Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ахтупай (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫыннисене кӑшт паллать пулсан та, Ахтупай ют ялсемпе кайма шутламарӗ, йыттине ертрӗ те йӗлтӗрне Турханкасси еннелле шутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Шӑп ҫак ҫурта ҫитрӗ ӗнтӗ Ахтупай хӑйӗн усӑк хӑлхаллӑ та вӑрӑм ураллӑ хаяр йыттипе.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай мӑрса хапхаран тухса кайнине курчӗ те хӑпӑл-хапӑл хатӗрленсе ниме пӑхмасӑр вӑрмана тапса сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑра Ахтупай ҫӑп-ҫӑмӑл сӗрме купӑс тытса пычӗ, анчах чунӗпе сисрӗ: ун аллинче халь кӗвӗ калама юрӑхлӑ хатӗр ҫеҫ мар, унтан темиҫе хут кирлӗрех, Иливан вилнӗ хыҫҫӑн хӑй нумайранпа шыранӑ хаклӑран та хаклӑ япала.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киле пӗчӗк ача пек хӗпӗртесе таврӑнакан Ахтупай ҫул тӑршшӗпе пӗр япала ҫинчен шутларӗ: мӗнле-ха вӑл ку таранччен ҫавӑн пек ӑста та маттур ҫынпа паллашмасӑр пурӑннӑ, унран темрен хӑранӑ пек хӑраса тӑнӑ?

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫук, кӑна эпӗ киле илсе каймастӑп, калама вӗренме манӑн пур пӗр сан патна ҫӳремелле пулать-ҫке, — купӑсне пӑтаран ҫакма тӑчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай хӑйӗн пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут сӗрме купӑс тытса курчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫук, ун пек аван мар, — терӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ӗриса, — терӗ Ахтупай пӗр кулмасӑр.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӑна алла илменни те ҫулталӑк ытла, — салхуллӑн тавӑрчӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эс пасара илсе тух, Хусана илсе кай, тупата, ним те мар сутса пӗтеретӗн! — хӑй сисмен ҫӗртенох хӗрсе калаҫрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— У-у, эс пуян! — савӑннипе хыттӑн каларӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай вӑл кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ те тата ытларах тӗлӗнчӗ — кӗтесре тӗттӗмре сӗрме купӑссемпе кӗслесем тата тренчӗлсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсӗ питӗ ӳнер ҫын-ҫке, Ятламас, темӗн тума та пӗлетӗн! — пӗр япала хыҫҫӑн тепӗрне тыта-тыта пӑхрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Сӑнатӑп та, ҫак ҫулталӑк — икӗ ҫул хушшинче эсӗ ҫав тери ӳссе кайрӑн, Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эп ҫула май чарӑннӑччӗ, кӗрсе тӑрас мар пуль, — вӑтаннипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑшт тӑхтасан кӗвӗ чарӑнчӗ, хӑй ӑҫта кайма тухнине аса илсе малалла утма тӑнӑ Ахтупай патне аллине сӗрме купӑс тытнӑ Ятламас пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ӗнер Ахтупай урампа иртсе пынӑ чух Ятламас картишӗнче сӗрме купӑс нӑйлатнине илтрӗ те ку сасса ытараймасӑр часрах карта ҫумне йӑпшӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тем тесен те Ахтупай хӑйне пуклак чӗлхеллӗ этем тесе шутлать, вӑл ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсемпе калаҫма, шӳт тума, тавлашма е пӗр-пӗр япала ҫинчен сӳтсе явма пачах пӗлмест, урамра-мӗнте хӑй калаҫнинчен ытларах ҫынсене итлеме юратать; Ятламас патне вӑл ҫывӑха пыма та шикленет, мӗншӗн тесен купӑс ӑсти чӗлхерен ҫав тери талпас, тем ҫинчен каласа кӑтартма та пултарать, кулӑ ҫук ҫӗртен кулӑ тупать, ӑҫтан кӑна чӗлхи ҫаврӑнать-тӑр унӑн!

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай ялта Ятламас ҫинчен ыррине те, усаллине те нумай илтнӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех