Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сирӗн (тĕпĕ: эсир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сирӗн хушӑра нимӗн те пулман пек туса ҫыр.

Пиши так, будто ничего и не случилось…

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Иван Лукич, ҫула май эпӗ Анат Сазанкӑна кӗрсе тухрӑм, сирӗн ял ҫыннисемпе курса калаҫрӑм, — терӗ парторг.

— Иван Лукич, я по дороге заезжал в Нижнюю Сазанку и виделся с твоими односельчанами, — сказал парторг.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпӗ сирӗн шанӑҫа тӳрре кӑларап! — хӑвӑрт, чунтан кӑшкӑрса каларӗ Рогов.

— Я оправдаю ваше доверие! — быстро, с чувством воскликнул Рогов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл Беридзене тытса чарчӗ те, Ковшов ҫине кӑтартса: — Чӑнах та, Георгий Давыдович, эсир Мускавра чухне тӗрӗс каларӑр: сирӗн заместитель юрӑхлӑ ҫын. Ман шутпа вӑл фронтра тар тӗтӗмне ҫеҫ шӑршласа пӑхнӑ, ҫапӑҫма вара пирӗн патӑрта, стройкӑра, вӗренчӗ, — терӗ.

Василий Максимович остановил Беридзе и показал на Ковшова: «Что же, Георгий Давыдович, тогда в Москве вы были правы: заместитель-то у вас подходящий. Думается мне, что на фронте он только вдохнул дыма порохового, а воевать научился у нас, на стройке».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кӗркунне ҫак вӗтлӗхсем хушшипе, — вӑл аллипе аялалла кӑтартрӗ, — сирӗн трубасем тӑсӑлса выртӗҫ, вӗсем тӑрӑх вара нефть юхма пуҫлӗ.

Осенью среди этих зарослей, — он показал вниз рукой, — пролягут ваши трубы, и по ним побежит нефть.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Пӗтӗмӗшпе илсен, эсир ун тӗлӗшпе тӗрӗс тунӑ, эпӗ те, сирӗн вырӑнта пулнӑ пулсан, ҫемҫех пулман пулӑттӑм.

— Поступили вы с ним в общем-то правильно, и я не уверен, что на вашем месте я обошелся бы с ним мягче.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Мерзляков ҫинчен сирӗн мӗншӗн калаҫас килменнине эпӗ ӑнланатӑп, — терӗ Писарев Батманова.

— Я понимаю, почему у вас нет желания говорить о Мерзлякове, — обратился Писарев к Батманову.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӗрлӗ Ҫара юратса пулӑшнӑшӑн сире, Семен Ильич, тата сирӗн арӑмӑра тав тӑватӑп.

Благодарю вас, Семен Ильич, и вашу супругу за патриотическую заботу о Красной Армии.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Темле инкек пулсан та, сирӗн чупма юрамасть.

— Не надо вам бегать, даже если что и случилось.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Вӑл сирӗн тӑван мар-и?

Не родственник вам?

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кӗреҫе лайӑх сирӗн, хӑнӑхмалла ҫеҫ.

Лопата занятная у вас, привыкнуть только надо.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн ӗҫ — пуҫпа ӗҫлесси, — терӗ старик.

Ваше дело — головой работать, — сказал старик.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫӗрулми пур сирӗн.

Картошка есть у вас.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Кунта эпир лини ҫинче Темкинпа, Мельниковпа, Хлыновпа сирӗн ҫинчен калаҫнӑ чухне шӑпах Беридзе сасӑ пачӗ.

— А тут на линии как раз и Темкин, и Мельников, и Хлынов. Разговаривали про вас, когда Беридзе подал голос.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Темле пулсан та, пӑр ҫирӗппипе ҫирӗп маррине сӑнаса пӑхасси сирӗн ӗҫ мар! — ҫиленчӗклӗн сӑмах хушрӗ те Алексей, кӗрӗкӗпе ҫӗлӗкне илсе тумланма тытӑнчӗ.

— Во всяком случае вам-то незачем заниматься испытанием прочности льда, — сердито отозвался Алексей, хватая полушубок и ушанку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн шутпа мӗнле, инженер юлташсем?

Ваше мнение, товарищи инженеры?

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Татьяна Петровна, сирӗн кабеле шыраса тупӗҫ.

Так что, Татьяна Петровна, разыщут ваш кабель.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн базӑра ӗҫсем мӗнле, пурте йӗркеллӗ-и?

— Как дела на вашей базе, все благополучно?

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пирӗн пата сирӗн ҫын пычӗ те мана кунта килме хушрӗ.

К нам прибыл ваш человек и велел явиться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Сирӗн ҫынсем валли апат та илсе пырӑпӑр, ҫӗршер грамм та тупӑнӗ, — шантарчӗ Батманов.

И обед твоим людям привезем, и по сто граммов найдется, — пообещал Батманов.

Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех