Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Килте сăмах пирĕн базăра пур.
Килте (тĕпĕ: килте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӗркеллӗ ҫын ҫак вӑхӑтра килте тӑрмашать, пасар тӑрӑх ҫӑвар карса ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Анне ман лайӑх ҫын, анчах килте ӗҫ нумай та, ерҫмест манпа пӗрле ҫӳреме.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ывӑлӗ килте пӗтӗмпех тесе ҫирӗплетнӗн пуҫне сулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Ҫапла вун ҫиччӗри хӗр килте икӗ пӗчӗк ачашӑн аппӑшӗ те, амӑшӗ те, ашшӗ те пулса тӑнӑ…

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Тата та пысӑкрах кулянӑвӗ вара тин кӑна йӗркеленнӗ колхоз валли кашни килте тенӗ пек пухса акма хатӗрленӗ тырра Кӑрӑҫ Никанур эшкерӗ килсерен ҫӳресе илсе кайсан пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Виҫҫӗн пӗр килте пурӑнатчӗҫ малтан вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Атте вара килте иксӗмӗр тӗрлӗ ӗҫе пӗрле тунӑ чух мана яланах ҫав вӑкӑр-учитель пирки, хӑйӗн кун-ҫулӗн уттипе пӗр килтерсе, сӑн-питне ҫуталтарса хавассӑн каласа кӑтартатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Яла ҫитсенех пӗр мучирен килте лартса ӳстернӗ махорка илет те — каялла вӑрмана.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Пӳртре уяв ерипен аталанса пырать, килте тунӑ хӑватлӑ «шерпет» пурин кӑмӑлне те ҫемҫетет, калаҫтарать, савӑнтарать…

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Килте виҫҫӗн пурӑнаҫҫӗ иккен: Венюк савнийӗ, амӑшӗпе кукамӑшӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

…Венюк савнийӗн амӑшӗпе паллашнӑ хыҫҫӑн хӗрӗ чӑнахах килте ҫуккине пӗлсен пӗр ҫур сехетрен каялла ҫула тухмалла пуль тесе шутлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Пӗрле ларса пынӑ май малтан кушак ҫурине илменшӗн хама хам ӳпкелерӗм, ҫавӑнтах тата килте кушак та, йытӑ та пуррине аса илсе лӑплантӑм.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫури // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 3–4 с.

Хамӑр хушӑра килте чухне атте ятне каламасан та юрать.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Амӑшӗ, чипер Евлампи, самай вӑхӑт килте пулман кӗҫӗн хӗрне савӑнса кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Аслисем килте чӑвашла ҫеҫ калаҫатчӗҫ те, ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине те вӗренчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Мур хӗрӗ, сучка, ҫур ҫӗр иртсен те килте ҫук, ҫӗр хута тӗнче касса ҫӳрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫак килте пӗрех усрамастӑп сана.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хреҫҫи, пӳрте кӗнӗ-кӗмен, ҫак килте тахҫанах пурӑннӑн, тӳрех кӑмака умне тӑчӗ, вучах чӗртсе ячӗ, ҫенӗке тухса пысӑк хурантан тӑварланӑ аш илсе кӗчӗ, сакайӗнчен ҫӗрулми илсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Килте халӗ паш хӑпарса тӑракан виҫӗ тӳшек, вунӑ ҫытар.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

— Ларасчӗ килте.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех