Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Ен Культура министерстви, Шупашкар хула администрацийӗ, инвесторсен умӗнче пӗтӗмӗшле тӗллев тӑрать – хӑйсен ҫине илнӗ тивӗҫсене чыслӑн пурнӑҫласси.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Кӑҫал вӗсем ҫавӑн пекех Куславкка, Ҫӗнӗ Шупашкар, Етӗрне хулисенче, Патӑрьел, Урмаел, Тӑвай салисенче, Вӑрнар поселокӗнче уҫӑлӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
2017 ҫулта регион шайӗнчи тата 4 уйрӑмах сыхламалли ҫут ҫанталӑк территорийӗсене Шупашкар хулин Атӑл леш енче, Элӗк, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле тата Елчӗк районӗсенче туса хума тӗллев лартатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Шупашкар хулинчи йӑлари хытӑ каяшсен санкциленӗ ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртме 2017-2018 ҫулсем валли федераци бюджетӗнче 380 миллиона яхӑн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Кӑҫал Раҫҫей Федерацийӗн стратегилле аталанӑвӗн «Хӑрушлӑхсӑр тата лайӑх ҫулсем» приоритетлӑ ҫул-йӗрӗ шайӗнче Шупашкар агломерацийӗн транспорт инфратытӑмне комплекслӑн аталантармалли программа вӑя кӗме тытӑнать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Республика тӗп хулинчен вӗҫмелли вырӑнсен йышӗ анлӑланни, Шупашкар хулинчи аэропортӑн аэровокзал комплексне юсаса ҫӗнетни, пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ чукун ҫул магистральне туни регионти ӗҫлӗ климата лайӑхлатмалли майсем пулса тӑмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Министрсен Кабинечӗ умне инвесторсемпе, Шупашкар хулинчи аэропорт арендаторӗсемпе тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫлеме тата пассажирсен йышне кӑҫал 200 пине ҫитерме тӗллев лартатӑп.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Шупашкар хулин Атӑл леш енчи территорине газификацилес тӗлӗшпе 670 миллиона яхӑн калӑпӑшпа танлашакан пӗрлехи анлӑ ӗҫ малалла пурнӑҫланать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Шупашкар хулинчи Гладков урамӗнче инновациллӗ вӑтам шкул тӑвасӗҫе вӗҫленӗ.Завершается строительство инновационной средней школы по ул. Гладкова в г. Чебоксары.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
Пӗлтӗр Шупашкар хулинчи «Радужнӑй», «Сад», Ҫӗнӗ хула, Алькеш ҫӗнӗ микрорайонсенче 4 ача сачӗ тума пуҫланӑ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2017) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?id=238588 ... &gov_id=49
«Шупашкар – Сӑр» ҫулӑн Ардатов енне каякан пайне те юсаса ҫӗнетӗҫ.Также отремонтируют часть дороги «Чебоксары — Сурское», по направлению к Ардатову.
Красноармейски районӗнчи ҫула ҫӗнетӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31710.html
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин хушнипе ҫак эрнекун, ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамне юсаса ҫӗнетекен организаци элчисемпе хула ҫыннисен тӗлпулӑвӗ иртӗ.
Граждан урамӗнчи реконструкцие халӑхпа сӳтсе явӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31611.html
Пысӑк юсав ӗҫӗсем Шупашкар хулинчи Машин тӑвакансен тӑкӑрлӑкӗнче вырнаҫнӑ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пуҫланӗҫ.
Чӑвашра 2022 ҫулта тепӗр 4 спорт объектне юсаса ҫӗнетӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31570.html
Росгварди Управленийӗн Чӑваш Енри управленийӗн ведомство хуралӗн сотрудникӗсем ӳсӗрӗлнине пӑхмасӑр руль умне ларса ҫул ҫинче хӑрушӑ лару-тӑру йӗркелекен Шупашкар ҫыннине тытса чарнӑ.
Росгварди ӗҫченӗсем Шупашкарта ӳсӗр водителе тытса чарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31568.html
Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмне кӗрекен «Тантӑш» культура ҫурчӗ Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе тата ҫутта кӑлараканӑн ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе И.Я. Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗксен ӑмӑртӑвне ирттерет.
Иван Яковлев хайлавӗсем тӑрӑх ӳкерчӗк ӑмӑртӑвне ирттерӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31566.html
Малашне фермер продукцине «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче тата «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑра («Шупашкар» пасар) туянма пулать.
Ярмӑрккӑри суту-илӳ вырӑнне нумайлатӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31561.html
Унччен ярмӑрккӑ «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» универмаг патӗнче тата «Ҫурҫӗр» суту-илӳ комплексӗнче ӗҫленӗ.
Ярмӑрккӑри суту-илӳ вырӑнне нумайлатӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31561.html
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, малтанах виҫӗ вырӑнта фермер продукцине сутнӑ.
Ярмӑрккӑри суту-илӳ вырӑнне нумайлатӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31561.html
Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова та ачасен ҫӗршыв гимнне пӗлмеллине, патриот пулмаллине палӑртнӑ.
Шупашкарти шкул ачисем урокра ҫӗршыв гимне юрлӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31476.html
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, гимна ОБЖ тата истори урокӗсенче шӑрантарӗҫ.
Шупашкарти шкул ачисем урокра ҫӗршыв гимне юрлӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/31476.html