Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Кӗрхи (тĕпĕ: кӗрхӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мулкачӑсем хӗл ҫывхарса килнине сисеҫҫӗ те кун пек илемлӗ кӗрхи кунсенче юлхав пулаҫҫӗ — вӗсем ӗнтӗ ӑшӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ та ушкӑнпа кӑна ҫӳреҫҫӗ; капан тавра пухӑнса, мулкачӑсем савӑнӑҫлӑ вӑйӑсем выляҫҫӗ — пӗрисем сикеҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, теприсем хуралта тӑраҫҫӗ, малти тяпписемпе ҫурӑк тутисем ҫинчи хыткан сухалне шӑлкаласа, хытӑ тинкерсе пӑхаҫҫӗ: сунарҫӑ килмест-и унта?

Зайцы чуют близость зимы и в такие погожие дни поздней осени становятся ленивыми — они уже одеты в теплые меха и ходят, как правило, стайками; водят у скирды заячьи хороводы — одни прыгают, резвятся, другие стоят часовыми и, поглаживая передней лапкой жесткие усы на разрезанной губе, зорко всматриваются вдаль: не идет ли охотник?

I сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Татарски хуторӗ айккипе, ула-чӑла шурӑ пӗлӗтсемпе каркаланнӑ тӳпе тӑрӑх кӗрхи хӗвел ярӑнса шӑвать.

Сбочь хутора Татарского, по небу, изморщенному седой облачной рябью, колесило осеннее солнце.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Листницкий ӑҫта та пулин сарай ҫывӑхнерех пырса тӑрать, кӗрхи сивӗ каҫӑн тӗксӗм ытамне тинкерсе сӑнать, ҫав хушӑрах хӑйӗн куҫӗ те куҫҫульпе тулнине, куҫ хупаххисенче темскер ҫивӗччӗн те ачашшӑн чике-чике килнине туять.

Листницкий стоял где-нибудь неподалеку от сарая, вглядывался в осеннюю хмарь вечера и ощущал, что глаза его увлажняются слезой, остро и сладко режет веки.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кулӑ, кӗрхи йӗпхӳллӗ ҫанталӑкра кичеммӗн курӑнса выртакан хирпе темӗнле ҫутӑ кӑвак тӗслӗ мулкач ҫури выляса иртнӗ евӗр туйӑнса кайрӗ.

Будто по осеннему, тоскливому от дождей полю прожег, взбрыкивая и играя, светлосерый сосунок-зайчишка.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малти кантӑкран витӗр шӑнтакан кӗрхи сивӗ ҫил ҫапать.

Резкий, уже по-осеннему холодный ветер бил в переднее стекло.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫак вӑхӑтра уй-хир калама ҫук илемлӗ, — ула-чӑла тӗссемпе мар, кӗрхи тумпа та мар, кӗр мӑнтӑрӗпе илемлӗ.

В такую пору неповторимо красива бывает степь, — нет, не пестротой красок и не осенними нарядами, а своим богатством.

XXX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вырӑнӗ-вырӑнӗпе кӗрхи сарӑ сӑн ҫапнӑ сад пахчисем шыв хӗрринех анаҫҫӗ, пыл сӗрнӗ пек ҫутӑ-сарӑ панулмиллӗ туратсем кимӗ ҫинчен аван курӑнаҫҫӗ.

Сады, местами тронутые желтизной ранней осени, подходят к самой воде, и с лодки хорошо видны ярко-желтые, точно облитые медом, ветки с созревшими яблоками.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шыв енчен тӗтрепе пӗрле кӗрхи сулхӑн ҫӗкленчӗ.

От реки вместе с туманом подымалась осенняя свежесть.

XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Савва тачанкине ырлама пуҫларӗ, унӑн ураписем шӑлтӑртатни вунӑ ҫухрӑмран илтӗнет-мӗн, вара кӗрхи тырӑ ҫинчен сӑмах пуҫларӗ: «Чӑн калатӑп сана, тулӑ мар, Каспи тинӗсӗ», — терӗ вӑл.

А Савва уже расхваливал тачанку, звонкий говор колес которой было слышно за десять верст, потом заговорил об озимых посевах: «Скажу тебе, что это не пшеница, а настоящее Каспийское море…»

V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Станицӑри фельдшер, флигеле вырнаҫнӑскер, кун каҫипе виҫ-тӑватӑ хутчен пырса пӑхать, каҫсерен вӑл тарҫӑсем пурӑнакан пӳрт крыльци ҫине тухать те, чӗлӗмне паклаттарса, нумайччен сивӗ ҫанталӑкри сапаланчӑк кӗрхи ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса тӑрать.

Станичный фельдшер, поместившись во флигеле, приходил раза четыре в день, вечерами подолгу стоял на крыльце людской, покуривая, глядя на холодную россыпь осенних звезд.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мускавра кашни утӑмрах кӗр ҫывхарни сисӗнет; бульварти йывӑҫсем ҫинче сарӑхса кайнӑ ҫулҫӑсем хунарсен ҫутинче шупка тӗспе вӗлтӗртетеҫҫӗ, сулхӑн ҫӗр ҫанҫурӑма ҫӳҫентерсе анаслаттарать, тротуар чулӗсем йӗпенсе ҫуталса выртаҫҫӗ, тӗпсӗр тӳперен кӗрхи ҫӑлтӑрсем ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатса сиввӗн пӑхаҫҫӗ.

В Москве чувствовалась осень: на деревьях бульваров при свете фонарей блеклой желтизной отсвечивали листья, ночь дышала знобкой прохладой, мокро лоснились плиты тротуаров, и звезды на погожем небосклоне были ярки и холодны по-осеннему.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Курӑк ҫинче кӗрхи ҫулҫӑ пек тӗксӗммӗн унӑн алтупанӗ саралса выртать.

На траве тускло, осенним листом желтела ладонь.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпӗ лапчӑк тӑрӑллӑ симӗс картузлӑ этемсен хутаҫ пекрех кӗлеткисене куртӑм, вӗсем чӗркуҫҫирен лутрарах кунчаллӑ чӑртмах салтак аттисемпе кӗрхи ҫӗре таптаҫҫӗ; тата ҫак тарлӑ чӗрӗ ҫынсенчен вилӗ какай тӑвакан нимӗҫ пулемёчӗсем епле урмӑш сасӑпа уҫҫӑнах хӑйӑлтатса кулнине илтрӗм.

Я видел мешковатые серые фигуры в блинчатых защитных фуражках, в грубых, ниже колен, солдатских сапогах, топчущие осеннюю землю, и слышал отчетливый хриповатый смешок немецких пулеметов, перерабатывающих этих живых потных людей в трупы.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсен сивӗпе ҫутӑлса тӑракан кӗрхи ҫулҫӑ евӗр ҫутӑ-хӗрлӗ урисем шывра кӗренленсе пыраҫҫӗ.

Лапы их розовели в воде, оранжево-красные, похожие на зажженные морозом осенние листья.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑть кӗрхи ҫумӑр, хӑть эсӗ пӗр пекех, иксӗрӗн те пӗр ырлӑх.

Как дождь осенью, так и ты: одно да добро.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кӗрхи кӗрен ҫулҫӑсемпе витӗннӗ тип ҫырма тӑрӑх ҫӳренӗн туйӑнать ӑна, — ҫулҫӑсем ҫемҫен таптанаҫҫӗ, вӗсем айӗнче — ҫамрӑк та пиҫӗ тип ҫырма тӑпри пек.

Казалось ему, что идет он по буераку, занесенному багряным листопадом, листья мягко уминаются, а под ними — юная упругость сырой буерачной земли.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такам ҫӑлӗ тӗлӗнче, выльӑхсен урисемпе ҫӑрӑлса шӑнса ларнӑ кӗрхи пылчӑк выртнӑ вырӑнта, Аксинья пӑрланса ларнӑ тумхахран такӑнса шуса кайрӗ те, кансӗррӗн чакса тӑчӗ, унтан, хырӑмне тӗмен чиксе ыраттарнине туйса илсе, ҫатан карта шалчинчен ярса тытрӗ.

Против чьего-то колодца, там, где скотина взмесила осеннюю грязь, неловко оступилась, скользнув ногой по обмерзшей кочке, и, почувствовав резнувшую боль в животе, схватилась за колья плетня.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн сарӑхса кайнӑ питҫӑмартийӗсем ҫинче, кӗрхи ҫулҫӑ ҫинчи пек, тӗксӗм хӗрлӗ сӑн шупкалса пырать.

На пожелтевших щеках ее, как на осеннем листке, чахнул неяркий румянец.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӳпӗнтерсе кӳлнӗ сухапуҫне виҫӗ пар вӑкӑр ҫул тӑрӑх сӗтӗрсе кӑйрӗҫ, кӗрхи тип ҫанталӑкпа тата пачах ҫумӑр ҫумасӑр тӑнипе пирченсе ларнӑ ҫӗре шӑйӑрттарса йӗр туса хӑварчӗҫ.

Три пары быков потянули по дороге перевернутый запашник, чертя затвердевшую от осеннего сухостоя и бездождья черствую землю.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлӗтсемпе пиеленнӗ тӳпе кӗрхи тӗслӗ хупланса сенкерленчӗ.

Небо по-осеннему сизело, запеленатое в тучи.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех