Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӑнсӑртран сăмах пирĕн базăра пур.
Ӑнсӑртран (тĕпĕ: ӑнсӑртран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Гаванӗн каҫхи кӗрлеве кунта хӑлха сисӗни-сисӗнми янӑранӑ пекрех вӑйсӑр ахрӑмпа илтӗнет; хутран-ситрен ҫӳревҫӗсене тапранакан пӑрахут сирени хӑлхана ҫурасла ҫухӑрни хуса ҫиткелет е ӑнсӑртран килсе ҫакланнӑ мартын вилӗсен хуҫӑлнӑ мачтисем ҫийӗн йӗрсе те ахӑлтатса вӗҫсе ҫӳрет, унтан ӗмӗрхи ҫӑткӑнлӑхӗ тата пулӑ ҫиес каскӑнлӑхӗ ӑна каллех хумсен вичкӗн пичӗ ҫине йыхӑрса антараҫҫӗ.

Вечерний гром гавани едва доносился сюда слабым, напоминающим звон в ушах, бессильным эхом; изредка лишь пронзительный вопль сирены отходящего парохода нагонял пешеходов или случайно налетевший мартын плакал и хохотал над сломанными мачтами мертвецов, пока вечная прожорливость и аппетит к рыбе не тянули его обратно в живую поверхность волн.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

Ҫӗр улми тымарӗсене ӑнсӑртран лектерет те — ҫавна пула ҫамрӑк ҫимӗҫ тӗввисем тӑпрара вӗтӗ-вӗтӗ катӑлса вакланаҫҫӗ.

Тыкал в самые корни картофеля, от чего невидимо крошились под землей на мелкие куски молодые, охаживаемые клубни.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.

— Ну, Ехвин, эпӗ сан патӑнта пӑртак пурӑнас тетӗп, — револьвер тытнӑ сылтӑм аллине ӑнсӑртран пек суллакаларӗ Калюков.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑнсӑртран юлнӑ темиҫе тенкӗсӗр пуҫне нимӗн те ҫук!

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эсӗ мана мунчара ӑнсӑртран куртӑм те е урӑхлараххи мӗн те пулин ӑсласа кӑлар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗраснашшӗ хушнине пурнӑҫлас вӗҫне ҫитнӗ ӗҫ ҫапла ухмахла, пач ӑнсӑртран путланса ларнӑшӑн хӑйне хӑй тарӑхса, ҫав вӑхӑтрах нимӗн тума пултарайманран пушшех халсӑрланса ларчӗ Телегин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пӗри-пӗри ӑнсӑртран пӑтӑрмаха лексен, ӑна пӑрахса каймалла мар, пулӑшма, хӑтарма тӑрӑшмалла, асту…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, хуҫана ҫапла куҫа кӗрсех тӗсеме аван мар, ҫавӑнпа Сӑпани малалла ӑна ӑнсӑртран тенешкел кӑна пӑхкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла ҫав, ӑнсӑртран пӗр-иккӗ тӗл пулнӑ чухнс тимлӗ пӑхма та май килмен ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем яла аннине курнӑ-ши леш мӑнтарӑн хӗрарӑмӗ, тата, хӑйӗн айӑпне туйса, Минин ун патне пырасса чунӗпе сиснӗ-ши, юланутҫӑсем ҫитнӗ тӗле вӑл, пӗр хресчен каласа панӑ тӑрӑх, те тарса, те ӑнсӑртран, кӳршӗри ҫӗрме пуян патне каҫнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак шухӑш, ӑнсӑртран кӑна килсе кӗнӗ темеллискер, сасартӑк вӑйланса-вӑйланса пычӗ, ҫавӑнтах пуҫа ҫирӗп вырнаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӑнсӑртран паллаштарман курӑнать вӗсене Кашкӑр Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫул ҫинче, ӑнсӑртран тенешкел, Крапивин Васильевпа тата пӗр-иккӗ калаҫкаласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегина «хураха кӑлармалли» никӗсе татах та ҫирӗплетме, Ольга Матвеевнӑпа «ӑнсӑртран» тӗл пулса калаҫма татӑклӑ шут тытсан кӑна Крапивин канӑҫлӑ ҫывӑрса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӗрӗҫ кооперативне Телегинпа Ҫӑпата Матви ӑнсӑртран йӗркелемен.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах хӑй паттӑррипе туман вӑл ку ӗҫе, ӑнсӑртран ҫеҫ хутшӑнчӗ унта.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурнӑҫ юхӑмӗ ӑнсӑртран туслаштарнӑ икӗ ҫын ҫаплах сӑмах татрӗҫ те малалла питӗ ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпӗ ӑнсӑртран илтнӗ тӑрӑх, Йысна ятлӑ темле ҫын тепӗр ик-виҫӗ кунтан Канаша такампа тӗл пулма килмелле.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, йӗпхӳ ҫаплах чарӑнмасть, унӑн йӗп ҫӑрти пысӑкӑш пӗрхӗмӗсем тӑкӑнса пӗтеймен ҫулҫӑсем ҫинче пухӑнаҫҫӗ те, тумлам пулса, ҫӗре пӑт та пат! тӑва-тӑва шаплатаҫҫӗ, ӑнсӑртран пӗр-пӗр йывӑҫ туратне ҫакланса силлентер кӑна, самантрах витререн ҫумӑр тӑкнӑ пек шӑварӑнатӑн.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑван-ратнесем мар, ӑнсӑртран хваттер шыраса пырса кӗнӗ ҫынсем те мар (тӳрех Ехвин килӗ умне пырса чарӑнчӗҫ-ҫке!).

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех