобного хозяйства (ЛПХ) по закону.

Пушкӑртстанри хушма хуҫалӑха мӗнле йӗркелемелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3374631

Палӑртмалла: тӗрлӗ пособи, тӳлев илме документсем тӑратнӑ чухне ҫак виҫесене шута илеҫҫӗ.

Следует отметить, что при представлении документов на получение различных пособий и выплат учитывается именно данная величина.

Ҫитес ҫул пӗр уйӑхра пурӑнма мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ пулӗ? // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35769.html

Ҫынсем хӑйсен ялӗнчен тухмасӑр тивӗҫлӗ медицина пулӑшӑвне тата профессионалсен консультацине илме пултараҫҫӗ, - ӑнлантарса панӑ Мелеуз больницин тӗп врачӗ Салават Умутбаев.

Куҫарса пулӑш

Район больницисен автопаркӗсем куҫса ҫӳрекен ҫӗнӗ ФАПсемпе пуянланаҫҫӗ // Инга Алексеева. https://ursassi.ru/news/%D0%A1%D1%8B%D0% ... an-3389012

Вӗсен пенсие срокчен илме ирӑк паракан ятарлӑ стажӗ татӑлмӗ.

Куҫарса пулӑш

Контрактниксем СВО-на хутшӑнни стажра икке хутланӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d0%b ... %b6%d1%80/

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче шӑпам хӑйсене алла илме пултарса йывӑрлӑхсене кун хыҫҫӑн кун ҫӗнтерсе пыракан чылай ҫынна тӗл пулма пӳрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Шӑпах вӗрентекен вӑл е ку пурнӑҫ ҫулне суйласа илме, малашлӑх никӗсне хывма, малалла талпӑнма хӑнӑхтарать, хальччен курман-илтмен пӗлӳ тӗнчине ҫавӑтса кӗрсе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Округри вӗрентӳ учрежденийӗсем вӗсене кӗтсе илме хатӗр-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ ҫулне хатӗрленесси – тӗп ыйту // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %82%d1%83/

Вӑл каланӑ тӑрӑх, фестиваль площадкисенче хутшӑнакансем ҫамрӑксен активлӑ проблемисене сӳтсе явма, ҫӗнӗ идейӑсемпе позитивлӑ опытсемпе ылмашӑнма, хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫлама пулӑшу илме пултараҫҫӗ.

По его словам, на площадках фестиваля участники смогут обсудить актуальные молодежные проблемы, обменяться свежими идеями и позитивным опытом, получить поддержку для реализации своих проектов.

Путин "Таврида.АРТ" фестивале хутшӑнакансене тата организаторсене саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... an-3393500

Вырӑнти строительсем – «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективӗ хальхинче те хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑх илме хӑраман: вӗсен кӗске вӑхӑтра Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул территорине хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Патреккел шкулӗнче (директорӗ Ольга Петрова) 84 ачана кӗтсе илме хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Ҫакӑншӑн та шкул дирекцийӗн хӑй ҫине пысӑк яваплӑх илме тивет.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Кунта ҫак вӑхӑтченех аслӑ классенче вӗренекенсене шкултанах професси пӗлӗвӗ илме пулӑшас ӗҫе йӗркелесе пыни паха.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех