Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑна сăмах пирĕн базăра пур.
Хӑна (тĕпĕ: хӑна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анни аллипе упӑшкин хул пуҫҫинчен тӗршӗнчӗ, ун ҫине ҫав тери ӑшшӑн, тап-тасан пӑхать; унтан куҫӗсене хӑна ҫине куҫарчӗ, ӑна та ҫав пӗлтерӗшпех тӗсерӗ.

Анни положила руку на плечо мужа и взглянула на него самый большим, самым теплым и чистым взглядом своим, затем перевела взгляд на гостя, не изменив выражения.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 371–376 с.

Битт-Бой темиҫе тип вар урлӑ каҫрӗ, «Йӗплӗ минтер» хӑна ҫуртӗнчен ҫаврӑнса иртрӗ те пысӑк-анлӑ сад пахчисен хушшинче авкаланса тӑсӑлакан сукмак ҫине, чуллӑ кӗске урама, тухрӗ.

Битт-Бой прошел ряд оврагов, обогнув гостиницу «Колючей подушки», и выбрался по тропинке, вьющейся среди могучих садов, к короткой каменистой улице.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Вӑл никам патне те визитпа та пыман, хӑна ҫуртне те кӗмен.

Он не сделал ни одного визита и не приходил в гостиницу.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Кунта хӑпартлануллӑ тӗрлӗ кӗленче, — вӗсене хӑна ҫурчӗн хуҫи уйрӑм сӑлтавпа кӑларса лартать; шӑпах хальхи йышшинче: ара, капитансем — професси капӑрлӑхӗн сӑлтавӗсене кура пӗр-пӗрне ытлах юратса кайман халӑх, вӗсем мӗншӗн те пулин пухӑнса пӗрле ӗҫсе ларни — шӑпах уйрӑм сӑлтав.

Стояли тут разные торжественные бутылки, извлекаемые хозяином гостиницы в особых случаях, именно в подобных настоящему, когда капитаны — вообще народ, недолюбливающий друг друга по причинам профессионального красования, — почему-либо сходились пьянствовать.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Шӑпах эпир хамӑрӑн калавӑмӑра пуҫланӑ самантра «Инкек, тасал» хӑна ҫурчӗн ҫӳлти хутӗнче, чӳрече умӗнче, — унтан Лисс гаванӗ ҫав тери хитре курӑнать, — тӑватӑ ҫын ларать.

В тот момент как начался наш рассказ, за столом гостиницы «Унеси горе», в верхнем этаже, пред окном, из которого картинно была видна гавань Лисса, сидели четыре человека.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Кунта хӑна ҫурчӗ иккӗ: «Йӗплӗ минтерпе» «Инкек, тасал».

Здесь две гостиницы: «Колючей подушки» и «Унеси горе».

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Анчах — эпир калама пуҫланӑччӗ ӗнтӗ — авал кулленех усӑ курнӑ япалана аса илтерекен этемсем пур, ҫав ҫынсем хӑйсен чун-чӗре тӗшшипе — хӑйсен таврашӗнчи пурнӑҫ манерӗсемшӗн ют, — ҫӳлерех асӑннӑ табак пуракки «Лиссабон» хӑна ҫуртӗнчи мародершӑн ют пулнӑ пекех.

Но, — начали мы, — есть люди, напоминающие старинный обиходный предмет, и люди эти, в душевной сути своей, так же чужды окружающей их манере жить, как вышеуказанная табакерка мародеру из гостиницы «Лиссабон».

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Карменӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ — Гнора пӑхӑнманскер; Гнор урӑххипе телей тупнӑ Кармена курать: Гнора вӑл тӗлӗкри аташусенче сайраран пӗрре е, ахӑртнех, шухӑша путнӑ самантсенче, пурнӑҫри тунсӑхлӑ кӑмӑлсӑрлӑх вӑхӑтӗнче кампа та пулин ӑнсӑртран тӗл пулсан, хӑна куллипе, кун тӑршшӗнчи ӗҫсемпе, хӑвӑрт йӑлӑхтаракан интерессемпе хавхаланнӑ чухне кӑна аса илкелет-тӗр.

Своя, независимая от него текла жизнь Кармен — и он уже видел ее, взявшую счастье с другим, вспоминающую о нем изредка в сонных грезах или, может быть, в минуты задумчивости, когда грустная неудовлетворенность жизнью перебивается мимолетным развлечением, смехом гостя, заботой дня, интересом минуты.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

— Эпӗ хӑна ҫуртӗнче пурӑнатӑп, — куляннине палӑртса Энниок хул пуҫҫисене сиктерчӗ.

— Я живу в гостинице, — Энниок пожал плечами в знак сожаления.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Темӗнле ҫирӗп ыйтакан хӑна та кунта манран чаплӑрах пурӑнаймӗччӗ.

Самый требовательный гость не мог бы лучше меня жить здесь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кунта хӑна ҫурчӗ мар, кунта…

Здесь не гостиная, здесь…

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

— Ачам, — терӗ Стелла; пуҫӗ унӑн тепӗр темиҫе кунран обществӑри, хӑна залӗнчи евӗрлӗ хусканупа пӑрӑнчӗ, — эпӗ сана килӗшетӗп-и?

— Мальчик, — произнесла она, и голова ее повернулась тем же движением, как через несколько дней в гостиной, среди общества, — я нравлюсь тебе?

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

— Пӗлетӗп: кӗтнӗ хӑна мар эпӗ саншӑн, анчах халлӗхе ҫапла килсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ҫав аякка Канашри хӑна ҫурчӗн хуҫи Мӗтри илсе ҫитермӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Латсӑр хуҫа килӗн тасамарлӑхне хӑна аллин тӗкӗнмелле мар, — килӗшмерӗ хуҫа.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Мӗн тери чиперкке хӑна илсе килтӗн ман пата, маттур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑна ҫурчӗ, чайнӑй, унччен, революциччен пухни те юлнӑ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тата чӗрӗк сехетрен Сӑпани ӑна чайнӑйӑн хӑна пӳлӗмӗсем енне тухакан алӑк кантӑкӗнчен курчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла вӑхӑта кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетсем таран сутса ҫӳресен, Сӑпани тӳсеймерӗ, каллех хӑна ҫуртне таврӑнчӗ, ӑйӑрне умпахча карти ҫумӗнчи карлӑкран кӑкарчӗ, килтен илсе килнӗ сӗлӗ хутаҫҫине, янавар ҫӑварне тӑхӑнтарса, мӑйран ҫакса хӑварчӗ те пӳрте кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах хуҫи килте ҫук-мӗн, вӑл ӑҫта кайнине те хӑна ҫуртӗнче ӗҫлекенсем пӗлеймерӗҫ е юри каламарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех