Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑнланса (тĕпĕ: ӑнлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗрин ҫине шӑтарасла тӗмсӗлчӗҫ, ҫапла, кӗтмен ҫӗртен, теветкеллӗ кӗрешӳ сиксе тухнине пачах та ӑнланса пӗтерейменнипе аптӑраҫҫӗ.

Все трое пристально смотрели друг на друга, с силой совершенного непонимания, вызванного внезапным наступлением отчаянной борьбы.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

— Ҫук, ҫук, — лӑплантарчӗ лешӗ, ӑна ҫур сӑмахранах ӑнланса.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах кӑна, пӑшал сассисем харӑсах шӑт!-шат! тума тытӑнсан, пурте чалтах сиксе тӑчӗҫ, хӗҫпӑшал яра-яра тытса, нимӗн ӑнланса илмесӗрех, алӑкран тула туха-туха сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑнланса пуҫне сулчӗ те алӑк ҫумӗнчи пӑтаран сӑхманне илсе тӑхӑнчӗ, утар картишне тухрӗ, шалта мӗн калаҫни илтӗнмесен те, пурӗпӗр, пӳрт ҫумӗнче тӑмашкӑн аван мар тесе, айккинелле пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр япалана кӑна ҫивӗч ӑнланса илчӗ вӑл: Калюкова та, ун хыҫӗнче таракан Мӗтрипе ыттисене те Крапивинӑн чи хаяр тӑшманӗсем вырӑнне хумашкӑн сӑлтав пур.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Укҫине эпӗ мӗн чухлӗ илнӗ — пӗтӗмпех тавӑрса паратӑп, килтех тытатӑп, расхутласа пӗтермен, — пуҫлӑхсем хӑй ҫине пӑхнине хӑйне май ӑнланса, пӗлтерчӗ Оглоблин.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Оглоблин ӑнланса пуҫне сулчӗ, пуклак сӑмсине нӑшлаттарса илчӗ, куҫне мӑч-мӑч тутаркаларӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл туннинчен усӑ пулас ҫуккине ӑнланса илчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗр япалана кӑна уҫҫӑн ӑнланса илчӗ вӑл: уншӑн чи хӑрушӑ пулма пултарнӑ самант иртрӗ, питӗ ӑнӑҫлӑн, чипер иртрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Милиционерсем вӗсем хӑш еннелле кайнине ӑнланса илеймерӗҫ курӑнать, икӗ ушкӑна уйрӑлса, ҫырмана икӗ енчен пӳлме васкарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин ку ӗҫ ырӑпа вӗҫленес ҫуккине ӑнланса илчӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Валет, ӑна ӑнланса, пуҫне сулчӗ, хальччен чӗмсӗр ҫын пек ларнӑскер, савӑнса йӑл кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пӗчченех, — вӑл мӗн ыйтасшӑн пулнине ӑнланса, Телегин ӑна каласа пӗтерме те памарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани вӑл каланине тӳрех ӑнкарса илеймерӗ, ӑнланса ҫитсен, ҫирӗппӗн хирӗҫлерӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сунар ытла ансат ӗҫ пек туйӑнчӗ: йӗр тупатӑн, йӗрлетӗн, хӑвалатӑн, чӗрчунсен чеелӗхне пӗлсе ҫитнӗ те, вӗсен ултавне пӗрех ӑнланса илетӗн…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑпани ӑнланса илчӗ вара: ҫук, манайман вӑл Вӗлтрен Хӗлимунне, ӗмӗрне те манаймӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков, сӑмах мӗн ҫинчен пынине ӑнланса илнӗскер, ҫав такамсем хӑйне ҫупкӑ парса намӑслантарнӑ пекех туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тен, пирӗн нушана ӑнланса, сана отпуск тӑсса парӗ, э?

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара вуникӗ ҫул каялла Асакасси вӑрманӗнче ашшӗне кам хушнипе вӗлересле хӗненине тӳрех ӑнланса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Крапивин тӳрех хуравламарӗ, хреснай ывӑлӗ сӗнӗве тарӑнрах ӑнланса илессе кӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех